Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юнпа (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлӗтпе тамӑкӑн мӗнпур туррисен ячӗпе, тавӑракан фурийсен ячӗпе, усал хыпар пӗлтерекен Геката ячӗпе тупа тӑватӑп, кунта, тӑванӑм, санӑн виллӳ ҫинче тупа тӑватӑп: эсӗ вилнӗшӗн ирсӗр сутӑнчӑка юнпа тавӑрӑп, вӑл океан хумӗсен айне те, Тартарӑн ҫитсе курман тӗпне те кайса ҫӑлӑнма пултараймӗ.

— Клянусь всеми божествами неба и ада, фуриями-мстительницами, зловещей Гекатой, здесь, над твоим бездыханным трупом, я клянусь, брат мой, что за твою смерть кровавое возмездие постигнет гнусную предательницу, даже если она скроется в глубоких пучинах океана или в неизведанных безднах Тартара!..

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сылтӑм аллине мӑйӗ патне ҫӗклерӗ, анчах ҫавӑнтах каялла туртса илчӗ: унӑн алли палкаса юхакан вӗри юнпа вараланнӑ.

Он поднял правую руку к шее, но сейчас же отнял ее, покрытую горячей кровью.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юлашкинчен вӑл тутине аллипе шӑлса илчӗ те питне юнпа вараларӗ.

Наконец она вытерла рот рукой и испачкала лицо кровью.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пире Васькӑпа иксӗмӗре Пушар площадьне юнпа сирпӗтсе пӗтернӗ, терӗҫ.

Нам с Васькой сказали, что вся Пожарная площадь забрызгана кровью.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Жандармсем, пӗр ҫирӗм ҫын, халӑх хушшипе хӗсӗнсе, туса ҫитереймен крепость патне, юнпа йӗпетнӗ ялав варкӑшса тӑнӑ ҫӗре, пыма тӑрӑшрӗҫ.

Человек двадцать жандармов пробивались сквозь толпу к недостроенной баррикаде, где развевался смоченный кровью флаг.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗрлӗ ялава пристав татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса тӑкни, ҫырмара талккӑшӗпех юнпа вараланнӑ прокламацисем выртни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Рассказывали, что красный флаг пристав изорвал в клочья и что по всей балке валяются обрызганные кровью прокламации.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мӑнтӑркка мӑйӗ юнпа тулса хӗрелсе кайрӗ, унӑн пуҫе чӗтреме тытӑнчӗ, вӑл ҫухӑрса кӑшкӑрса ячӗ:

Шея толстяка налилась кровью, голова, похожая на кувалду, затряслась, и он визгливо закричал:

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ирӗклӗхе юнпа илеҫҫӗ! — терӗ атте хыттӑн.

— Свободу добывают кровью! — громко сказал отец.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чыхӑнатӑр акӑ пирӗн юнпа!

Захлебнетесь нашей кровью!

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унан аллисем юнпа вараланнӑ.

Его руки в крови.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Рима юнпа путарнӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ, Гратидиан проскрипци списокӗнче шутланман, вӑл Сулла партийӗнче пулнӑ; анчах Гратидиан пуян пулнӑ, ҫав вӑхӑтра вӗлернисен пурлӑхне вара турта-турта илнӗ.

Имени Гратидиана не значилось в проскрипционных списках; более того: он даже считался сторонником Суллы, но он был очень богат, а имущество людей, занесенных в проскрипционные списки, подлежало конфискации.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Мирмиллон хӑйӗн хӗҫне ретиарий кӑкӑрӗнчен туртса кӑларсан, хӗҫ юнпа пӑсланса тӑчӗ.

Мирмиллон быстро вытащил меч, покрытый дымящейся кровью.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эпӗ халӗ сан пекех пысӑк, — тет пылчӑкпа та юнпа вараланса пӗтнӗ Виль.

— Я с тебя ростом! — кричал Вилли, извиваясь в материнских объятиях, обратив к брату лицо, залитое слезами, перепачканное грязью и кровью.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Кишӑн куҫӗсем йӑлтӑртатма тытӑннӑ, питҫӑмартисем юнпа тулса хуралнӑ.

Глаза Киша засверкали, и темный румянец залил его щеки.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Гусев пичӗ ҫинчи юнпа пылчӑка шӑлса илчӗ:

Гусев мазнул кровь и грязь по лицу:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Мстислав Сергеевич, — чӗнчӗ Гусев, халӗ вӑл ларнӑ та пуҫне хыпашлать, юнпа сурса хучӗ, — пирӗннисене пурне те пӗтерчӗҫ…

— Мстислав Сергеевич, — позвал Гусев; он теперь сидел, трогая голову, и плюнул кровью, — всех наших побили…

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ, аллисемпе сулкалашса, тӗкӗр ҫине такамӑн кӳлепи ыткӑнчӗ, — куҫӗсем юнпа пӗвеннӗ.

Вот, влетела, раскинув руки, в зеркало чья-то фигура, с залитыми кровью глазами.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑслӑх-тӑнлӑхӗ уҫӑлса кайрӗ те — чӗрӗ юнпа тутлӑхланманскер халӗ пӑр пек пушӑлӑхра ахратланчӗ.

Разум раскрылся и, не насыщенный живой кровью, зазиял ледяной пустотой.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем ҫӑмран ҫав тери сӗлӗм тумтир ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗсене япаласене ӳкерсе кӑтартас мелпе ҫыраҫҫӗ, — ҫак пӗлӗве вӗсем юнпа илсе килнӗ, ку — ҫухалнӑ цивилизацин авалтан куҫакан ас тӑвӑмӗ.

Они ткали превосходные одежды из шерсти, и умели записывать мысли посредством изображения предметов, — это знание они вынесли в крови, как древнее воспоминание исчезнувшей цивилизации.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ, мӗн пуррине хупласа, юнпа пӗвеннӗ, сухаллӑ хӑрушла пит ишсе тухрӗ.

Вот, заслоняя всё, выплыло бородатое, залитое кровью, страшное лицо.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней