Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атӑл юнпа хуралса юхсан эпир пӗлӗпӗр вӗсем хӑйсен ӗҫне лайӑх тунине.
Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Паянтан пуҫласа вӗсем юнпа тӑванланнӑ ҫынсем…
Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Юнпа тулсан вӗсен ушкӑнӗ чуптурӗҫ куркана, унтан ҫунакан кӑвайта сапрӗҫ.
Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Юлашки ҫулсенчи вӗренӳ ҫӗнӗ юнпа чӗри патне ӑшӑ хумпа килсе ҫапӑнчӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Паймук вилли ҫиелтех выртнӑ: пуҫ ҫинчи юнланнӑ бинт ҫыххине салтса илмесӗрех вырттарнӑ, шур кӗпе-йӗмӗ те тӗл-тӗл юнпа вараланнӑ, ҫара уран…
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп: «Хӑватлӑ революци юхӑмӗнчи турпас ҫеҫ пулса юлмарӑм» (ман ҫырӑва астӑватӑн пулсан!), хам айӑпа хам юнпа ҫуса тасатрӑм.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лавкка хуҫи ӑна хӗнени те, юнпа пӗвеннӗ ҫерем те куҫ умӗнчен кайма пӗлмерӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ашшӗн аллинче юнпа вараланнӑ алшӑллине курсан, Михала пит пӑшӑрханчӗ.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Малтанлӑха мул пухнин историне хӗҫпе тата юнпа ҫырнӑ, тенӗ К. Маркс.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Авӑклӑн ҫӗкленсе тӑма хӑтланни ӑна вӑйсӑрлатать; ҫӗрӗк вут-шанкӑран урисене йывӑррӑн, асӑрханса кӑларчӗ, вӗсене курсан хутланса ларчӗ: урисен ӳчӗ чӗркеленнӗ-татӑлнӑ, юнпа исленсе хуралнӑ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Юнпа чыхӑна-чыхӑна вӑл йӗнер пускӑчӗ тӗлне упаленсе-шуса ҫитрӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах пӳрте юнпа тата пылчӑкпа витӗннӗ, тертленсех ҫитнӗ пагасиссем кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.Вслед за этим ввалились покрытые кровью и грязью измученные пагасисы.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тинг Ассунта кӗпине хыпаланса хыврӗ; вӑл сулахай енчен, хул айӗнчен юнпа пӗвеннӗ; Тинг кӗпе ҫаннине касса татрӗ те сурана пӑхса тӗпчерӗ.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Виҫҫӗмӗш рет кукӑль ӑшӗ пек: малтан сӑмсаран ҫапса пите юнпа пӗветеҫҫӗ, ҫавӑнтах шӑлсене хускатса силлентереҫҫӗ.Сорт третий — с начинкой: разбивает в кровь нос и расшатывает зубы.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Икӗ пуҫа касса татрӗ те — лешсем витринӑн ванчӑк кантӑкӗ ҫине шаплатрӗҫ, каптӑк юнпа хӗрелчӗ.Две головы отсек он, упавших на раздробленное стекло витрин, и стекло стало красным.
III. Комон, е Баярд // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Лаши юнпа чӑпарланнӑ курӑк ҫине ярса пусрӗ: ҫакӑ Ганэле куҫӗсене хупма хистерӗ.Пестрая от крови трава, встреченная копытами лошади, заставила его зажмуриться.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Гладиаторсем урсах кайрӗҫ, зал юнпа тата вил ӳтсемпе тулчӗ.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Кӗпе пулнӑскерӗн шӑтӑкӗсенчен хура ӳчӗ тухса тӑрать; пичӗпе алли ҫинче сурансем, хытса ларнӑ юнпа витӗннӗскерсем, хӑрушла татуировка евӗр курӑнаҫҫӗ; ҫара урисем шыҫӑннӑ, пӗр куҫне ҫыхса хунӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Унтан Кольбер ҫӗлен сӑхнӑ тӗлк тарӑн касрӗ те — суран ҫумне ҫыпҫӑнса ҫӑварне юнпа тултарчӗ.Кольбер глубоко просек тело в месте укуса и, припав к ране, наполнил рот кровью.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Фанатиксем вилӗм авӑрне ӑсатса юлашки хут ҫапни-тапнине туйма чарӑнсан, юнпа хупланнӑ пуҫне аллисемпе ярса тытсан Энниока инҫетрен килекен уҫӑмлӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнчӗ; сасӑ Энниок тинтерех ҫеҫ каланӑ сӑмахсене сапаларӗ:
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.