Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлташа (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата пӗр юлташа хӑтарма тесе мӗнпур отряда хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме те юрамасть.

И к тому же ради спасения одного товарища нельзя подвергать риску весь отряд.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Зимин юлташа хӑвах пӗлетӗн, вӑл нимле сӑлтава та шута илмест: кӑлар та хур, тырпул пуҫтарас вӑхӑта тракторсем пӗтӗмпех ҫӗнӗ пек пулччӑр, тет, хӑть те ху тӳрлет… юса…

— Товарищ Зимин — вот ты его узнаешь — никаких обстоятельств не признает: вынь да положь, чтоб к началу уборки все тракторы были, как новенькие, хоть сам чини…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫинчен тата Ковчегов юлташа пулӑшу-тавраш кирлӗ пулсассӑн, строительство ун валли хӑма илсе килме ӗҫ вӑйӗ те уйӑрса хума пултарӗ, терӗ.

Я заявил, что если товарищу Ковчегову нужно, то строительство выделит ему рабочую силу для доставки досок.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Халь эпир Белов юлташа шкул юсатпӑр тесе ҫеҫ хыпар ҫитерӗпӗр, кайран акӑ, эпир выляманнине кура, вӑл хӑйех пире пулӑшӗ.

Сейчас мы просто сообщим товарищу Белову, что восстанавливаем школу, а когда он увидит, что мы не в игрушки играем, он нам сам поможет.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Юлташа ҫакнашкал курма питӗ эрлӗклӗ маншӑн…

Просто обидно видеть друга вот таким…

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ман Кукӑр шывӗ енчи пӗр юлташа хам умрах пуля сулахай хул калакки айӗнчен чӑк! тутарчӗ те — нӑх! та тӑваймарӗ.

Моего односума с Кривой Речки цокнула пуля под левую лопатку — и ногами ни разу не копнул.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вершинин юлташа яма пултараймастӑр пулсан, мана ярӑр.

Если товарища Вершинина отпустить не можете, отпустите меня.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вершинин юлташа телефон патне чӗнеҫҫӗ!

— Товарища Вершинина просят к телефону!

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗлерчӗҫ Георгидзе юлташа.

Убили товарища Георгидзе.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ ветеринари институтӗнче вӗренсе пӗтериччен пӗр ҫул маларах, 1931 ҫулта хамӑр пата пӗр юлташа — Гена Орлова пурӑнма илтӗм.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Юлташа кӑтартас пулать, эсир пур, шӑл йӗрсе тӑратӑр!

— Надо товарищу показывать, а не зубы скалить!

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн пата лайӑх юлташа — Анна Погудкӑна ярса паратпӑр.

Посылаем к Вам хорошего товарища Анну Погудко.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, питне-куҫне шамарса, пакета уҫрӗ те, хӑй патне парти членӗнче тӑракан Анна Погудко юлташа яни ҫинчен типпӗн ҫырса кайнӑ путевкӑна ҫиелтен йӗрлесе тухрӗ, путевкӑпа пӗрле Абрамсон чиксе янӑ ҫырӑва темиҫе хут вуласа тухрӗ.

Он, нахмурясь, вскрыл пакет, бегло пробежал путевку, где суховато было сказано, что в его распоряжение направляется член партии товарищ Анна Погудко, и несколько раз перечитал приложенную к путевке записку Абрамсона.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Гектартан икҫӗр аллӑ пӑт тулӑ — ҫапла пулать ман сӑмахӑм Сталин юлташа, ыттисене те ман пек пулма чӗнетӗп, — терӗ вӑл.

Он сказал: — Двести пятьдесят пудов пшеницы с гектара — таковым будет мое слово товарищу Сталину, и других призываю брать пример с меня.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калӑпӑр, эпӗ пухура тухса, пуринчен малтан Сталин юлташа гектартан икҫӗр пӑт тулӑ илме сӑмах парсан: «Ефим хӑй мӗн палканине те пӗлмест», — тейӗҫ, мӗншӗн тесен, эпӗ пӗлтӗр утмӑл пилӗк пӑт илнине пӗтӗм район пӗлсе тӑрать.

Ежели, допустим, я выступлю на собрании первый и скажу, что обещаю достичь урожая, скажем, двести пудов с гектара, а у меня, — это же все в районе знают, — в прошлом году было всего-навсего шестьдесят пять пудов, все скажут: «Ефим мелет языком, а что — и сам не знает».

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ, Тимофей Ильич, ҫапла шутлатӑп: эпир сан ывӑлушӑн сасӑлани Сталин юлташа кӑмӑл туниех пулӗ.

Я, Тимофей Ильич, считаю, что то, что мы проголосовали за твоего сына, — это выполнение желания товарища Сталина.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тимофей Ильич, — терӗ хирӗҫ Трифон, — чӑнах та, Сталин юлташа пӗтӗм ҫӗршыв хӑйӗн кандидачӗ пулма тӑратать, анчах вӑл пур округсенче те баллотировкӑна тӑма пултараймасть.

— Тимофей Ильич, — возразил Трифон, — действительно, вся страна ставит товарища Сталина своим кандидатом, но он не может баллотироваться во всех округах.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нестеров куҫхаршисене пӗрсе: — Шӑпрах пулӑр, граждансем! Райисполком председательне Тутаринов юлташа сӑмах паратӑп, — терӗ.

Нестеров, сердито насупив брови, сказал: — Граждане, тише! Слово даю председателю райисполкома товарищу Тутаринову.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манӑн юлташа, ав, юнашар выртнӑ ҫӗртех нимӗҫсем чиксе пӑрахрӗҫ, секрета кайнӑччӗ унпа; эсӗ калатӑн-ха: тар шӑршласа курман, тетӗн.

У меня вон у самого товарища под боком закололи — в секрете с ним были, а ты говоришь, что мы войны не нюхали.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, Кубань ҫынни, — йӑл кулса ыйтрӗ генерал, — Сталин юлташа куртӑн-и?

— Ну, кубанец, — спросил генерал, — увидел товарища Сталина?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней