Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлаҫҫӗ (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кустарниксем пысӑкраххисем юлаҫҫӗ, вӗсене тепӗр ҫулсем валли ытлашши ан тухчӗр тесе химикатсемпе сапатпӑр».

Помоги переводом

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ май вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсем каярах та каярах тӑрса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Кайран вара ӗмӗрӗпех пӑшӑрхануллӑ, салхуллӑ ҫынсем пулса юлаҫҫӗ, пурнӑҫ — симфони ҫырасси кӑна мар, урӑх япала иккенне… ҫаплах тӗплӗн ӑнланса илеймеҫҫӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Роман сюжечӗ кӑткӑс та интереслӗ, вӑл кашни вулакана тыткӑна илет, унти геройсен сӑнарӗсем асра юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

И. Я. Яковлев йӗркеленӗ ҫырулӑх вара шутсӑр вырнаҫуллӑ пулнӑ, унӑн тӗп принципӗсем паянхи куна та улшӑнмасӑрах юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Халӗ пирӗн ҫӗршыври халӑхсем хушшинче уйрӑмлӑхсем сыхланса юлаҫҫӗ пулсан, ҫав уйрӑмлӑхсем чи малтан чӗлхере палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Повеҫри сӑнарсем нумайлӑха асра юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Юлнӑҫем юлаҫҫӗ ачапа хӗрарӑм, юлнӑран юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Калушӗ ҫӗнӗ пулмалла — ҫӗнӗ юр ҫинче унӑн йӗрӗсем лайӑххӑнах палӑрса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Граната питӗ меллӗ ҫурӑлать: тӑваттӑшӗ ҫавӑнтах выртса юлаҫҫӗ, пӗри тӗмӗсем хушшине сикет.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Каччӑсем те халӗ ӑна куҫ илмесӗр пӑхса юлаҫҫӗ:

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Иллюминатортан куратӑп: пирӗн «хурҫӑ ӑмӑрткайӑк» тавра пӗлӗт ластӑкӗсем йӑр-яр тӑскаланса е вӑнн! вӑнн! вӑльтьӑртатса хыҫа юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ун пек пӗвеленчӗксем-кӳлленчӗксем шурлӑха дренаж мелӗпе типӗтсе торф кӑларнӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑксенче, канавсенче юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем хыҫҫӑн сӗтел ҫинче пуш турилккесем тыррине вырса илнӗ пуш уй пек ҫеҫ ялтӑраса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш хут хӑй тӗллӗн вӗҫеве тухса апат тупнӑ кайӑк чӗппи пекех туйрӗ хӑйне Ула Тимӗр пӗрремӗш саккунлӑ ӗҫ укҫи илсен, анчах кунта та ҫак пысӑк савӑнӑҫа хик! йӗклентерекен, кӑмӑлне ҫӳхе пас тыттаракан япала тупӑнчӗ, ӗҫ укҫинчен хыснана ачасӑрлӑх налукне те «хӑйпӑтса» юлаҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пек чухне сиенлӗ хуртсем пӗтеҫҫӗ, усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑсем юлаҫҫӗ, кайӑксем сиен курмаҫҫӗ…»

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӗлт те вӗлт иртсе юлаҫҫӗ хула урамӗсем.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Йывӑҫсем вӗлт! те вӗлт! анчах тӑра-тӑра юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫуркунне, Атӑл капланса тулсан, вӗсем шыв айне пулса юлаҫҫӗ, шыв хухсан, утраври чӗлтӗр-чӗлтӗр хӑвасем ешерсе каяҫҫӗ, кӑпӑшка хӑйӑра шӑтарса, хӑях шӑтса тухать, сӗвек ҫырансенче пулӑҫ вучахӗсем ҫӗрлехи сӗме ҫутата-ҫутата илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней