Поиск
Шырав ĕçĕ:
Митька, вӗсем калаҫнине тӑнласа тӑнӑскер, кӗсмен унки чӗриклетнипе Лиза сӑмахне илтсе юлаймарӗ.Митька, слышавший их разговор, за скрипом уключин не расслышал ответа.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан пӳрт варрине табак туртма тӑчӗ, ҫавӑнпа та арӑмӗ ик ура ҫине тӑнине сиссе те юлаймарӗ.Закуривал Степан посреди хаты и прозевал, как поднялась Аксинья в дыбки.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй те пӗлсе юлаймарӗ вӑл, темле майпа-ҫке, пусма картлашкисем тӑрӑх хӑпарса алӑк уҫрӗ те пӳлӗмре мӗнпурри ялкӑшса та ҫиҫсе тӑнине кура, ҫавӑнтах кӑшт каялла чакрӗ; анчах леш хайхи, Диканька витӗр тухса кайнӑ запорожецсене палласа илсен вӑл кӑштах хӑюлланчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унӑн ҫутӑ куҫӗсем каҫхи тӗттӗмре ҫӳлти ҫӑлтӑр пек кӑмӑллӑн йӑлкӑшаҫҫӗ, мӑй ҫинчи хӗрлӗ коралл шӑрҫи йӑлтӑртатать, хӗрӗн питҫӑмартийӗ вӑтаннипе хӗрелсе кайни те йӗкӗтӗн ӑмӑрткайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗнчен пытанса юлаймарӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах Андрей хӑй мӗн тери хӑвӑрт шухӑшланине те, мӗнле вӑр-вар ҫаврӑнкаласа ӗҫленине те асӑрхаса юлаймарӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, уншӑн пулсан, танкпа ҫапӑҫса вӑхӑт сахал мар иртнӗн туйӑнчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Артподготовка чарӑнасса тем пек кӗтрӗҫ пулин те, вӑл хӑш самантра чарӑннине салтаксенчен пӗри те илтсе юлаймарӗ.Никто из солдат, сколько они ни ожидали, так и не услышал, когда оборвался грохот артподготовки.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй миҫе хут чикнине астуса юлаймарӗ вӑл.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Макарихӑн чӗри ҫав тери хытӑ кӑртлатма тытӑнчӗ тата темшӗн хӑлхи нимскер илтми пулса ларчӗ, ҫавӑнпа вӑл пӗр сӑмахне те илтсе юлаймарӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лалка хӑш урампа иртсе пынине те ас туса юлаймарӗ; вӑл пӗтӗмпе вӗриленчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑнчӗ, шӑмми сыпписем, тем, сура пуҫларӗҫ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Рада хӑйне тав тума пыракан хӑнасене те асӑрхаса юлаймарӗ.После этого Рада уже не видела гостей, подходивших к ней прощаться.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмах вӗҫне Давыдов илтсе юлаймарӗ: каллех пусса килнӗ ыйӑх унӑн пуҫне сывлӑмпа йӗпеннӗ кӗрӗк ҫине тайӑлтарчӗ, мӗнпурне мантарса лӑплантарчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн пуҫӗнче йӗркесӗр усал, ӑнланса илейми шухӑшсем пӑтранчӗҫ; вӗсем, тӳпери пӗлӗт татӑкӗсем пек, ним тӗллевсӗр, ҫыхӑнусӑр шӑвӑнса иртрӗҫ, Обломов пӗр шухӑшне те асра тытса юлаймарӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫак самантра Маргаритӑна вӑйпах тӗртрӗ те, хӗр ача хӑй машина салонне епле кӗрсе ӳкнине сиссе те юлаймарӗ.С этими словами он с силой и очень ловко толкнул Маргариту так, что она оказалась внутри машины.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӑй вӑл ҫапах та темӗн каларӗ — никам та илтсе юлаймарӗ, — вара, патаккипе йывӑррӑн таклаттарса кафедрӑран анчӗ те тухмалли алӑк патнелле ӳпӗнсе утрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах пите те шел, сыхланса юлаймарӗ вӑл манӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Швабринӑн намӑссӑрлӑхӗ мана кӑшт ҫеҫ уртарса ямарӗ; анчах вӑл ҫав тери тӑрӑхланине манран пуҫне урӑх никам та ӑнланса юлаймарӗ; унӑн сӑмахӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхаканӗ пулмарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Каҫхине вӑл ҫав тери пысӑк ҫӗкленӳпе утма тытӑнчӗ те, хӑй вӑтӑр рейсран та ирттерсе янине лайӑххӑн сиссе те юлаймарӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗчӗк коробкӑра мӗн выртнине никам та курса юлаймарӗ.
Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
21. Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн. 22. Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.