Поиск
Шырав ĕçĕ:
Элеке ертсе пыни юрӑхсӑр япала, советла мар вӑл!
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ҫак пупсен тӑванлӑхӗн икӗ питлӗ организацийӗ Совет Российи ҫинчен тӗлӗнмелле элек шухӑшласа кӑларма пуҫланӑ, ҫав элеке вара Америка тӑрӑх сарнӑ, инҫетри Карпат ҫӗршывне ҫитернӗ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Эпӗ элеке хирӗҫ ответлеме кирлӗ мар тесе шутлатӑп — вӑл элек сутӑнчӑк туссенчен е суеҫӗ тӑшмансенчен тухсан та, пурӗпӗрех.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ман пек таса… ҫынна… элеке хывса… ятӑма ярасшӑн… хӑйсем ав мӗнле, у-у!.. — лӗрр йӗрсе ячӗ Кукуҫ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анчах апла тума кирлех те мар пулӗ, мӗншӗн тесен эпир халӗ ҫак йӗркесенче тепӗр элеке тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тетпӗр.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак элеке курнипе чунтанах тарӑхса кайса; хӑй вӑл Келли полисмен аллипе мӗн тума шутланине судьяна кӑтартас тесе, сӗтел патнелле ыткӑннӑ.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Саша та, Соколов пек, ҫавнах ыйтрӗ: «Мӗн лӗпӗртететӗр! — кӑшкӑрчӗ лейтенант, — пуху вӗт ку, пасарти элеке сӳтсе явни мар!»
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ан ӗненӗр ҫав элеке, сире эпир ӗҫ-пуҫ чӑннипе еплерехне калас тетпӗр.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хӑватлӑ вӑй вӑл юрату, ӑна сивӗ те, ӑшӑ та пурпӗрех, анчах суялӑха, каварлӑха, элеке чӑтаймасть, хрусталь кӗленче пекех ванать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Анчах, телее, ӗҫлӗ аслашшӗ ҫак хӑрушӑ элеке те илтмӗше печӗ, те илтеймесӗрех юлчӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Вӑл хӑйӗн юлташӗ ҫинчен элек шухӑшласа кӑларнӑ, ӑна хӑех сарнӑ, вара ҫав элеке тепӗр юлташӗнчен илтнӗ те — хӑй те ӗненмеллипех ӗненнӗ.
Кӑмӑлне тултарнӑскер // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 166–167 с.
Ҫав элеке саракансен тӗллевӗ пӑллӑ: вӗсем казаксене совет влаҫӗпе урлӑ пултарасшӑн, сире каллех шуррисем патне тӗртсе ярасшӑн.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпӗ вӑл элеке ӗненместӗп, ӗненме те пултараймастӑп.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эсир Александра Петровнӑн таса, вараланман ячӗпелен хуть мӗн чухлӗ те пулин хисеплешетӗр пулсассӑн, сирӗн ирсӗр элеке чарса лартмалла.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑна элеке хывнӑ, пӗрремӗш элеклекенӗ — эсӗ! — тарӑхса каласа хучӗ тухтӑр.Ее оклеветали, и первый клеветник — ты! — с негодованием воскликнул доктор.
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав калама ҫук ырӑ ҫын умӗнче Рада намӑсне ниҫтан чӑтса тӑрайман пулӗччӗ, — вӑл та тӗрлӗрен элеке нумай илтнӗ-ҫке, тен, халь ӳкӗнет те пуль хӑй патӗнче ҫавӑн пек хӗре усрарӑм тесе.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак элеке илтнипе аптранӑ тухтӑр жандарма шӑтарас пек пӑхрӗ.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хам пурнӑҫра ялан пӳлсе пынӑ чарусӑр элеке шанчӗ вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Питӗ шел, эпӗ эсир чи ирсӗр элеке ҫирӗплетсе тупа тунӑ хыҫҫӑн тин кӗтӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1
- 2