Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавах та «Театр — асамлӑ тӗнче» тенӗрен хальхинче ытларах вырӑнти драма коллективӗсен хӑйне евӗрлӗ воспитани паракан, ыррипе усаллине уйӑрма, кирек мӗнле лару-тӑрӑва та тивӗҫлипе хак пама вӗрентекен сценкӑсем е спектакль сыпӑкӗсем курас килчӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Ирина Романова ӗне ыррипе сӑйларӗ.
Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
Шӑпӑрлан мӗн те пулин ыррипе савӑнтарсан вара «Сан ҫума куршанак ҫыпӑҫнӑ», - тенӗ.А когда дети радовали чем-то хорошим, говорили: "К тебе прицепился репейник".
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26
Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ.
Ваннӑ сӗтел-пуканлисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21417.html
Карта ыррипе усаллӑх, чыслӑхпа тасамарлӑх, геройсен чунри кӗрешӗвне палӑртать.
Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Паллах, апла мар; ӑна ҫылӑх турӗ, ҫапла майпа вӑл хӑй мӗнлине кӑтартса пачӗ: мана вӗлермешкӗн вӑл ыррипе усӑ курчӗ, вара ӳкӗт урлӑ вӑл ҫылӑхран та ҫылӑхли курӑнчӗ.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ыррипе усалли, пурӑнӑҫпа вилӗм, чухӑнлӑхпа пуянлӑх — пурте Ҫӳлхуҫаран килет.14. Доброе и худое, жизнь и смерть, бедность и богатство - от Господа.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пурне те — пӗриех: тӳрӗ ҫынпа тӳрӗ мар ҫынна та, ыррипе [усаллине те], тасипе таса маррине те, парне кӳрекеннипе парне кӳменнине те; ырӑ тӑваканнине те, ҫылӑхлине те; тупа тӑваканнине те, тупа тума хӑраканнине те пӗр шӑпа кӗтет.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2