Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ваннӑ сӗтел-пуканлисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ

Автор: Таисия Ташней

Источник: https://chuvash.org/news/21417.html

Добавлен: 2019.02.26 20:38

Предложений: 13; Слово: 136

Тип текста: Новость

По-русски Тема: Образование

Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ. Шупашкар районӗсем пухӑва Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркелерӗҫ.

Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑннӑран ҫынсем ниҫта ларма аптӑраса тӑркаларӗҫ. Балкон ҫинче те вӗсем вырӑн йышӑннӑччӗ. «Шкул ачисене тем тума чӗнеҫҫӗ-ҫке», — вырӑн юлман енне кӑмӑлсӑрланчӗ Кӳкеҫри организацисенчен пӗрин ертӳҫи.

Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ.

Муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗре арендӑна панӑшӑн укҫа пухассипе бюджета кӗмен укҫа хисепӗ – 8,2 миллион тенкӗ. Ҫав шутран 3,7 миллионне пухас шанчӑк ҫук. Парӑма кӗрсе кайнисемпе судлашни те усса кайман: вӗсем ҫара ҫерҫи пекех – шыраса илмелӗх нимӗн те юлман. «Сире ҫав арендаторсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ вӗсен – ваннӑ сӗтел-пукан ҫеҫ. Парӑма вӑхӑтра шыраса илмелле пулнӑ», – тесе Михаил Васильевич ӳпкеленине хирӗҫлеме сӑлтав тупаймарӗҫ Шупашкар районӗсем.

— Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ? Кама ӗҫрен кӑларнӑ? — ыйту та тӗплӗ хуравсӑр юлчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней