Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эс тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса аманнӑ, пирӗншӗн ылттӑнран хаклӑ ҫын.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сеча тӗрӗс-тӗкӗлех ҫитни сахал, вӗсем тата Киеври Межигорски монастырӗн архимандричӗ валли ылттӑнран ҫӗленӗ риза тата Запорожьери Покров чиркӳне тӳлеме таса кӗмӗл укҫа илсе килнӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хулпуҫҫисем ҫинче ылттӑн, ҫаннисем ҫинче ылттӑн, пилӗк таран ылттӑн тумтир, ҫӗлӗкӗ те ылттӑнлӑ, пиҫиххийӗ те ылттӑн, пур ҫӗрте те ылттӑнлӑ, пур япали те ылттӑнран; ҫуркунне хӗвел пӑхать вӗт-ха, пахчара тӗрлӗ кайӑксем чӗриклетсе юрлаҫҫӗ, курӑк тутлӑ шӑршӑ сарать, вӑл та ылттӑн тумтирпе шӑп ҫавӑн пекех ҫиҫсе тӑрать, воевода ӑна утланма та чи лайӑх лаша панӑ: пӗр лаши икҫӗр червонец тӑрать».
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ылттӑнран та хаклӑрахчӗ…
«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хаклӑ йышши чулсемпе йӑлкӑшса тӑракан кӑвак тата кӗмӗл глазетсем, кӗрен, симӗс, шурӑ тата сирень тӗслӗ бархатсем, бриллиант тӑхаллӑ атлас пушмаксемпе рубин тӳмеллӗ атлас камзолсем, ылттӑнран тунӑ илемлӗ туясемпе аметист табакеркӑсем тахҫанах халӗ халлапсенче ҫеҫ асӑнакан, туйӑм тӗлӗшӗнчен ытлашши аснӑ тапхӑр ҫинчен калаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шурӑ ахаль плащ тӑхӑннӑ патша; сылтӑм хулпуҫҫийӗпе сулахай айӑкне симӗс ылттӑнран египетсен чӗркенсе-хутланса выртнӑ крокодил евӗр — Себах турӑ символӗ — икӗ аграфӑпа ҫыхӑнтарса тӳмелеттернӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗрлӗрен машинӑсем, керменсем, пысӑк карапсем е ылттӑнран шӑратса илемлӗ пӗчӗк япаласем тума ӑста пултараканскерсем, вӗсем хӑйсен кунне, хӑнӑхса ҫитнӗ ӗҫсемпе тултарнисӗр пуҫне, нимӗнпе те тултарма пултараймаҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1