Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтмасӑрах (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Савӑнсах пыратпӑр! — никамран ыйтмасӑрах пуриншӗн те шантарчӗ Валентина.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сӑпанирен ирӗк ыйтмасӑрах йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне васкамасӑр авӑрларӗ Ҫимун, пӗр-иккӗ тарӑннӑн сӑвӑрчӗ тӗтӗме, ун хыҫҫӑн тин: — Пӗтрӗ иккен манӑн Якку, — тесе хашлатса сывласа ячӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ-амӑшсем хӗрӗнчен ыйтмасӑрах калаҫса килӗшнӗ, ҫураҫнӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыйтмасӑрах ҫӳрекенччӗ вӗт-ха.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыйтмасӑрах каларӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пӗчӗк кӑлтӑк пур унӑн: чӗлхин чаракӗ ҫукрах, никам ыйтмасӑрах пурин ҫинчен те каласа парать.

Помоги переводом

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Хӑйӗнчен ыйтмасӑрах евчӗ пулнӑшӑн Иван Алексеевич халӗ Борис Кузьмичпа радиона чӗререн тав тӑвать.

Помоги переводом

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Анчах та эпир, амӑшӗсем, вӗсене салтак памасан, пирӗнтен ыйтмасӑрах вӗлерме илсе каякан ача ҫуратма пӑрахсан влаҫ ҫапӑҫаймӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пиртен ыйтмасӑрах пӗрлештерме пуҫларӗҫ-ха пире.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Мӑнукӗнчен ыйтмасӑрах хута туртса илчӗ, каланккӑна уҫса кӑвар ҫине вӑркӑнтарчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Настя ыйтмасӑрах диван ҫине ларчӗ: «Эсир кунта ҫывратӑр-и?»

Настя, не спросив, села на диван: «Вы тут спите?»

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

— Анчах мана ун чухне пӗр япала кӑмӑлсӑрлантарчӗ: эсир ман вырӑна ыйтмасӑрах ларнӑччӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл эпӗ авланнине пӗлетчӗ пулин те, ман арӑм ҫинчен ыйтмастчӗ, мӗншӗн тесен Зина сӑн-сӑпачӗн илемӗ унӑн сӑн-сӑпатне ҫитейменнине ахаль те ӑнланатчӗ, Зина чун-чӗрин илеме унӑннинчен ҫӳлтине каллех ыйтмасӑрах пӗлетчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Эпӗ пӗр самант каялла та, малалла та утма пӗлмесӗр тӑтӑм, унтан, — хам та пӗлместӗп мӗншӗн, — Люсьӑсен хваттерне алӑка шаккаса ирӗк ыйтмасӑрах кӗрсе кайрӑм та вырӑн ҫинче пӗр хускалмасӑр, ҫын кӗнине те асӑрхамасӑр, ҫамрӑк хӗр ларнине куртӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мӗншӗн ыйтмасӑрах, чармасӑрах лармаллаччӗ унӑн?

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унтан хурав кӗтсе илмесӗрех каччӑсене пӗр-пӗринчен уйӑрчӗҫ те хӑйсенчен килӗшӳ ыйтмасӑрах вӗсене икӗ тӗле ҫавӑтса кайса тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫарӑр, Ревлен Петрович, сирӗнтен ирӗк ыйтмасӑрах сирӗн ятӑра чӗрере усранӑшӑн.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫакна эпӗ арӑмран хӑйӗнчен ыйтмасӑрах пӗлетӗп-ҫке-ха.

Помоги переводом

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Хӑвӑрӑн каччӑрсене манран ыйтмасӑрах чӗнтӗр-ҫке.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Микуль, мана вун пилӗк утӑма мар, ҫирӗм утӑма тӑрат, — терӗ вӑл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуҫинчен ыйтмасӑрах, Вовӑна чӳлмеке кутӑн тӑратрӗ, аллине туя тыттарчӗ, ҫирӗм утӑм тусан, ӑна виҫ-тӑватӑ хут хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней