Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑхне уйӑрса панӑ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑштах малалла кайсассӑн, Вӑл Зеведей ывӑлӗсене Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана курнӑ, кусем те кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑнӑ; 20. ҫавӑн чухнех вӗсене те чӗннӗ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12. патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнтан малалла кайсассӑн, Вӑл тата икӗ пӗртӑвана — Зеведей ывӑлӗсене, Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ; вӗсем хӑйсен ашшӗпе Зеведейпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене тӳрлетсе тӑнӑ; вӗсене те чӗннӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫавӑнпа та ӗҫлекенсем пурте усӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ: 47. вӗсем мӗн ӗҫлесе тунипе ют ҫӗр ҫыннисем усӑ курӗҫ, вӗсенӗн пурлӑхне ҫаратса пӗтерӗҫ, вӗсенӗн ҫурчӗсене аркатӗҫ, вӗсенӗн ывӑлӗсене чурана кӑларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ачисене тыткӑнра та выҫлӑхра ҫуратаҫҫӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: атте, сана тата ҫав арӑма унӑн ывӑлӗсене хирӗҫ кӳнтелекенсем пулма чӗнетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн халала уясшӑн пулмарӗҫ.5. Тебя, Отче, призываю во свидетеля на мать сыновей, которые не захотели хранить завета моего.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сире ашшӗ — ывӑлӗсене, амӑшӗ — хӗрӗсене, ача ӗмӗртекен ҫав ачасене тархасланӑ пек тархасламарӑм-и?
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. кай та Ман халӑхӑма вӗсен усал ӗҫӗсене, вӗсен ывӑлӗсене Мана хирӗҫле тунӑ йӗркесӗр ӗҫӗсене пӗлтер — вӗсем ҫакна ывӑлӗсенӗн ывӑлӗсене каласа паччӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн ашшӗ-амӑшӗн ҫылӑхӗсем ачисенче нумайланса кайрӗҫ: Мана манса вӗсем ют турӑсене парне кӳрсе тӑчӗҫ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Салтӑр, салтӑр тӗрӗсмарлӑх тӑллисене, унччен мӗн тунишӗн каҫару ыйтса, вӗсене тӑнӑҫлӑн хӑйсен килне ярӑр; тӳпери Пурне те Тытса Тӑраканӑн, асаттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи кунчченех пирӗн патшалӑхӑмӑра вӗҫӗмсӗрех ырӑлӑхпа мухтав парса тӑнӑ чӗрӗ Туррӑн, ывӑлӗсене ирӗке ярӑр.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем йӗре-йӗре пӗр-пӗрне чуптунӑ, кӑшкӑрса макӑрнӑ, тӑванӗсене — ашшӗсем ывӑлӗсене, амӑшӗсем хӗрӗсене — мӑйӗнчен уртӑнса ыталанӑ, 34. хӑшӗсем вара тин ҫуралнӑ ачине, юлашки хут ӗмӗртсе, кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав Птоломей мӑнаҫланса кайнӑ та пӗтӗм Иудея ҫӗрне хӑй аллине илме шухӑш тытнӑ, вӑл ӗнтӗ Симонпа унӑн ывӑлӗсене пӗтерме ултавлӑ мелсем шыранӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн халӑх каланӑ: Симонпа унӑн ывӑлӗсене эпир мӗнле тав тӑва пӗлӗпӗр-ши?25. Когда услышал об этом народ, то сказал: какую благодарность воздадим мы Симону и сыновьям его?
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Газа ҫыннисем Ионафанран йӑлӑнса ыйтнӑ та, вӑл вӗсемпе килӗшнӗ, анчах вӗсенӗн пуҫлӑхӗсен ывӑлӗсене саклата илсе Иерусалима янӑ, хӑй вара ҫав ҫӗр урлӑ Дамаск хулине ҫитичченех кайнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ионафан, хулара хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, пӗчӗк кӑна йышпа хула тулашне тухнӑ, 66. вӑл Одоаарринпа унӑн тӑванӗсене тата Фасирон ывӑлӗсене хӑйсен чатӑрӗсенчех пӗтерсе тӑкнӑ та хулана тапӑнакансене вирлӗн пырса ҫапнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тата вӑл Вефсурӑпа Газара хулисене тӗреклетсе унта керем тутарнӑ, ҫав хуласенче вӑл ҫар, ҫарӗ валли апат-ҫимӗҫ хӑварнӑ, 53. Израиль ҫулпуҫӗсен ывӑлӗсене саклата илнӗ, вӗсене Иерусалим керемне хупса хурал аллине панӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Алким ҫапла хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсене суя тӗнлӗ ҫынсенчен те ытларах усал тунине Иуда пӗтӗмпех курса тӑнӑ, 24. вара, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе, Израиль йӗркинчен тухнисене тавӑрнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн лешӗсем ку ҫӗршыва кӗрсе ҫӳреме те пӑрахнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иудӑпа унӑн тӑванӗсем, кӑнтӑр енчи ҫӗре кайса, Исав ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Хеврон хулипе унӑн ялӗсене парӑнтарнӑ, ун тӗрекне аркатса тӑкнӑ, ун таврашӗнчи пашнесене ҫунтарса янӑ, 66. унтан, ют халӑх ҫӗрне кайма тесе, вӗсем тӑвалла хӑпарнӑ, Самари ҫӗрӗ витӗр тухнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Аммон ывӑлӗсене хирӗҫ кайнӑ, ӑна хирӗҫ питӗ вӑйлӑ ҫарпа темӗн чухлӗ халӑх тухнӑ, вӗсене Тимофей ертсе пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.