Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӑмпа (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӑмпа иксӗмӗр эпир Удай айлӑмӗнчи вӑрман ӑшӗнчи пурҫӑн евӗрлӗ курӑк ҫинче час-часах ҫӳреттӗмӗр, тепӗр енчи ҫыран хӗррине каҫаттӑмӑр, тӗкӗр пек ялтӑраса выртакан шыв ҫине пӑхаттӑмӑр, пулӑсем вылянипе йӑпанаттӑмӑр, улӑхра чечексем тататтӑмӑр, вӗсенчен пуҫ кӑшӑлӗсем ҫыхаттӑмӑр…

Не раз мы бродили с сыном по шёлковым травам левад Удая, перебирались на другой берег, заглядывали в зеркальную воду, смотрели, как играли рыбы, собирали на лугах цветы, сплетали из них венки…

Пирвайхи кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ывӑлӑмпа иксӗмӗре сирӗн вут умӗнче ӑшӑнма ирӗк парсамӑрччӗ.

— Дозвольте мне с сыночком погреться у вашего огня.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эпӗ ывӑлӑмпа пӗрле Керчьри тӗрмере, хулара нимӗҫсем тӑнӑ вӑхӑтра лартӑм.

— Сидела я вместе с сыном в тюрьме при немцах, в Керчи.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ман ывӑлӑмпа пӗр кун кайрӗ.

В один день с моим сыном ушел.

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вара вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ, Жоркӑна ҫӗре ячӗ те мана ытамласа тытрӗ: «Халӗ тата эпӗ тепӗр ывӑлӑмпа ларам-ха, терӗ. Ну, каласа кӑтарт, Коля, чӗрӳнте мӗскер санӑн».

Тогда он посмотрел на меня, спустил Жорку на пол, а меня обнял и говорит: «А теперь я с другим сыночком посижу. Ну, рассказывай, Коля, что у тебя на душе».

Одинцов дневникӗ // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Калӑр вӗсен амӑшне, — терӗ Карташева чӗтрекен сассипе, — паян эпӗ хамӑн ывӑлӑмпа тӳссе ирттернӗ инкеке ӑна нихҫан та курма сунмастӑп.

— Передайте ей, — дрожащим голосом проговорила Карташева, — что я от всего сердца желаю ей и ее детям никогда не пережить того, что пережили сегодня я и мой сын.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн мӗн тума пултарнине йӑлтах турӑм; анчах эпӗ — ун амӑшӗ — ҫавӑнпа хам ывӑлӑмпа юлатӑп!

Сделала для родины всё, что могла; Мать — я остаюсь со своим сыном!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ывӑлӑмпа кинӗм те - Юрийпе Светлана - фермӑрах вӑй хураҫҫӗ.

Помоги переводом

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

7. Халӗ вара сана калатӑп: 8. Эпӗ хӑвна кӑтартнӑ паллӑсене, ху курнӑ тӗлӗксене, вӗсене ӑнлантарса панине чӗрӳне хыв, 9. мӗншӗн тесессӗн тӗнче вӗҫлениччен сана ҫынсем патӗнчен илсе кайӗҫ, эсӗ Ман Ывӑлӑмпа тата хӑвӑн евӗрлисемпе хутшӑнма пуҫлӑн.

7. И ныне тебе говорю: 8. знамения, которые Я показал тебе, и сны, которые ты видел, и толкования, которые слышал, положи в сердце твоем; 9. потому что ты взят будешь от людей и будешь обращаться с Сыном Моим и с подобными тебе, доколе не окончатся времена.

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сана эпӗ кунне пӗрер драхма парам тата ывӑлӑмпа танах мӗн кирлине парса ярам; 16. чиперех кайса килсессӗн, тата хушса тӳлӗп, тенӗ.

Я дам тебе драхму на день и все необходимое для тебя и для сына моего, 16. и еще прибавлю тебе сверх этой платы, если благополучно возвратитесь.

Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.

12. Она сказала: жив Господь Бог твой! у меня ничего нет печеного, а только есть горсть муки в кадке и немного масла в кувшине; и вот, я наберу полена два дров, и пойду, и приготовлю это для себя и для сына моего; съедим это и умрем.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. патша чӑнах та хӑйӗн хӑрхӑмне итлесе пӗтерӗ те ывӑлӑмпа иксӗмӗре Турӑ халӑхӗ хушшинчен пӗтерес текенсенчен хӑтарӗ мана, терӗм.

16. верно царь выслушает и избавит рабу свою от руки людей, хотящих истребить меня вместе с сыном моим из наследия Божия.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Саул вара пӗтӗм Израиль ҫыннине каланӑ: эсир пӗр енне тӑрӑр, эпир — Ионафан ывӑлӑмпа иксӗмӗр — тепӗр енне тӑрӑпӑр, тенӗ.

40. И сказал Саул всем Израильтянам: станьте вы по одну сторону, а я и сын мой Ионафан станем по другую сторону.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫавӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ.

5. И сказал Авраам отрокам своим: останьтесь вы здесь с ослом, а я и сын пойдем туда и поклонимся, и возвратимся к вам.

Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та 10. Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ.

9. И увидела Сарра, что сын Агари Египтянки, которого она родила Аврааму, насмехается [над ее сыном, Исааком], 10. и сказала Аврааму: выгони эту рабыню и сына ее, ибо не наследует сын рабыни сей с сыном моим Исааком.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Юратнӑ ҫыннӑм ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн ывӑлӑмпа Андрейпа пурӑнатӑп.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней