Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑхне (тĕпĕ: шӑплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Иохим чунӗн пӗр пайӗ, тейӗн, шӑхличрен тухакан сасӑсем шӑпах хӑйӗн ачашланса ӑшӑннӑ кӑкӑрӗнчен тухакан сасӑсемпе пӗр килеҫҫӗ; Иохим чӗринчи кашни хумхану йӗрӗ, унӑн хуйхи-суйхин кашни уйрӑм хусканӑвӗ самантрах тӗлӗнмелле шӑхличӗ сассинче илтӗнсе каять, вара ҫав сасӑсем, пит уҫӑмлӑн илтӗнсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри каҫ шӑплӑхне тухса вӗҫеҫҫӗ.

Казалось, она была частью его самого; звуки, которые она издавала, лились будто из собственной его согретой и разнеженной груди, и каждый изгиб его чувства, каждый оттенок его скорби тотчас же дрожал в чудесной дудке, тихо срывался с нее и звучно несся вслед за другими, среди чутко слушавшего вечера.

IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫынсенчен ютшӑнса пурӑнакан, ҫутҫанталӑк илемлӗхӗпе киленсе тӑракан, анлӑ тӗнчен чаплӑ шӑплӑхне итлесе савӑнакан, курӑксем пуҫтаракан, чечексемпе, вӗҫен кайӑксемпе тата ҫӑлтӑрсемпе ҫеҫ интересленекен ҫав ҫын хӑрушӑ ҫын пулни курӑнать ӗнтӗ.

Этот отшельник, этот созерцатель природы, сливавшийся душой с необъятным покоем всего сущего, этот собиратель трав и кореньев, этот друг цветка, птицы и звезды был, само собой разумеется, человеком весьма опасным.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Чансем пур енчен те ӑнланса илмелле мар хӗрсе кайса ҫапни таврари каҫ шӑплӑхне сирет.

Странное и неприятное впечатление производили эти сильно качавшиеся колокола и в то же время это мертвое молчание.

II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ун хыҫҫӑн браунинг сасси виҫӗ хутчен каҫ шӑплӑхне ҫура-ҫура кайрӗ.

Вслед ей трижды взбудоражил ночь браунинг.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӑшал сасси тӗттӗм ҫӗрӗн шӑплӑхне ҫурса пӑрахрӗ.

Залп разметал тишину темной ночи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Европӑра куккук куккуклани вырӑнне кунта пӗр морпук люлюклатса анчах каҫӑн шӑплӑхне хускатать.

Тишину нарушало только улюлюканье морпука, заменяющее здесь кукование европейской кукушки.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр каҫиччен вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ, каҫ шӑплӑхне темӗн пысӑкӑш ҫара ҫерҫисем кӑна хускатаҫҫӗ.

Ночь прошла без происшествий, и тишину её нарушал только полёт огромных летучих мышей.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл пушӑ уй-хирӗн шӑплӑхне те туймасть, ун хӑлхинче шкул ҫурчӗ ҫатӑртатса ҫуннӑ шав тӑрать.

Не чувствовал он и морозной тишины голого поля: в ушах его стоял треск пожираемой пламенем школы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кайран та, унпа сывпуллашса аудиторисен кичемрех шӑплӑхне таврӑнсан, учебниксем вуланӑ май чылайччен хӗвелтухӑҫ енчи пиллӗкмӗш лавари хастар ачасене, забойӑн аслатиллӗ кӗмсӗртетӗвне тунсӑхласа пурӑнчӗ.

И после, когда пришлось расстаться с ней и сесть за учебники, он долго тосковал в скучной тишине аудиторий по славным ребятам из пятой восточной лазы, по громовому реву забоя,

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӑрна картин илемсӗр те тӑсмак ахравӗ кӗрхи тӗттӗм каҫӑн шӑплӑхне ҫура-ҫура каять, кӑкӑртан халь-халь тухса ӳкме хатӗр чӗрене курӑнман хӗскӗчпе пусарса пӑталать.

Беззвучный, тягучий крик журавлиной стаи рвал тишину темной осенней ночи, невидимыми тисками давил готовое выпрыгнуть из груди сердце.

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл кӑнтӑрлахи ӑшша ҫаплах упранӑ чул катрашкисене хыпашласа пӑхнӑ, катан чӗлтӗрти шӑплӑхне тимлесе итленӗ.

Она погладила шершавую поверхность камня, еще хранившего дневное тепло, и напряженно вслушалась в хрупкую тишину рощи.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑ вара, апрель каҫӗн шӑплӑхне хускатса, унӑн тӑнӑҫлӑхне уйрӑмах палӑртса тӑрать.

И оно мягко оттеняло, подчеркивало умиротворенную тишину апрельской ночи.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Март уйӑхӗнчи ҫеҫенхирӗн ҫуна тупанӗсем шӑхӑрнипе тата утсен чӗрнисем ҫивӗччӗн чаклатнипе кӑна хускалнӑ кӑнтӑрлахи шӑплӑхне тупӑ сасси ытла та кӗмӗркке япала йӑтӑнса аннӑ пек хыттӑн кӗмсӗртетсе хупласа хучӗ.

Тишину мартовского степного полдня, нарушаемую лишь свистом полозьев да чавкающим перебором конских копыт, обвальным раскатом задавил гул орудия.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрман шӑплӑхне итлесе пурте пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ.

Все замерли, прислушиваясь к лесной тишине.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Снарядсем хаяррӑн, ҫӗре сирпӗнтерсе шартлатнӑ та, тӗлӗнмелле йынӑшакан сасӑпа вӑрман шӑплӑхне ҫурса янӑратнӑ.

Снаряды яростно взрывали землю, оглушая странным воплем молчаливые леса.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Таҫтан, хӗвелтухӑҫӗ енчен, вӑрман шӑплӑхне сирсе чӗриклетни илтӗнчӗ.

Но вдруг откуда-то с восточной стороны над лесной тишиной пронесся скрип.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗрхи ҫӗр шӑплӑхне кӗрслетнӗ сасӑсем кисрете-кисрете илнӗ хыҫҫӑнах, тепӗр темиҫе минутран, полк командирӗ, ватӑ полковник фон-Гротт, Митман обер-лейтенанта хӑй патне чӗнтернӗ.

Через несколько минут после того, как расплескался в осенней ночи грохот взрывов, командир полка, старый полковник фон Гротт, вызвал к себе обер-лейтенанта Митмана.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынсем нумайччен аялалла пӑхса, ҫӗр айӗнчи лабиринтӑн хура шӑплӑхне итлесе ларнӑ…

Но долго еще сидели люди, всматриваясь вниз и прислушиваясь к черной тишине, которая стояла в разверзавшемся перед ними подземном лабиринте…

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Учитель малтан ерипен утса кайрӗ, унтан сасартӑк хытӑрах утрӗ те, алӑка яр уҫса, никам ҫук коридор шӑплӑхне тухса ҫухалчӗ.

Он ступал сперва медленно, а потом вдруг как-то весь подался вперед, рванул дверь и исчез за ней в тишине пустого коридора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӑвӑллӑ хура пӗлӗт пӗтӗм тӳпене хупӑрласа илнӗ; сулхӑн каҫ шӑплӑхне ҫил шӑхӑрса хускатать, ҫынсӑр урамра вӑл кӳренсе улать.

Черные грозовые тучи затянули небо; тихая вечерняя прохлада отступила перед порывами ветра, жалобно завывавшего на безлюдных улицах.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней