Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑнать (тĕпĕ: шӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варсенче ҫил кӗрлесе улать, сивӗ ҫил-тӑман ал-урана кӳттерет, юн та тымарта шӑнать.

Ветер завывал в ущельях, ледяное дыхание бури сковывало руки и ноги, кровь застывала в жилах.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

Вот, к примеру, выписывал я агрономовский журнал, и в нем один дюже грамотный человек из этих, какие студентов обучают, писал, что, мол, жито даже не мерзнет, а гибнет через то, что голая земля, на какой нету снежной одежины, лопается и вместе с собой рвет коренья.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней