Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шыври сăмах пирĕн базăра пур.
шыври (тĕпĕ: шыври) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра кит тытакансем пысӑках мар парӑс карапсемпе усӑ курнӑ, шыври чӗрчуна кӗсменлӗ шлюпкӑран гарпунсемпе персе тытнӑ.

Все это время китобои использовали небольшие парусные суда и поражали свою добычу гарпунами с гребных шлюпок.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Этеме-ҫынна кун-ҫул, ӑна малалла аталанма, тӗрлӗ чӗр чуна та кайӑк-кӗшӗке, хурт-кӑпшанкӑна, шыври пулӑсене пурӑнма-аталанма кирлӗ услови туса панӑ ҫут ҫанталӑка юратать Виталий.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӗр ҫинчи, шыври чӗр чунӑн, кайӑк-кӗшӗкӗн, пуллӑн та хурт-кӑпшанкӑн ирӗклӗхӗ пӗр-пӗринпе тӑранса пурӑнакан, хӑйӗнчен вӑйлӑраххине тӗл пуличчен ҫеҫ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хула ҫийӗнчи пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе шыври ҫут мерченле ҫиҫет…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ун ури сассипе шыври кӑвакалсем тавралла шӑпӑр шӑпӑр нартлатса саланчӗҫ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан шыври шӑпи ҫинчен хӑйӗн савнине акӑ мӗн каласа панӑ.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шыври мар-ши?

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫапах та кайӑк ларакан ҫӗр лаптӑкӗ чӗтренсе илчӗ, ҫурхи шыври пӑр пек, вырӑнтан тапранчӗ.

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

— Ку шыври микроорганизмсем питӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем кунта хӑйсем валли апат нумай тупаҫҫӗ — шывра ӳсекен курӑксене, вӗтӗ пулӑсене тата шыври ытти чӗр-чунсене ҫиеҫҫӗ.

Они находят здесь богатый корм — водяные растения, мелкую рыбешку и других водяных животных.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл шыври ӳсен-тӑрансене, тростниксене ҫисе вӑхӑтне ытларах шывра ирттерет.

Большую часть времени проводит в воде, питаясь водяными растениями и тростником.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыври киленӳ инкекпе ан вӗҫлентӗр тесен мӗн тумалла-ха; Шӑпах ҫак ыйтупа Чакаҫри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ялти фельдшер Валентина Никифорова кӳлӗ хӗрринче ачасемпе тӗллевлӗ калаҫу йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Шыври илтмен те…

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шыври сӑрт мӗлки ҫинче ҫывхарсах килекен арҫын кӳлепи, вӑрӑм пушӑ сӗтӗрнӗскер, курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шӑнкӑрчӑ та чӗппи шыв ӗҫнӗ чух унта шыври шашкӑн мӗн ӗҫ пур, — ҫапла каланӑ халӑх юрринче.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулсан та вӗсем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ, Интернетра хӑйсене шыври пулӑ евӗрех туяҫҫӗ.

Помоги переводом

Кинемейсемпе асаттесем те «онлайнра» пулма юратаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60727

Хӗрачасем хӑйсен шыври кӗлетки ҫине пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Пӑкачавӑн кӗрнеклӗ те патвар кӗлетки ӑна йӑлт курса пӗтерме памарӗ, ҫавӑнпа вӑл шыври ӳкерчӗке урӑхла, хӑй пекрех ӑнланчӗ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, аслӑ Шыври, сана пысӑк парне кӳрейменни вӑл пӗрре те манӑн айӑппа пулман.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, ҫав Укаслу ятлӑ турӑ ылханнӑ хӗре Шыври валли арӑм пулма, ӑна хӑй ытамӗнче килентерме, арман пӗви тытма пӗвене пӑрахас тенине манмарӑн пуль те? — Килтеш пуянӗнчен каллех ыйтрӗ Иннокентий пуп.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней