Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутлани (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир яла таврӑнма шутлани вӑл питӗ лайӑх, — тӗрӗ Пробатов малалла, хавхаланнӑҫем хавхаланса.

— Это очень хорошо, что вы решили вернуться в деревню, — все более воодушевляясь, продолжал Пробатов.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан та ытларах — вӑл нумай пулмасть хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн чи кирли тесе шутлани, ӑна пӗрмаях канӑҫ паманни халӗ таҫталла чакнӑ, пӗтсе пынӑ, урӑх пӗлтерӗш йышӑннӑ; шухӑшланине те тивӗҫлӗ мар пек туйӑнни вара сасартӑк чи кирлӗ ҫивӗч ыйту пулса тӑнӑ, ӑна халех татса ямалла пулнӑ.

Даже больше — все личное, что он еще недавно считал, самым важным и что неумолчно тревожило его совесть, куда-то отступало, стиралось, приобретало иной смысл, а то, что казалось не стоящим внимания, неожиданно становилось сущим, крупным и значительным, обретало остроту и настойчиво требовало немедленного разрешения.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени чӗринче кӑшт ӳкӗнес туйӑм хускалчӗ, вӑл: хама унпа ахалех ҫакӑн пек хытӑ тытрӑм пулас, тесе шухӑшларӗ, анчах Егор, сӗтелтен аллипе таптарса янӑ пек, сулланса илчӗ те, Ксени хӑй шутлани йӑнӑш пулнине ӑнланчӗ, — ун умӗнче тӑрӑхласа кулма юратакан, чӑрсӑр, нимӗн чухлӗ те именмен ҫын ларать, унӑн пысӑк куҫӗсем ырра систерсе мар ҫавӑн пек ялкӑшаҫҫӗ.

В ней уже заговорило чувство некоторого раскаяния, и она подумала, что, пожалуй, напрасно так резка с ним, но вот Егор качнулся, как бы отталкиваясь от стола, и Ксения поняла, что ее впечатление было ошибочным, — перед нею сидел насмешливо-дерзкий, лишенный какого-либо смущения человек, и в широко распахнутых глазах его играли недобрые огоньки.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӳршӗсем сӑнасах тӑчӗҫ ӑна, кашни утӑмне тенӗ пек йӗрлерӗҫ, вӑл малалла мӗнле пурӑнма шутлани ҫинчен Аникушка арӑмӗнчен те ыйтса пӗлме пӑхрӗҫ.

Соседи наблюдали за ним, караулили каждое его движение, даже Аникушкину жену пробовали расспрашивать, что-де собирается Степан делать.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахӑртнех, эпӗ авланса «лӑпкӑ кӗтес» тупма шутлани те пӑртакҫӑ ҫавӑнтан килчӗ пулӗ», — салхуллӑн тӑрӑхласа вӗҫлерӗ вӑл ҫырӑвне.

Наверное, отчасти этим вызвана моя женитьба и стремление обрести «тихую пристань», — грустно-иронической припиской заканчивал он письмо.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑк генерала тавӑрма шутлани ҫинчен калаҫнисем Кӗтерне патша патне те ҫитнӗ.

Слухи о расправе над молодым генералом дошли и до царицы Екатерины Второй.

Туртукай // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Эпир мӗнле пурӑнни, мӗн шутлани, ҫынсен ӗҫне мӗнле ҫӑмӑллатасси ҫинчен шухӑшлама — чӑннипе каласан, шикленетӗн эсӗ.

А как мы живем, чем болеем, как бы людям труд облегчить,— сказать правду, ты этого побаиваешься.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кривцов Сергей ҫине хурлӑхлӑ куҫӗсемпе пӑхса пуҫне пӑркаларӗ те ҫав хут ҫинех ҫырса пачӗ: «Пултараймастӑп. Эп шутлани пӗтӗмпех пӑсӑлать апла…»

Кривцов отрицательно покачал головой и написал на той же записке: «Не могу. Все мои расчеты ломаются…»

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, эпӗ шутлани вӑл — иртсе кайнӑ ӗҫ.

— Ну, то, чего я желал, — дело прошлое.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Малтанах эпӗ хам мӗн ӑспала Виҫҫӗмӗш корпуса Петроград ҫывӑхне куҫарса пыма шутлани ҫинчен пӗлтерес, тетӗп.

 — Я хочу вернуться к тем соображениям, которые понудили меня передвигать Третий корпус к Петрограду.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бойченко Сергейрен киле хӑҫан килни ҫинчен, станицӑрах юлма е хулана кайма, мӗн ӗҫе тытӑнма шутлани ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Бойченко спросил, давно ли Сергей приехал домой, останется ли в станице, или уедет в город, чем думает заняться.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ворошиловецсемпе кочубеевецсем пилӗкҫуллӑхӑн виҫҫӗмӗш ҫулне гектартан ҫирӗм пиллӗкшер центнер илме шутлани ҫинчен пӗлсен, Рагулик хӑйӗн планне хӗрӗх кӗртрӗ, колхоз пухӑвӗнче ку цифрӑна пурте йышӑнчӗҫ…

Когда он узнал, что и ворошиловцы и кочубеевцы планируют на третий год пятилетки двадцать пять центнеров зерновых, то себе записал сорок, и на общем собрании колхоза эта цифра была принята единогласно…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсемсӗр юлнӑ картишӗнче хӳрине татса янӑ чӑпар чӑхӑ ҫӳрет, хӑйне пусса повар ыран управляющи валли яшка пӗҫерсе пама шутлани ҫинчен пӗлмесӗр, ӑҫта ҫӑмарта тӑвам-ши тесе, тислӗке чавала-чавала какалать.

На обезлюдевшем дворе ходила пестрая, с подрезанным хвостом курица и, не зная того, что назавтра помышляет повар приготовить из нее суп пану управляющему, походя копалась в навозе и клохтала в раздумье, где бы положить яйцо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ку вӑл — эсир шутлани.

— Это ваши догадки.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ нимӗн те памасть тесе шутлани тӗрӗссине Григорий хӑй те часах курчӗ.

Предположения Григория, что отец ничего не даст, вскоре подтвердились.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн пӑятамне тата Лозневоя тарӑхнипе хӗрӳленнине пула хӑй ҫак ҫуртран, пур япала та Андрее аса илтерекен ҫӗртен, кайма шутлани тӗрӗссипе тӗрӗс марри ҫинчен Марийка лайӑххӑн шухӑшламан та пулнӑ.

В горячке раздражения против свекра и Лозневого Марийка тогда даже и не обдумала хорошенько, насколько правильно и необходимо ее решение покинуть дом, где все дышало жизнью Андрея.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑй мӗн шутлани Марийкӑна пӗр самантлӑха чӑрсӑр та ҫӑмӑлттайла туйӑнчӗ.

То, о чем она думала, на мгновение показалось Марийке дерзким и легкомысленным.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мускав пирки Гитлер Ставки мӗн шутлани пире тахҫанах паллӑ, — терӗ Василевский, — аллине тытнӑ хутсемпе сӗтел хушшинчен тӑрса.

— Нам давно известно, что думает Ставка Гитлера о Москве, — сказал Василевский, — вставая из-за стола с бумагами в руках.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лозневой мӗн шутлани тӳрре тухрӗ.

Предположение Лозневого оправдалось.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эпӗ те шырама каятӑп! — терӗ Юргин, пӑлханса тата хӑй мӗн шутлани тем пулсан та кирлине чӗререн ӗненсе.

— Я тоже пойду искать! — сказал Юргин с волнением и с такой страстной верой в необходимость своего решения.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней