Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шуралса (тĕпĕ: шурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Светлана шартах сикрӗ, шуралса кайрӗ, сулӑнса каясран аран ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫиленсен вӑл кӑштах шуралса каять, куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗ палӑрми пулать.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ватӑ ҫынсен шуралса е хӗрелсе кайни паллах мар, анчах Анна Федоровна шуралса кайнине аванах асӑрхарӑм.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шурӑмпуҫсем килеҫҫӗ шуралса, Ват асаннем ларать пуҫ тураса, Шурӑмпуҫран та шурӑ сурпанне Тирпейлӗн сырӑнать ыр асанне.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кашкӑр мыскарине астусанах, ял умӗнче намӑса кӗресрен хӑраса, шуралса каять тата Петрук.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна курсан, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир кам пулатӑр? — ыйтрӗ пӗри шуралса кайнӑ Розӑран.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ылтӑн мар?!» — пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ Петрукӑн хуньӑшӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич, ҫакна курсан, пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Вӑл эпӗ ҫак пӑрӑс-кашта тӑрӑх утма пултараймастӑп тесе шутлать, — тарӑхнипе шуралса кайса ӑнланса илчӗ Ирина.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Ҫӑхав ҫырса, «тертленсе», Ҫынсен чунне чӗпӗтсе, Пӳрни тухрӗ хӑпарса, Сӑнӗ кайрӗ шуралса.

Помоги переводом

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Чипер калаҫса ларакан Ятманов шартах сикрӗ, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Калли, арӑмӗн аллинчи укҫа хутаҫҫине курсан, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Помоги переводом

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Раман маркировщик хучӗпе паллашнӑ май пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Ермолай, пӗтӗмпех шуралса кайнӑскер, вӑйран кайрӗ, тайӑлчӗ, ӑна васкаса пукан лартса пачӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурте вуланӑ-и? — тӗксӗм питлӗ доярка Санюк, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑскер, шкул пури ҫинче шуралса тӑракан листовка ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пичӗ пурӑ пек шуралса кайрӗ, вӑйӗ пӗтсе кайнипе пуҫне усрӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗкскер, услам ҫу катӑкӗ пек, ҫавракаскер, ача-пӑча юмахӗнчен тухнӑ пек туйӑнаканскер, Ваҫилен шуралса кайнӑ сӑмсипе питҫӑмартисене курсан вӑл чӗпӗтекен юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шуралса пыракан ҫӳҫсемлӗ пуҫӗнче пуласлӑх варианчӗсем пӗринчен тепри тискертерех курӑнса шуса иртрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Айлӑмра бетон балконлӑ тата сарлака чӳречеллӗ пысӑк ҫуртсем шуралса лараҫҫӗ, садсем ешереҫҫӗ, хӗвел ҫинче шыв йӑлтӑртатса выртать.

В низине белеют большие здания с бетонными балконами и широкими окнами, зеленеют сады, сверкает на солнце вода.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней