Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанман (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухмах, тӗпсакайне чавса чикнӗ, вӑрмана шанман ӗнтӗ.

Зарыл, дурень, в подпол, лесу не доверил.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем ӑна кӑмӑлламан та, шанман та.

Они не имели к нему ни уважения, ни доверенности.

Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.

— Нимӗҫсем Певскра пулма кирлӗ мар-ха, — шанман пек каларӗ Филипп.

— Не должно им в Певске быть, — неуверевно проговорил Филипп.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Шуррисем патӗнче, вӗсен командованийӗ умӗнче, эпӗ ют пулнӑ, вӗсем нихҫан та мана шанман.

У белых, у командования ихнего, я был чужой, на подозрении у них был всегда.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лере шанман сана, кунта та питех шанса пӗтермӗҫ, пӗлсе тӑр!

Там тебе не верили и тут веры большой давать не будут, так и знай!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шанман пулсан — эскадрон памастчӗҫ.

— Ежли б не верили — не дали бы эскадрон.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Кирек хӑҫан та вара кам та пулин пӗри-пӗри калама ҫук ӗҫ тума сӗнсен, ҫав ӗҫ пуласса шанман ҫынсем тупӑнаҫҫӗ.

— Всегда, если кто-нибудь предлагает очень грандиозный проект, находятся люди, которые не сразу верят.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хуняшшӗ ӗҫ тухассине шанман ҫӗртенех укҫашӑн тапӑннине сиссе, Дарья унпа ним хӑрамасӑр урлӑ калаҫрӗ.

Притязания свекра были явно неуверенны, и Дарья решительно взяла перевес.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шанман пирки вара аппарат работникӗсене сӑмах ҫырма хушатпӑр, вӗсем пур — час-часах ҫав ыйтусемпе пачах та интересленмеҫҫӗ!

Поручаем ее состряпать работникам аппарата, которые подчас и не болеют всеми этими вопросами!

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, асту, — шанман пек, тӑсса каларӗ пиччӗшӗ.

— Ну смотри, — недоверчиво протянул брат.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ун пек авторитетшӑн, ӑна авторитет теме юрать пулсан, хӑйӗн вӑйне шанман, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗнчен ӑсли урӑх никам та ҫук тесе шутлакан ҫын анчах тӑрӑшать.

— О таком, с позволения сказать, авторитете заботится только тот, кто не надеется на свои силы и вместе с тем считает, что умнее его никого нет.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна ҫак ҫын нихҫан та иккӗленмен пек туйӑннӑ, уншӑн пурте яланах паллӑ пулнӑ пулмалла, хӑй мӗне те пулин шанман вӑхӑтра та хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне, хӑй пӗлменнине ҫынсем умӗнче палӑртас йӑла пулман унӑн.

Казалось, этому человеку были чужды всякие сомнения и колебания, похоже, ему всегда все было ясно, и даже в те минуты, когда он бывал в чем-либо не уверен, он не имел привычки обнаруживать перед людьми свою слабость и некомпетентность.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку вӑхӑталла Пробатов авланнӑ ӗнтӗ ун икӗ ача пулнӑ, арӑмӗ ӑна черетлӗ пухӑва ӑсатнӑ чухне каялла таврӑнасса та шанман.

Пробатов к тому времени уже был женат, имел двоих детей, и жена, каждый раз провожая его на очередное собрание, не чаяла дождаться домой.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапла пӗрре тухнипех ӗҫе куҫа курӑнмалла улӑштарасса шанман пулсан та, ҫавӑн пек Пленум хыҫҫӑн Пробатов ҫак кунсенче пур-пӗрех обкомра ларма пултарас ҫукчӗ.

Несмотря на то, что ни один из них не надеялся на явное улучшение работы, после такого Пленума Пробатов в эти дни все равно не смог бы сидеть в обкоме.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр кунне, тӗл пуласса шанман ҫӗртенех, йӑпӑртлӑха ревкома чупса кӗчӗ те картлашка ҫинченех Аннӑн палланӑ сассине уйӑрса илчӗ.

А на следующий день, уже не надеясь, забежал в ревком — и еще с лестницы услышал знакомый голос Анны.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наталья, хӑй вӑйӗ ҫине шанман пек васкаса, картишӗнчен пӳрте кӗрсе кайрӗ те кровать ҫине выртрӗ.

Торопясь, словно не надеясь на свои силы, она ушла со двора, легла на кровать.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Час-часах, мӗнле те пулин кукӑль тунӑ чух, — кукӑль тума вӑл нихҫан та кухаркӑна шанман, — манса кайнипе тата хӑй ҫумӗнче пӗчӗк мӑнукӗ ларнӑ пек туйса, чи лайӑх татӑка ун еннелле тӑснӑ, пӳртри йытӑ вара, ҫак самантпа усӑ курса, ҫав татӑка ярса илсе, хыттӑн чаплаттарса ҫинипе унӑн шухӑшӗсене сирсе янӑ, ҫакӑншӑн вара йыттине турчӑка лекнӗ.

Часто, делая какое-нибудь пирожное, которое вообще она никогда не доверяла кухарке, она, позабывшись и воображая, что возле нее стоит маленький внучек, просящий пирога, рассеянно протягивала к нему руку с лучшим куском, а дворовая собака, пользуясь этим, схватывала лакомый кусок и своим громким чваканьем выводила ее из задумчивости, за что и бывала всегда бита кочергою.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пирӗн ҫарсем чӑтса тӑрассине шанман вӑл.

Он не верил, что наши войска смогут выдержать.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл Глухань окопӗнчен кӑшт сылтӑмарахра пырать, майӗпен, хӑйне хӑй питех шанман пек, пырать: механик-водитель пӑхса пымалли шӑтӑк тӗлне хура тӑхлан шӑранса ҫыпӑҫса ларнӑ-ларнах курӑнать, водителӗн куҫӗсем те аманнӑ-и тен.

Он медленно двигался правее окопа Глуханя: видно, расплавленным свинцом все же залепило смотровую щель механика-водителя, а может быть, и поранило ему глаза.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Темӗн ытла та ӳркевлӗн, хӑй ҫине хӑй шанман пек ҫӳрекен пулнӑ вӑл, ӗлӗк пӗртте ун пек марччӗ.

Своими движениями, вялыми и неуверенными, он ничем не напоминал прежнего.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней