Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑша юрӑ сасси мар, ӳпкевпе вӗресе тухнӑ куҫҫуль — этем чӗрин куҫҫулӗ нӳрлӗн тултарса тӑнӑ; кӗрешсе тинки тухнӑ чун-чӗре пӑшӑрханни, нушан тимӗр аллипе ҫӗмӗрӗлнӗ этемӗн суранӗсем хаяррӑн ыратни — пурте ҫаксем юррӑн ахаль те тӳрккес сӑмахӗсене хывӑннӑ; вӗсем, тӳсме ҫук хурлӑхлӑ сасӑсем пулса, ҫӳле те пушӑ инҫете, чӗнсе те чӗнмен пӗлӗтелле юхса хӑпарнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яланах нумай чӑрмав кӳрекен вырӑссен чӗрин уҫҫине тупрӑм.Я нашёл ключ к этой проклятой, загадочной русской душе, которая доставляет нам столько хлопот.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Ҫав чӗрӗ япалана Шура хӑй чӗрин тулашри сисӗмлӗхӗпе туйса илчӗ, ярса тытрӗ.И Шура обостренным, обнаженным чутьем сердца уловила это живое.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Каярах Черныш хӑй йӗнине аса илетчӗ те, ку унӑн хытма ӗлкӗреймен чӗрин чи ҫепӗҫ сасси пулнине пӗлмесӗр, ҫав сисӗмлӗхрен вӑтанатчӗ.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Каама ун чӗрин айӗнче авкаланми пулсанах, Дик Сэнд пӗтетчӗ.Если бы каама не извивалась в его когтях, Дику Сэнду пришел бы конец.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫу епле ҫитсе тӑнине Воропаев сиссе те юлаймарӗ, халӗ ӗнтӗ ҫын мӗн те пулин туса ҫитереймесен яланах пулакан ҫӑмӑл канӑҫсӑрлӑх сасартӑк ун чӗрин пӗр кӗтессине пырса тӗкӗнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вара вӑл, хӑйӗн чӗрин пур вӑйне пухса, пӗтӗм кӗлеткине хытарчӗ те, ҫав пур чее, пӗчӗк те вӑйсӑр хӗмсене сӳнтерсе, хӑйне хӑй ҫирӗппӗн: «Намӑса пӑл!» — терӗ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тырӑ пани — тӑван ҫӗршывран уйӑрӑлни, тӑшмана сутӑнни, ҫак вӑрҫӑра та, граждан вӑрҫинче те, вунсаккӑрмӗш ҫулта та, унтан малтан та паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнисене сутни, кам этемӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ, кам вӑл ирӗклӗхе хӑйӗн чӗрин юнӗпе ҫапӑҫса илнӗ — ҫавсене пурне те сутни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ылханлӑ чӗрчун, нимӗҫ юххи, вӑл унпа вылямалли япалапа вылянӑ пекех хӑтланать, вӑл хӑранипе, амӑшӗ чӗрин асапӗпе вылять.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ак ку вара амӑшне яланах унта хӑйӗн чӗрин пӗр пайӗ пулнӑ пек туять, унӑн калаҫӑвӗнче ҫӗр ҫинче ӳлӗмрен пурин валли те пулмалли уяв ҫинчен калакан юмах янрать.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫапла каларӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах ун чӗрин чи-чи вӑрттӑн кӗтесӗсенче — пытаркӑҫсенче — хӑйӗн чӑтӑмлӑ парӑнӑвӗ пурне те куракан туррӑн чӗрине пырса тивӗ тата кӑмӑлне ҫемҫетӗ тенӗн айӑпсӑр шухӑш чеен йӑшӑлтатрӗ, ун чухне вара сасартӑках кӗтрет пулса иртӗ, паянхи мӗнпур тертлӗхпе ырӑмарлӑхран ухмахла тӗлӗк пекки ҫех тӑрса юлӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӗнпур вӑхӑтне, вӑйне-халне, чӗрин юратупа та туртӑм-сулӑмпа салатӑнман хӑватне йӑлтах, пӗтӗмпех хӗрӗн савӑк та хӳхӗм кайӑкӗсене паратчӗ вӑл — вӗҫекеннисене, пулӑсене, тӑват ураллисене; вӗсем унӑн чӑннипех те нумаййӑнччӗ — хӑйне евӗр пысӑк зоопаркчӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак ҫулӑма, ҫак савӑнӑҫа вӑл хӑйӗн тӳрӗ чӗрин хусканӑвӗпе унӑн чунӗ ҫине пӑрахрӗ вӗт.Движением своего честного сердца он бросил ей в душу этот огонь, эту игру, этот блеск.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, пурин умӗнче те мар пуль, хӑш-пӗрин чӗрин умӗнче анчах пуль.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл этем чӗрин пӗтӗм чӗрӗ хӗлӗхӗсене виле шӑнӑрӗсене тӗпчесе пӗлнӗ пек вӗреннӗ, анчах хӑй пӗлнипе вӑл нихҫан та усӑ курма пӗлмен: ҫапла пулать-ҫке хӑш-пӗр чухне, чаплӑ анатомик та сивӗ чиртен сыватма пултараймасть!
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ нихӑҫан та ан сӳнтӗрччӗ!
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
12. Эсир вара хӑвӑр аҫӑрсенчен те начартарах тӑватӑр, Мана итлемесӗр кашнийӗ хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе пурӑнать.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхана та чикмерӗҫ, кашниех хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе ҫӳрерӗ: ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хирӗҫ ҫак халалӑн пӗтӗм сӑмахне — вӗсем пурӑнӑҫа килтерсе тӑма хушнӑ сӑмаха, вӗсем пурӑнӑҫламан сӑмаха — ярӑп.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2