Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл турилккесем йӑтса килет, турилккесем ҫинче ҫӗҫӗсем, сенӗксем, кашӑксем чӑнкӑртатаҫҫӗ.Она идет с тарелками, на тарелках звенят ножи, вилки, ложки.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Гремячий Лог хуторӗнчен пик ҫурӑ километр аякра ларакан аслӑ тӑван хула, Мускав, ҫӗрле те лӑпланма пӗлмест: унта пӑравус сассисем вӑрӑммӑн тӑстарса, йыхрав янӑ пек кӑшкӑраҫҫӗ, автомобильсен сиренисем, ҫав тери пысӑк хут купӑс чӗлӗхӗсене вылятса тӑнӑ пек, тӗрлӗ саслӑн янӑраҫҫӗ, трамвайсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сиренӑсем юмахри тем пысӑкӑш ҫынсен сассипе ҫухӑрнӑ пек ҫухӑраҫҫӗ, хаяррӑн шӑхӑрнисем янӑраса каяҫҫӗ, якӑр сӑнчӑрӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, океан хумӗсем ҫилленнӗн явкаланаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Йӑм-хура та пурҫӑн ҫӳҫӗсем сапаланчӑк, ӑшӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл ҫил вӗсемпе вылять те, ҫӳҫ-пуҫа эрешлеме ҫакса тултарнӑ тенкӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Лашасем шавлӑн сывлаҫҫӗ, йӗвенсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, урапа кустӑрмисем чӗриклетеҫҫӗ, вӗсенчен тикӗт шӑрши кӗрет.Шумно дышали лошади, звенели уздечки, поскрипывали колеса, от них пряно несло запахом дегтя.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӳлӗ пӳртӗн карнизӗ ҫине рояль хӗлӗхӗсен пӗр пысӑк пайӑрки ҫакланнӑ, лӑпкӑ ҫил вӗрнӗ май, вӗсем йӑвашшӑн чӑнкӑртатаҫҫӗ.С карниза высокого дома свисала большая прядь рояльных струн, и ветер легонько позванивал ими.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шпорӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, платйи аркисене ҫӗклентеререх ҫаврӑнма та тытӑнчӗҫ.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нимӗҫсем пирӗн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ — ир, тӗтре, нимӗн те уйӑрса илме ҫук, моторсем кӗрлеҫҫӗ те гусеницӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ кӑна.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950