Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Эпӗ тӗнчене пултарнӑ чухне, ӑна унта ҫынсем пурӑнччӑр тесе хатӗрленӗ чухне, Мана никам та хирӗҫ каламан, мӗншӗн тесессӗн ун чухне никам та пулман-ха.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пурӑннӑ чухне, ырӑлӑх илсе тӑрса, Мана пӗлменнисем, 11. хӑйсем ирӗклӗ чухне, ӳкӗнме май пулнӑ чухне Манӑн саккунран йӗрӗнсе пурӑннисем, ӑна ӑнланса илменнисем, ӑна вырӑна хуманнисем 12. вилнӗ хыҫҫӑн Мана хӗн-асапра пӗлсе ҫитӗҫ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пынӑ чухне вӗсем хӑйсен тӑватӑ енне каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ, пуҫӗ ӑҫталла, ҫав еннелле каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. кай та Иерусалим хӗрне хӑлхинчен каласа пӗлтер, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн ҫамрӑк чухнехи шанчӑклӑхна, санӑн юратӑвна аса илетӗп, эсӗ ун чухне ҫураҫнӑ хӗрччӗ, ун чухне эсӗ Ман хыҫӑмран пушхирпе, нимӗн акман ҫӗрпе, пыраттӑн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫурӑмран хӗненӗ чухне те, питӗмрен ҫупа-ҫупа янӑ чухне те хӗнекенсене хирӗҫ тӑмарӑм; сура-сура мӑшкӑлланӑ чухне Хамӑн питӗме хупламарӑм.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Сиона ҫӗнӗрен ҫӗклентернӗ чухне эпир тӗлӗк куракан пек пултӑмӑр: 2. пирӗн чун-чӗрере ун чухне туп-тулли савӑнӑҫчӗ, чӗлхе вӗҫӗнче — юрӑччӗ; ун чухне халӑхсем хушшинче калаҫрӗҫ: «Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн аслӑ ӗҫ турӗ!» терӗҫ.
Пс 125 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакна вӑл Месопотамири Сирипе тата Цованри Сирипе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне, Иоав унтан таврӑннӑ чухне Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вуникӗ пин ҫыннине пӗтернӗ чухне ҫырнӑ.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсӗ кӗлтунӑ чухне, Сарра кинӳ кӗлтунӑ чухне эпӗ сирӗн кӗллӗре Святой умне ҫитертӗм, эсӗ вилнӗ ҫынсене тирпейлесе пытарнӑ чухне те эпӗ санпа пӗрлехчӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унччен, Давид Идумейӑра пулнӑ чухне, унта Иоав ҫарпуҫ вӑрҫӑра вилнисене пытарма пынӑ пулнӑ, Идумейӑра вӑл пӗтӗм ар халӑха вӗлерсе тухнӑ, 16. Иоавпа Израиль ҫыннисем унта ултӑ уйӑх, Идумейӑри пӗтӗм ар халӑха тӗппипе пӗтериччен, пурӑннӑ, 17. ҫавӑн чухне ҫак Адер хӑй ашшӗ патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ темиҫе идумейпа Египет ҫӗрне тухса тарнӑ; Адер ун чухне ача кӑна пулнӑ-ха.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗре ҫитсессӗн, 3. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре пуҫлатӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе вӑкӑрсем, сурӑхсем пусса кӳрекен парне, е тимлӗ пулнипе кӳрекен парне, е хӑвӑр уявӑрсенче паракан парнесем кӳре пуҫлатӑр, — 4. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен ҫыннӑн тырӑ-пулӑран [ефан] вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳмелле, ӑна гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштармалла; 5. [ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе,] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ чухне е пусса паракан парне кӳнӗ чухне кашни путек пуҫне юхтарса пама гинӑн тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ эрех пар.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫавӑн чухне вара вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене йышӑнӗҫ, вӗсем Мана хирӗҫ усал ӗҫсем тунине, Мана хирӗҫ пынине тунса тӑмӗҫ; 41. ҫавӑншӑн Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] вӗсене хирӗҫ пытӑм, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрне кӗртсе ятӑм; ҫавӑн чухне вӗсенӗн ӳтне касман# чӗри парӑнӗ вара, ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн асап курӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Анчах тап-такӑр урампа иртсе пынӑ чухне ӑнсӑртран ура айне пулнӑ тӗмеске ҫине такӑнса пушмак тӗпне хӑйпӑтса пӑрахсан, эпир урамне те, ҫул-йӗр ӑстисене те, атӑ-пушмак ҫӗлекенсене те вӑрҫса пӑрахма хатӗр, ун чухне эпир хамӑр ҫав урамри чаплӑ ҫуртра пурӑннине те мансах каятпӑр…
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Хӑйне вӑл пӗр чухне молдаванка, тепӗр чухне цыганка тетчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Нина Васильевна дежурствӑра хӑш чухне ҫӗрле, хӑш чухне кӑнтӑрла пулатчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Р.Р. Садрова ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене епле пӑхӑнмаллине, шкула кайнӑ чухне е урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫутӑ паракан элементлӑ тумтир тӑхӑнма кирли ҫинчен каласа панӑ.
Хӗллехи ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ln-3641532
Кун пек чухне те тепре чухне кӗтменлӗхсем сиксе тухаҫҫӗ, кун йышшисене 579 тупса палӑртнӑ, мӗнпур йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсенчен 16,8 процент пулать ку тесе палӑртнӑ ертӳҫӗ.
Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh