Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн чунӑр чӳрече умӗнче ларакан ҫын курма пултаракан урам пек; анчах ҫав ҫын унта, ҫав урама, мӗн те пулин курас тесе мар, ҫук, вӑл унта ним кирлине те, ним тӗлӗнмеллине те курас ҫуккине хӑех пӗлет, вӑл ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса ҫеҫ пӑхать: пурпӗрех вӗт, эппин, мӗншӗн пӑхмалла мар-ха?
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юратмастӑр эсир мана, анчах эсир суймастӑр — ҫакна васкавлӑн хушса хуратӑп — улталамастӑр мана; эсир хӑвӑр чунӑр: ҫук, тенӗ чухне: ҫапла, тесе калама пултараймастӑр.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗлсен, сирӗн таса чунӑр ҫӳҫенсе кайӗ!
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- Сирӗн районта та сухаламан лаптӑксем ҫук мар-тӑр хальхи вӑхӑтра? Ҫакнашкал ӳкерчӗксене курсан чунӑр ырататех ӗнтӗ.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
3. Халӑр пӗтесрен, чунӑр хастарлӑхӗ каясран эсир Хӑйне ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине Тӳснӗскерӗ ҫинчен шухӑшлӑр.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Канӑҫлӑх паракан Турӑ Хӑй сире пӗтӗмпех тасаттӑр; Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килнӗ тӗле сирӗн сывлӑшӑр та, чунӑр та, ӳтӗр те пӗтӗмпе тӗрӗс-тӗкел, пӗр айӑпсӑр упранса тӑтӑр.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; 29. Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; 30. Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл, тенӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑлхӑра тайӑр та Ман патӑма килӗр: итлӗр, чунӑр чӗрӗ пулӗ — вара Давида пама пулнӑ ӗмӗрлӗх халала, улшӑнми ырӑлӑха, сире парӑп; 4. Эпӗ ӑна халӑхсенӗн кӳнтеленӗ, ҫулпуҫӗ, халӑхсене вӗрентекенӗ турӑм.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана тимлӗн тӑнлӑр, вара пахине ҫийӗр, сирӗн чунӑр ҫупа тутӑ пултӑр.Послушайте Меня внимательно и вкушайте благо, и душа ваша да насладится туком.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Чунӑр Турӑ ырӑлӑхӗшӗн савӑнтӑр, Турра мухтама ан вӑтанӑр; 38. хӑвӑр ӗҫӗре вӑраха ямасӑр туса пырӑр, Вӑл вара сире тивӗҫлине хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑрӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чӗлхе-ҫӑварӑма уҫам та ҫапла калам сире: ӑслӑлӑха кӗмӗлсӗрех туянӑр; 34. ӗнсӗре унӑн ҫӗклемӗ айне тайӑлтарӑр — чунӑр вӑл вӗрентнине хапӑллатӑр; ӑна ҫывӑхрах тупма пулать.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эй вӗренменнисем, ман патӑма ҫывӑхарӑр, вӗрентӳ ҫуртне кӗрсе вырӑнаҫӑр: 32. сире вӗренни кирлӗ, чунӑр ҫавӑншӑн ҫунать.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн чунӑр манӑн чунӑм вырӑнӗнче пулнӑ пулсассӑн, эпӗ те сирӗн пек калаҫнӑ пулӑттӑм; сире сӑмахпа хӑртӑттӑм, пуҫӑма сирӗн еннелле сулӑттӑм; 5. сире хамӑн сӑмахӑмпа тӗрек парӑттӑм, пуш пуплевӗмпе йӑпатӑттӑм.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; 19. вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; 20. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; 21. тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир Мана итлемесессӗн, ҫакӑ манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 15. Эпӗ хунӑ йӗркесене вырӑна хумасассӑн, сирӗн чунӑр Манӑн саккунӑмсенчен йӗрӗнсессӗн, ҫапла Манӑн халалӑма пӑсса Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫлама пӑрахсассӑн — 16. Эпӗ те сирӗнпе ҫапла пулӑп: сирӗн ҫине сехре хӑппи, нишлӗх, тар чирӗ ярӑп, ҫавсем пирки куҫӑрсем курми пулӗҫ, чунӑр халтан кайӗ, хӑвӑрӑн тырӑ вӑрлӑхне кӑлӑхах акӑр, ӑна тӑшманӑрсем ҫисе ярӗҫ; 17. Хамӑн сӑнӑма сирӗн енне ҫавӑрӑп та, эсир хӑвӑр тӑшманӑрсем умӗнче тӑкӑнатӑр, тӑшманӑрсем сире пуҫ пулса тӑрӗҫ, хӑвӑра никам хӑваламасӑрах тарма пуҫлатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.
Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
- 1
- 2