Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Вара Ҫӳлхуҫа ятне тархасласа чӗнтӗм: эй Ҫӳлхуҫамӑм! чунӑма хӑтарсамччӗ.
Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мана айӑплакансене, манӑн чунӑма усал сунакансене Ҫӳлхуҫа ҫапла тавӑрать!20. Таково воздаяние от Господа врагам моим и говорящим злое на душу мою!
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Турӑ! мӑнаҫлисем мана хирӗҫ тӑчӗҫ, пусмӑрҫӑсен эшкерӗ манӑн чунӑма шырать: вӗсем Сана хӑйсен умне тӑратмаҫҫӗ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам: 13. Эсӗ мана пысӑк ырӑлӑх кӳтӗн: манӑн чунӑма ҫӗр тӗпӗнчи тамӑкран хӑтартӑн.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн чунӑма сыхласам, эпӗ Сан умӑнта хисеплесе-хӑраса тӑратӑп; эй Туррӑм, Хӑвӑн чуруна, Хӑвна шанса тӑраканскерне, ҫӑлсамччӗ.2. Сохрани душу мою, ибо я благоговею пред Тобою; спаси, Боже мой, раба Твоего, уповающего на Тебя.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн чунӑма хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫакансем намӑсланччӑр, ҫухалччӑр, мана усал сунакансем намӑспа, мӑшкӑлпа хупланччӑр!
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ватлӑхӑм кунӗсенче тӗртсе ан ярсам мана; вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана: 10. тӑшманӑмсем мана хирӗҫ калаҫаҫҫӗ, чунӑма сыхласа тӑракансем пӗр-пӗринпе канашлаҫҫӗ: 11. «Турӑ пӑрахнӑ ӑна; йӗрлӗр-тытӑр ӑна, хӑтараканни ҫук унӑн» тееҫҫӗ.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн чунӑма шыракансем намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр!
Пс 69 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн чунӑма пӗтерес теекенсем вара ҫӗр тӗпне анса кайӗҫ; 11. вӗсене хӗҫпе касса ӳкерӗҫ; вӗсем шакал тупӑшӗ пулӗҫ.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана; 3. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана: 4. акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар, 5. айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.7. Приготовили сеть ногам моим; душа моя поникла; выкопали предо мною яму, и сами упали в нее.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Турӑҫӑм, Сана сӑмах пани — хам ҫинчех; эпӗ Сана тав туса мухтӑп: 14. Эсӗ манӑн чунӑма вилӗмрен, [куҫӑма куҫҫульрен] хӑтартӑн, манӑн урана та такӑнасран сыхларӑн: мана Турӑ умӗнче, пурӑнӑҫ ҫутинче ҫӳремелле турӑн.
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ман сӑмахӑмсене куллен тӳнтерлетсе калаҫҫӗ; мана усал тӑвасшӑн анчах шухӑшлаҫҫӗ: 7. манӑн чунӑма пӗтересшӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ, пытанса лараҫҫӗ, манӑн кашни утӑма сӑнаҫҫӗ.
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Каҫхине те, ирхине те, кӑнтӑрла та йӑлӑнӑп, йӗрсе тархаслӑп — Вӑл манӑн сассӑма илтӗ, 19. мана тапӑнакансем темӗнле йышлӑ пулсассӑн та, Вӑл манӑн чунӑма хӑтарса лӑплантарӗ; 20. Турӑ илтӗ, ӗмӗрех Пурӑнаканӗ вӗсене пӑхӑнтарӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем улшӑнмаҫҫӗ; вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ, 21. хӑйсемпе тату пурӑнакансем ҫине алӑ ҫӗклерӗҫ, хӑйсемпе хывнӑ килӗшӗве пӑсрӗҫ; 22. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫуран та ҫемҫерех, чӗринче вара — курайманлӑх; сӑмахӗсем паха ҫуран та чеченрех, хӑйсем — йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ пекех.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Турӑ — мана пулӑшаканӗ; Ҫӳлхуҫа чунӑма тӗреклентерет.
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Турӑҫӑм! кӗллӗме илтсем, манӑн сӑмахӑмсене тӑнласам: 5. мана ют ҫынсем тапӑнчӗҫ, пусмӑрҫӑсем ман чунӑма шыраҫҫӗ; вӗсен умӗнче Турӑ ҫук.
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ вара мана йышӑнӗ, чунӑма тамӑк аллинчен хӑтарӗ.16. Но Бог избавит душу мою от власти преисподней, когда примет меня.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна аса илсе чунӑма уҫса паратӑп: эпӗ йышлӑ халӑх хушшинче ҫӳреттӗм, уяв тӑвакан халӑхпа савӑнса, Турра аслӑласа Турӑ Ҫуртне пырса кӗреттӗм.
Пс 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа! хӗрхенсем мана, чунӑма сыватсам: эпӗ Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, терӗм.5. Я сказал: Господи! помилуй меня, исцели душу мою, ибо согрешил я пред Тобою.
Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Манӑн чунӑма пӗтерме ӑнтӑлакансем пурте намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр!15. Да постыдятся и посрамятся все, ищущие погибели душе моей!
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.