Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Иисус Петра каланӑ: хӗҫне йӗннине чиксе хур; Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар? тенӗ.11. Но Иисус сказал Петру: вложи меч в ножны; неужели Мне не пить чаши, которую дал Мне Отец?
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килет, Ӑна пур куҫ та курӗ, Ӑна хӑйсем чиксе шӑтарнисем те курӗҫ; вара Ун умӗнче ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте йӗрсе ярӗҫ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем чухӑна вӑрттӑн ҫӑтса яма шухӑшланӑ евӗр хавасланса, мана ҫӗмӗрсе тӑкма ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухсан, Эсӗ ҫав йӑх ҫулпуҫӗсен пуҫлӑхне Хӑвӑн сӑннусемпе чиксе пӑрахатӑн.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем санран аллисемпе ярса тытрӗҫ те, эсӗ чӗрпӗклентӗн, вӗсен хулне чиксе пӗтертӗн; вӗсем сан ҫине тӗренчӗҫ те, эсӗ хуҫӑлса ӳкрӗн, вӗсене пӗтӗмпе амантса пӗтертӗн.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Аммон ывӑлӗсем ҫинчен, вӗсем кӑтартнӑ мӑшкӑл ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те; кала: ӗнтӗ хӗҫе, хӗҫе вӗсене чиксе вӗлерме кӑларнӑ, вӗсене пӗтерме, ҫиҫӗм пек ҫиҫсе тӑма хӑйранӑ, 29. сана ҫук япаласем кӑтартнӑ чухне, сана суя юм юмланӑ чухне ҫав хӗҫ сана та пуҫне каснӑ усал ҫынсем ҫумне хурӗ, ҫав ҫынсен кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ ӗнтӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗресем шарах ҫурӑлччӑр, вилнисем тата ытларах пулччӑр тесе, Эпӗ вӗсен кашни хапхи умне хаяр хӗҫ тӑратӑп, ах! ҫиҫӗм пек ҫиҫекен, чиксе пӑрахма ҫивӗчлетнӗ хӗҫ!
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 9. этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ: 10. ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Куҫна уҫса пӑхсамччӗ — вилнисем, ҫӗр тӗпӗнчисем, ӑшӗнчен чӗмне кӑларса илнисем, мухтамӗҫ Ҫӳлхуҫана, 18. пысӑк хӗн-хур ҫитнӗшӗн хуйхӑракан ҫын, пуҫне чиксе салхуллӑ ҫӳрекенскер, тӗксӗмленнӗ куҫлӑскер, касӑлнӑ чунлӑскер, мухтавлӗ, аслӑлӗ Сана, Ҫӳлхуҫамӑр!
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн. 22. Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Седекиян куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, хӑйне пӑхӑр тӑлӑпа тӑллама хушнӑ; унтан Вавилон патши ӑна Вавилона илсе кайнӑ та вилӗм кунӗ ҫитичченех тӗрмене хупса лартнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вавилон патши ӗнтӗ Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Иудея пуҫлӑхӗсене те Ривлӑра чике-чике вӗлернӗ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аманнисем Халдея ҫӗрӗнче, чиксе пӑрахнисем Вавилон урамӗсенче выртчӑр.4. Пораженные пусть падут на земле Халдейской, и пронзенные - на дорогах ее.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вавилон патши Ривла хулинче Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Вавилон патши Иудея улпучӗсене те пурне те чике-чике вӗлернӗ; 7. ӗнтӗ Седекиян куҫне чиксе шӑтарнӑ, вара, тӑлласа, ӑна Вавилона хӑваласа кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ах, пуҫӑм куҫҫуль пулсанччӗ, куҫӑм куҫҫуль ҫӑлкуҫӗ пулсанччӗ! эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн чиксе пӑрахнӑ йӑхташӑмсемшӗн йӗрӗттӗм.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах кама тытӗҫ — ҫавна чиксе пӑрахӗҫ, кама ярса илӗҫ — ҫавна хӗҫ айне тӑвӗҫ.15. Но кто попадется, будет пронзен, и кого схватят, тот падет от меча.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӑна хӑлхана чиксе пыраттӑм, ӑша хываттӑм, унра хам валли нумай ӑс тупаттӑм: 22. ҫав тӗлӗшпе эпӗ ӑнӑҫуллӑ пултӑм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чухӑнран туртса илнине парне кӳрекен ҫын — парне кӳмешкӗн ывӑлне ашшӗ умӗнче чиксе пӑрахакан пекех.20. Что заколающий на жертву сына пред отцем его, то приносящий жертву из имения бедных.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Виҫеллӗ ӗҫсе ҫисессӗн, ыйхӑ та канлӗ пулать: ирех тӑрать вӑл, чунӗ те хаваслӑ; 23. ҫисе тӑрана пӗлми ҫын ыйхӑсӑр асапланать, вар чирӗпе, ӑшӗ чиксе ыратнипе хӗн курать.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑрттӑн парне ҫилле путарать, хӗве чиксе панӑ сӗрев хаярлӑха пусарать.14. Подарок тайный тушит гнев, и дар в пазуху - сильную ярость.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кам та пулин, хӗвне кӑвар чиксе, кӗпине ҫунтармасӑр юлма пултарӗ-и?27. Может ли кто взять себе огонь в пазуху, чтобы не прогорело платье его?
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.