Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мари Элпа Чӑваш Ен чикки — 253 км, Чулхула облаҫӗпе — 222 км, Чӗмпӗр облаҫӗпе — 111 км, Мордва Республикипе — 91 км.
Тутарстанпа Чӑваш Ен чиккине ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32064.html
Хӗвел аннӑ чухне вӑрман сӗм тӗттӗмлӗхӗнче сайра вут-ҫулӑм хушӑкӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен ярӑмӗнче курӑксемпе ҫулҫӑсем тап-таса ылтӑнла йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫутӑ чикки леш енче вара тӗттӗмлӗх хуҫаланать, — шӑпах ҫак авӑкра Гент хӑйне уйрӑмах лайӑх туять.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑм сирпӗнӗвӗн, вӑйӑмӑн чикки пур.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шкипер кашни ҫӗмӗрӗве тӗп-тӗрӗс палӑртса пырать, тата унпа сутлашни пач усӑсӑр, мӗншӗн тесен вӑл тӳрех хӑлха чикки ҫитерет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аялта — вак чуллӑ тӑпра, ун ҫинче хытӑ, йӗплӗ тӗрлӗ курӑк сапаланса тымарланнӑ; ҫак лаптӑк ҫурт-хуралтӑран вӑтӑр утӑмра сылтӑмалла авӑнчӑклӑн та чупуллӑн, сулахаялла тӳррӗн те авӑккӑн татӑлса чикӗленет; чӑнкӑ ахрат сӗмӗнче типнӗ тунасем сулланкалаҫҫӗ — виркӗс сӑртлӑхӑн, сывлӑшӑн витӗр курӑнакан тӗтрипе карӑннӑ ҫӗр хуппин улт ҫӗр хӑлаҫлӑ ахрачӗн чикки.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ӑна ӑнланнине, ун хутне кӗнине пытармасӑр вӗсем ӑна хавхалантараҫҫӗ, унпа шӳтлеҫҫӗ; Гравелот Ван-Конета ӳсӗр лавҫӑ вырӑнне хурса хӑлха чикки пани вӗсене килентерет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Хаклӑ Георг, — хуравларӗ Вейс, — каҫарӑр та, эсир ҫав вак-тӗвекшӗн хумханни мана тӗлӗнтерет, йӑнӑша ҫавӑнтах, вырӑнтах тӳрлетме пулатчӗ, хӑлха чикки памаллаччӗ те хытӑ кӑна…
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Юлашкинчен, хӑйӗн сӑмахӗ халӑха килӗшнӗ пек туйӑнсан, вӑл аллипе хыттӑн сулса ячӗ те, шартах сиксе пӗр айӑккинелле чакса тӑнӑ полковнике кӑшт ҫеҫ хӑлха чикки тыттарса ямарӗ, вара оратор хытӑ сасӑпа марсельеза юрласа ячӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ака сана хӑлха чикки парса ярӑп…
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗр-анне паракан тивлетӗн чикки ҫук, вӗҫӗ ҫук.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
— Эй, юлташсем, — сиксе тӑчӗ Ванькка пичӳ, — телейӗн, пурнӑҫӑн чикки ҫук.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
— Аплине апла та, ҫапах тыр-пул тухӑҫӗн чикки пур пуль.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Гнор шыв хӗррине анчӗ те — сулахайра, чул хысакӑн чӑпар чикки икӗ ҫырана уйӑрнӑ ҫӗрте, кимме курчӗ.Гнор подошел к воде и влево, где пестрый отвес скалы разделял берег, увидел лодку.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пулать ҫав тепӗр чухне ҫапла: тулать те тулать шыв ҫырмара, тытса тӑрать те тӑрать ӑна пӗве; анчах, акӑ, капланӑвӑн чикки ҫитет те, шар кӑна ҫурса ярать пӗвене, ӗмӗрӗпе пӗчӗккӗн сӑрхӑнас юханшыв шавласа-кӗрлесе илет вара пӗр кана, унчченхи тытӑнчӑкшӑн та, ӳлӗмришӗн те савӑнса юлас тесе.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӑх ҫиллин чикки тулнӑ, акӑ мӗн…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чуллӑ сӑртсен тӗп хырҫинчен хӗвелтухӑҫнелле ҫӗрутмӑл километр хушшинче вырнаҫнӑ виҫӗ сӑрта ҫапла калаҫҫӗ; Ментан штачӗпе Канадӑри Альберт ҫӗрӗн чикки лӑпах ҫакӑнтан иртсе каять.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Корольпе майри хӑйсен патшалӑх чикки патне каяҫҫӗ.Король и королева предпринимают путешествие к границам государства.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
1792-мӗш ҫулта, Российӑпа Польша хушшинче каллех вӑрҫа сиксе тухсан, Кутузов Измаилран Галици чикки тӑрӑх Польшӑна пырса кӗнӗ, ҫапла вӑл поляксен ҫарӗн флангӗнче пулса вӗсене каялла хӗссе чактарнӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Отрядӑн пуринчен ытла эпир Галици чикки урлӑ каҫсан нумай ҫапӑҫмалла пулчӗ.Особенно много боев провел отряд, когда мы пересекали границу Галиции.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хамӑрӑн отряда йӗркене кӗртме тата аманнисене самолетпа Мускава ӑсатма пикенсе пӑхас тесе, вӑхӑтлӑха эпир Ровно облаҫӗн ҫурҫӗрти чикки патнелле куҫса кайма шут тытрӑмӑр Кунта, Цумански вӑрманта, эпӗ пысӑках мар группа хӑвартӑм, Черный юлташа унӑн командирӗ турӑмӑр.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.