Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарӑнмасть (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Петя питех те хӗрсе вылять, чарӑнмасть.

Но Петя был слишком азартен и нетерпелив.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл самантлӑха та чарӑнмасть.

Она не затихала ни на минуту.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Телефон чӑнах та чарӑнмасть.

Но телефон продолжал звонить.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӑманӗ ҫаплах чарӑнмасть; эпӗ чӑтаймарӑм, каллех лаша кӳлме хушрӑм та, тӑман чи вӑйлӑ вӗҫтернӗ хушӑрах тухса кайрӑм.

Между тем метель не унималась; я не вытерпел, приказал опять закладывать и поехал в самую бурю.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пурте курса тӑни ҫинчех мӗншӗн-ха ял хуҫалӑхӗ арканма чарӑнмасть?

Хотя все видят, почему же сельское хозяйство все же разрушается?

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Салтакӑн чунӗ ҫеҫ ҫунма чарӑнмасть.

У солдата лишь душа не перестает гореть.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑл чӑваш чӗлхипе литература методикин вӑрттӑнлӑхӗсене паян та тӗпчеме чарӑнмасть.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

«Эмилия халӗ урӑххине тупнӑ. Намӑс мӗнне пӗлмест, йӑхӗ ҫавнашкал вӗсен. Ҫапах вӑл Абрашевпа та тӗл пулма чарӑнмасть, ун хыҫҫӑн арҫын килӗнче арӑмӗпе вӑрҫӑнать, ясар ясара шанмасть теҫҫӗ вӗт, кӗвӗҫнипе хӗнет», — терӗҫ ял хӗрарӑмӗсем.

Помоги переводом

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗр самантлӑха та ӗҫ чарӑнмасть темелле.

Помоги переводом

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

13. Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть; 14. Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ.

13. И представили ложных свидетелей, которые говорили: этот человек не перестает говорить хульные слова на святое место сие и на закон. 14. Ибо мы слышали, как он говорил, что Иисус Назорей разрушит место сие и переменит обычаи, которые передал нам Моисей.

Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49-50. Вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗм юхать, чарӑнмасть: Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине тӳперен хӗрхенсе пӑхиччен ҫӑмӑллӑх килмӗ.

49. Око мое изливается и не перестает, ибо нет облегчения, 50. доколе не призрит и не увидит Господь с небес.

Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Лухит патне хӑпарнӑ ҫӗрте ӳлесе макӑрни чарӑнмасть, Оронаимран аннӑ ҫӗрте ахлатни, йынӑшни илтӗнет.

5. На восхождении в Лухит плач за плачем поднимается; и на спуске с Оронаима неприятель слышит вопль о разорении.

Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Аскӑн ҫыншӑн кирек мӗнле асӑхни те кӑмӑллӑ: вӑл ӗнтӗ мӗн виличчен те чарӑнмасть.

23. Блуднику сладок всякий хлеб: он не перестанет, доколе не умрет.

Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑш чухне вара тытӑннӑ япалана вӗҫлемесӗр те чарӑнмасть, ӗҫӗ мӗнле пулса тухнине хӑвӑртрах курас килет унӑн.

Помоги переводом

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пирӗн республикӑра пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен тӑрӑшсах суя хыпар сараҫҫӗ, эпир юлашки ҫулсенче тунӑ ҫитӗнӳсене хурласси ҫаплах чарӑнмасть.

Щедро распространяется ложь о происходящем в нашей республике, огульно очерняется все, чего мы добились за последние годы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней