Поиск
Шырав ĕçĕ:
Маларах иртсе кайнӑ Павӑлпа Ивук та чарӑнаҫҫӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫил хӑваланипе ҫыран хӗрринелле ҫулҫӑсем вӗҫӗмсӗр юхса килеҫҫӗ, вӗсем Укахви ури патнех ҫите-ҫите чарӑнаҫҫӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш партисенче пушшех ӑнмарӗ: вӑл выляс текен шарсем шӑтӑксем тӗлӗнче чарӑнаҫҫӗ е бортсен хӗррипе чупса иртсе хирӗҫ тӑруҫӑ валли ҫапмашкӑн меллӗн вырнаҫаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Малтанхи пекех — сехӗрленсе ӳкнӗ салтаксем тӑпах чарӑнаҫҫӗ, анчах акӑ каллех — сунарҫӑн хӑрушӑ операцийӗ: ухмаха ернӗ е ӳсӗр пек ҫынсем ӳкеҫҫӗ те ӳкеҫҫӗ; пӗр-пӗринчен ҫатӑрласа тыта-тыта тискеррӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ те пирӗн куҫ умӗнчех вилеҫҫӗ, чӗрӗ юлнисем вара вӗсене саланкӑрлӑн, аптӑравлӑн тӗсеҫҫӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чикекен ҫӑксенче кустӑрмисемпе арпашса урапасем тӑтӑшах чарӑнаҫҫӗ.Повозка, путаясь колесами в иглистых вьюнках, часто приостанавливалась.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Выляма чарӑнаҫҫӗ, Кунсгеррин спектакль харама кайнӑшӑн туллин тӳлеме тивет.Представление оборвалось, и Кунсгерри уплатил крупную неустойку.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӗвӗр хӑлхаллӑ хӗрлӗ йытӑсем вӗрен турта-турта вӑйран кайнӑ, мӗскӗннӗн нӑйкӑша-нӑйкӑша, чӗтре-чӗтре чарӑнаҫҫӗ те каллех малалла ӑнтӑлса туртӑнаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Эпӗ тет, акӑ мӗн майлаштарӑттӑм: хӑма ҫинче кимӗ хӑй тӗллӗн ишсе ҫӳретӗр, кӗсменҫӗсем вара чӑнласах авӑсчӑр; кайран вӗсем шыв хӗррине ҫитсе чарӑнаҫҫӗ те кимме кӑкарса хураҫҫӗ, унтан чӑн-чӑн ҫынсем пекех ҫыран хӗррине анса ҫырткалама вырнаҫаҫҫӗ».
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сывлӑш ҫавӑрмалла кусем те чарӑнаҫҫӗ: Пархоменко, йывӑр лентӑсене хулпуҫҫийӗ ҫинчен пӑрахрӗ те, тӗл пулнӑ ҫынтан: — Мӗн эсӗ унта? — тесе ыйтрӗ.Остановились, передыхая. Пархоменко сбросил с плеч тяжелые ленты, спросил: — Ты чего там?
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫынсем чарӑнаҫҫӗ те, вӗсене калла тавӑрса яраҫҫӗ…
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нимӗҫ тупписем те пеме чарӑнаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нимӗҫсем, вӗсем хыҫҫӑн тата тепӗр хут черетлесе переҫҫӗ те, чарӑнаҫҫӗ, — пӗр пӗчӗк ушкӑн ҫыншӑн снарядсене сая яма шеллеҫҫӗ пулас.Немцы послали вдогонку очередь, но, видимо, пожалели тратить снаряды ради кучки людей.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Неушлӗ ҫыран хӗррине килсе чарӑнаҫҫӗ? — шӑппӑн ыйтрӗ Зиновьев.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Асӑннӑ эмелсем епле сыватнине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, тепӗр заседани пуҫланиччен, врачсем ҫав эмелсене тата тепӗр хут е улӑштарса урӑх эмелсем параҫҫӗ, е эмелсем пама пачах чарӑнаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах ҫапӑҫу пуҫлансанах нимӗҫсем сасартӑк пеме чарӑнаҫҫӗ те, васкавлӑн чакса каяҫҫӗ.Но в самом начале боя гитлеровцы неожиданно прекратили огонь и поспешно отступили.
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑйлӑ магнитлӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнче пӗтӗм Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче кӗске хумлӑ радиосем ӗҫлеме чарӑнаҫҫӗ.Во время сильных магнитных бурь на всем земном шаре перестает работать коротковолновое радио.
Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Урамалла хыҫӗпе тухакан улпут картишӗ таврашӗнче яланах пулса иртекен ӗҫ пырать: тӗсӗ кайнӑ ситец кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем каллӗ-маллӗ чупкалаҫҫӗ; улпут картишӗнче ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем пылчӑк ҫинче сӳрӗккӗн утса ҫӳреҫҫӗ, чарӑнаҫҫӗ те шухӑшлӑн ҫурӑмӗсене хыҫаҫҫӗ; десятскин кӑкарса хунӑ лаши наянӑн хӳрине суллать, пуҫне ҫӳле ҫӗклесе, хӳмене кышлать; чӑхсем кӑтиклетеҫҫӗ, чахоткӑллӑ кӑркка амисем чарӑна пӗлмесӗр пӗр-пӗринпе пакӑлтатаҫҫӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Пушӑ урапасем ҫинче ларса пыракан темиҫе хресчен пире хирӗҫ пулчӗҫ; вӗсем йӗтем ҫинчен таврӑнаҫҫӗ, хӑйсен мӗнпур кӗлеткипе сике-сике илсе, урисене суллантарса юрӑсем юрлаҫҫӗ; анчах пирӗн урапапа старостӑна курсан, сасартӑках чарӑнаҫҫӗ те хӑйсен хӗллехи ҫӗлӗкӗсене хывса (ку ӗҫ ҫулла пулсаччӗ), урапа ҫинчен анса темӗн хушасса кӗтнӗ пек кӗтсе тӑраҫҫӗ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Артиллеристсем тупӑсене лашасемпе турттарса пыраҫҫӗ, чарӑнаҫҫӗ те фашистсем ҫинелле переҫҫӗ, каллех вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа каяҫҫӗ.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Буржуаллӑ конституцисем яланах граждансен прависене ятне туса ҫырса хунипе чарӑнаҫҫӗ, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли условисем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсем ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ, граждансен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах хуҫапа рабочи хушшинче, помещикпа хресчен хушшинче чӑн-чӑн пӗртанлӑх пулма пултарайманнине, — пӗрисен пуянлӑх тата обществӑра политикӑллӑ вӑй пуррине, теприсен вӑл та, ку та ҫуккине, пӗрисем эксплуататӑрсем пулнине, теприсем эксплуатаци айӗнче пулнине — манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.