Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӗр ҫинче эпӗ курнӑ пӗр усаллӑх пур, вӑл ҫынсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулать: 2. Турӑ этеме пуянлӑх та, пурлӑх та, чап та парать, ӑна хӑй мӗн кӑмӑл туни пӗтӗмпех ҫитсе пырать; анчах Турӑ ӑна ҫакӑнпа усӑ курма памасть, унпа ют ҫын усӑ курать: ку вӑл — харамлӑх, йывӑр чир!
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;] 17. унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пирӗн йӑха мӑшкӑл тунӑ чухне эсӗ хӑвӑн пурӑнӑҫна хӗрхенмерӗн, эпир ӳкнӗ чухне эсӗ тӑшмана хирӗҫ тухрӑн, ҫакӑншӑн сана Турӑ ӗмӗрлӗх чап патӑр, ырӑлӑх патӑр — чӑнах, эсӗ пирӗн Турӑ умӗнче ҫӳрерӗн, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудифь каланӑ ӑна: ӗҫетӗп, хуҫамӑм, мӗншӗн тесессӗн мӗн ҫуралнӑранпа та манӑн пурӑнӑҫӑм паянхи пек аслӑ чап курманччӗ, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унта ҫапла ҫырнӑччӗ: «халӑхсем хушшинче сӑмах ҫӳрет, Гешем та ҫавнах калать: эсӗ тата Иудея уйӑрӑлма шут тытнӑ имӗш, ҫавӑнпа хӳме тӑватӑн та, эсӗ вӗсен патши пуласшӑн теҫҫӗ; 7. эсӗ хӑвӑн ҫинчен Иерусалимра чап сарма, «ку — Иудея патши!» тесе калаттарма пророксем те тупнӑ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Соломона пӗтӗм Израиль умӗнче асла кӑларнӑ, ӑна халиччен пӗр Израиль патши те курман чап парнеленӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пуянлӑхпа чап та Санран килет, Эсӗ мӗн пуррине тытса тӑратӑн, Санӑн аллунта — вӑй та хӑват, Эсӗ кирек кама та аслӑ та хӑватлӑ тума пултаратӑн.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, аслӑлӑх та, хӑват та, чап та, ҫӗнтерӳ те, мухтав та — Санӑн, тӳпере, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — Санӑн; эй Ҫӳлхуҫа, патшалӑх та — Санӑн, Пурне те Тытса Тӑракан, Эсӗ — пуринчен те аслӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Давид ӗнтӗ Сана Хӑвӑн чуруна панӑ чап ҫинчен тата мӗн хушса калайтӑр?18. Что еще может прибавить пред Тобою Давид для возвеличения раба Твоего?
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн 12. Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ; 13. Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ; 14. эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл каланӑ: Израильрен чап пӑрӑнчӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине туртса илчӗҫ, тенӗ.22. Она сказала: отошла слава от Израиля, ибо взят ковчег Божий.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ачине вӑл Ихавод# тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине ярса илнине, хуняшшӗпе упӑшки [вилнине] пӗлсессӗн, вӑл: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ» тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Моисей ҫӗр пӑхма янӑ ҫынсем — каялла таврӑнсассӑн ҫав ҫӗр ҫинчен усал чап сарса пӗтӗм халӑха Моисее хирӗҫ тӑма пӑлхатнӑскерсем, 37. ҫӗр ҫинчен усал сас-хура сарнӑскерсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче сасартӑк вилсе выртнӑ; 38. ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсенчен Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев анчах чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем; 34. эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен пӗтӗм христианство тӑрӑх чап сарӑлать.
3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.