Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрринчи сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрринчи (тĕпĕ: хӗрринчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уява ку ял ҫыннисем пӗве хӗрринчи беседка умӗнче ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Туристсене ытларах Атӑл хӗрринчи Хӗрлӗ тӳрем илӗртет.

Туристов чаще всего на берегу Волги Красная площадь привлекает.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Пуйӑс ыткӑнса пынӑ чух ҫул хӗрринчи юпасем мӗлтлетсе юлнӑ пек хӑвӑрт вӗҫсе иртсе каяҫҫӗ кунсем: эрне хыҫҫӑн эрне иртет, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх…

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чи малтан уй хӗрринчи Ҫӗпритунсем патӗнче апатланаҫҫӗ вӗсем…

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑшаллӑ ача, уҫланкӑ тавра ҫаврӑнса, ҫырма хӗрринчи пӳрт ҫенӗкӗ патне майӗпен, асӑрханса йӑпшӑнса пырать, хӑма ҫурӑкӗ тӗлне пуҫне тытса, хӑлхине чӑнк тӑратать.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эльба, авалхи Ильва е Этали (итал. Isola d'Elba, лат. Ilva insula) — Тоскана архипелагӗнчи утрав, Пьомбино (Пьомбино тинӗс пырӗпе уйрӑлса тӑрать) ҫыран хӗрринчи хуларан 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Эльба, древняя Ильва или Эталия (итал. Isola d'Elba, лат. Ilva insula) — остров в Тосканском архипелаге, расположенный в 10 км от прибрежного города Пьомбино (от которого отделён проливом Пьомбино).

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Масар хӗрринчи икӗ юман хушшинче пушӑ вырӑнсем пур, мана ҫавӑнта чавса пытарӑр.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Анчах пӗррехинче, разведкӑна кайсан, йывӑр аманнӑ Гришӑпа Валентинӑна нимӗҫсем тыткӑна илнӗ те, ял хӗрринчи шурӑ хурӑн ҫумне ҫыхса тӑратса, персе вӗлернӗ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Арман хуҫипе ывӑлне ял халӑхӗ масар ҫине кӗртмен, ҫавӑнпа вӗсене ял хӗрринчи сӑрт сӗвекне пытарнӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл вара, Светлана ашшӗпе амӑшне хулран тытса, ял хӗрринчи кӑвар чечеклӗ вил-тӑпри ҫине тухнӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав кӗркуннех Атӑл хӗрринчи Лӑпкӑ яла ватӑ генерал пырса ҫитнӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Атӑл хӗрринчи ялта Ахмедов пӗр эрне пурӑннӑ, вӑл ҫав вилтӑпри ҫине кашни кунах шыв тухса сапнӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светланӑна орденсемпе медальсем панӑ ятпала командирсем те ҫырнӑ, вӗсем инҫетри Атӑл хӗрринчи карчӑкпа старике сӑпайлӑ та паттӑр хӗр ӳстернӗшӗн тав тунӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫуллахи йывӑр ҫӗклемрен — сӗткенлӗ ҫимӗҫсемпе тутӑ тырӑ-пулӑран пушаннӑ кӗрхи тӗнче вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн кутамккине хывса ҫул хӗрринчи ҫерем ҫине канма ларнӑ вӑйпитти ҫамрӑк ҫын пек туйӑнать…

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халӗ унӑн Атӑл хӗрринчи лӑпкӑ тӑван ялӗнче, пысӑк садра, пӗчӗк палӑк ларать, ун тавра ҫак ялта халиччен ӳсмен ҫав тери хитре чечексем ӳсеҫҫӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Хӗрсенчен инҫех мар пӗр ӳсӗр ҫын тайкаланса тӑрать, ӳкме пуҫласан, пуҫӗпе сулса илет те Атӑл хӗрринчи чул хӳмене ярса тытать.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Калаҫнӑ майӑн ҫакна пӗлтӗмӗр: унӑн ашшӗ Нева ҫинче бакенщикре ӗҫленӗ, вӗсем вӑрман хӗрринчи пӳртре пурӑннӑ, ашшӗ ӑна час-часах кимӗпе ярӑнтарнӑ, хӑш-пӗр чухне кимӗпех кукамӑшӗ патне хӑнана та илсе ҫӳренӗ иккен…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Одишан ҫыран хӗрринчи тӳремлӗхӗн кӑнтӑр пайӗнче Чилика тӑварлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ тӗрлӗ вӑхӑтра 906-1165 ҫм² танлашать.

В южной части прибрежной равнины Одиши расположено солоноватое озеро Чилика, его площадь варьируется от 906 до 1165 км² в зависимости от сезона.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх Бенгали кӳлмекӗн пӗтӗм ҫыранӗ хӗррипе тӑсӑлать, ун шутне регионти пысӑк юханшывсен вӑррисем тата питӗ йышлӑ кӳлӗсем кӗреҫҫӗ.

Прибрежная равнина протянулась вдоль всего побережья Бенгальского залива, она включает в себя дельты крупных рек региона и множество озёр.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ҫыран хӗрринчи пайӗ — айлӑм.

Прибрежная часть — низменность.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней