Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрен сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрен (тĕпĕ: хӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫсӗр выртни, тулли кӑмӑл, уҫӑ сывлӑш, ӗмӗт ҫитнине пӗлсе тӑни, юлташӗпе пули-пулми ҫинчен калаҫни, юратнӑ хӗрен ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑнарӗ, ҫак тӗрлӗ йышши тата ҫав хушӑрах темшӗн пӗр евӗрлӗрех туйӑнакан шухӑш-кӑмӑл унӑн ӑшчиккинче пӗтӗмӗшле пӗр туйӑм пулса пӗрлешрӗҫ, халь акӑ вӗсем лӑплантараҫҫӗ те, пӑшӑрхантараҫҫӗ те, вӑя та шалтӑрах пӗтереҫҫӗ…

Бездействие, нега и чистота воздуха, сознание достигнутой цели, прихотливый и небрежный разговор с приятелем, внезапно вызванный образ милого существа — все эти разнородные и в то же время почему-то сходные впечатления слились в нем в одно общее чувство, которое и успокоивало его, и волновало, и обессиливало…

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӗҫен кайӑк ҫӑмартисене вӑрлама пит юратакан шурлӑхри хӗрен персе ҫитрӗ.

Прилетел болотный лунь, большой любитель птичьих яиц.

Хӑнасем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 84–85 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней