Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл алтарь умӗнче Клембовскипе юнашар тӑрать, ҫи-пуҫне тенкӗсемпе, хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ, пӗркенчӗкпе.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӗсем ҫилхисене тураса, кӗрен, сенкер, кӑвак хӑюсемпе ҫивӗтлесе ячӗҫ.Они расчесали и заплели им гривы и вплели в них розовые, голубые, синие ленточки.
Хӗрлӗ обоз // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пуринчен ытла, чӑн-чӑн купца хӗрӗ пек туйӑнакан мӑнтӑр та хӗрлӗ питлӗ, ҫивӗчӗсене ҫутӑ-кӑвак хӑюсемпе капӑрлатнӑ хӗр асран тухмасть.
Осиновые Гаи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хирӗҫӳ ӳссех пычӗ, пуҫсем ҫинче тупӑк хупӑлчи сулкаланса тӑчӗ, ҫил хӑюсемпе выляса, пуҫсемпе питсене ҫавӑрса илчӗ, пурҫӑн ҫиллессӗн шартлатса тӑчӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хула варринче, халӑх пырса тулнӑ площадьре, хӗрлӗ хӑюсемпе илемлетнӗ трибуна ҫӗкленсе тӑрать.В центре переполненной людьми площади возвышалась увитая алыми лентами трибуна.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сӗтелӗн хӗрлӗ ҫити ҫинче тупӑк йӗрӗсем те пур-ха, траур рамкине кӗртсе лартнӑ Алеша сӑнӗ стена ҫинчех ҫакӑнса тӑнӑ-ха, хура хӑюсемпе авкаласа ҫыхнӑ чӑрӑш гирляндӑран типӗ чӑрӑш шӑрши сарса тӑрать.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шкул ачисем, кӗрен хӑюсемпе ҫыхнӑ герань чечек ҫыххисем тытнӑ, хӑйсем стройпа утса пыраҫҫӗ.Школьники шли строем и несли алые ленты и букетики алой герани.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗтӗм ҫӗршыв йӑлкӑшакан йышлӑ хӑюсемпе ҫавӑрса илнӗ тар склачӗсем пек туйӑннӑ.Вся страна напоминала пороховой склад, опутанный целой сетью тлеющих фитилей.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хӑш-пӗр чухне мӑйӗ таранах тӳмеленӗ сюртуклӑ хаяр сӑнлӑ квакер, е ҫеҫенхирти выльӑх-чӗрлӗх сутӑҫи, е сӑрантан тунӑ илемлӗ ҫи-пуҫ тӑхӑнса ярапаллӑ хӑюсемпе капӑрланнӑ Канада сунарҫи, ытти ҫынсем хушшинче палӑрса, ирӗксӗрех хӑйсем ҫине пӑхтарнӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун хыҫҫӑн тӗксем тирсе тултарнӑ каскӑпа капӑр мундир тӑхӑннӑ, хулпуҫҫисем ҫине пысӑк эполетсем ҫирӗплетнӗ тата хӑйсене тӗрлӗрен хӑюсемпе капӑрлатса пӗтернӗ хӗрлӗ те тулса кайнӑ питлӗ музыкантсем утса пынӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӑхатӑн, — сӑмсине каҫӑртма та пуҫланӑ, ула курак хӑй ҫумне павлин тӗкӗсене ҫыпӑҫтарса тултарнӑ пек, хӑюсемпе ҫӗтӗксем ҫакса ярать, каярахпа тата ӗҫ укҫи хушса пар ӑна, эрнере икӗ хутчен канмалли кун пар…
XV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӗрин ҫинче хура ансӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑма ӳкернӗ, пиҫиххине вӑл хул айӗнченех хытӑ туртса ҫыхнӑ, кӗпе ҫаннисем купӑста евӗр темиҫе хутламлӑ, хура шлепки савук майлӑ, ун ҫинчен хура чӗнтӗр усӑнса тӑрать, кӗпе арки айӗнчен ӑйӑ пекех шӗвӗр сӑмсаллӑ ансӑр хура туфлисене хура хӑюсемпе хӗреслӗ ҫыхса тӑхӑннӑ урасем курӑнаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сергей ҫак тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсемпе, татӑк-кӗсӗксемпе ҫыхланса ларнӑ, кӗтмен ҫӗртен сасартӑк сиксе тухнӑ хӗр ҫине тӗлӗнсе пӑхса та илчӗ.Сергей поглядел на запутавшуюся в цветных лентах и лоскутьях девушку.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Григорий пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ: ултӑ юланут, Венгри гусарӗсем, хӑюсемпе эрешлентерсе пӗтернӗ илемлӗ куртка тӑхӑннӑскерсем, кӗпӗрленсе килеҫҫӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ирхине ирех займище хӗрарӑмсен уявра тӑхӑнмалли юбкисемпе, тутӑрӗсем яр уҫӑ тӗррисемпе тата хӑюсемпе тӗслӗрен тӗслӗ тӗрӗллӗ тутӑрсемпе чечекленсе чӑпарланчӗ.С самого утра зацвело займище праздничными бабьими юбками, ярким шитвом завесок, красками платков.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрсем пуҫӗсене сарӑ, кӑвак, шупкарах хӗрлӗ хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ калпак пеккисем тӑхӑнса яратчӗҫ, тет те, ҫиелтен ылтӑн ука ҫавӑрса ҫыхатчӗҫ, тет.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шупкарах хӗрлӗ ҫӳхе тутисем пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр йӑл кулнӑ, пуҫне вӑл хӗрлӗ те симӗс хӑюсемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ, вӗсем ӗнтӗ, вӑрӑм ҫивӗтӗсемпе, хӑю хушшине хӗстернӗ хир чечекӗсемпе пӗрле, унӑн ытарма ҫук илемлӗ пуҫӗ ҫинче ҫав тери хаклӑ йышши корона пек йӑлкӑшса тӑнӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсене вӑл хӗрлӗ хут хӑюсемпе илемлетнӗ, ҫӗлене туса ҫитернӗ теме те юрать.Он украшал их полосками красной бумаги, и они были почти готовы.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Тепӗр куннех Марья Алексевна хӑйӗн хӗрне саклата хурса каялла илмен фермуар парнелерӗ тата хӗрӗ валли икӗ ҫӗнӗ платье ҫӗлеме хушрӗ, питӗ лайӑх платьесем — материйӗ кӑна — пӗр платьин 40 т., теприн 52 т. тӑнӑ, пӗрмесемпе, хӑюсемпе тата фасонпа шутласан, икӗ платьи 174 т. ларнӑ; Марья Алексевна упӑшкине ҫапла каларӗ ӗнтӗ, Верочка вара платьесем ҫӗлетме укҫа 100 тенкӗрен те каярах тухнине пӗлнӗ, — илессе ун умӗнче илнӗ-ҫке, — анчах 100 тенкӗпе те икӗ питӗ лайӑх платье тума пулать вӗт.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем яланах алла-аллӑн тытӑнса е ыталанса ҫӳреҫҫӗ, ҫӳҫӗсене те пӗр евӗрлӗ хӑюсемпе ҫивӗтлеҫҫӗ.Они ходили всегда вместе под ручку или обнявшись, заплетали в свои косички ленты одинакового цвета.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950