Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑюне (тĕпĕ: хӑю) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем вӗҫерӗнсе ан кайччӑр тесе, Марунич кӗҫех йытӑсене кӑкарнӑ хӑюне хӑйӗн пиҫиххийӗнчен ҫыхса хунӑ.

Опасаясь, как бы они не вырвались, он, выбрав удобную минутку, привязал их к своему поясу.

Уссӑр пӑтӑрмах // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 84–87 с.

— Вӑл чӳрече ҫинче хут хӑюне сӗвсе пӑрахнӑ пулсан — ку пирӗн пӗтӗм ӗҫ пӗтнине пӗлтерет…

— Если он сорвал полоску с окна, то это значит — катастрофа…

19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мишка хӑюне антарса лартнӑ краҫҫин лампи ҫине пӑхрӗ те: — Унта электричество ҫук-и вара? — тесе ыйтрӗ.

Мишка покосился на керосиновую лампу, в которой еле мерцал привернутый фитиль, и спросил: — А там разве нет электричества?

15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пур хӑюсене те кантӑк ҫумне ҫирӗп ҫыпӑҫтарса лартнӑ, акку хӑюне рама ҫумне ик енчен кнопкӑсемпе тирсе хунӑ пулнӑ.

Все полоски были крепко приклеены к стеклу, а эта полоска была приколота к раме с двух сторон кнопками.

10. 3асада // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Вӑл лампа ҫутса ярса, хӑюне хӑпартрӗ.

Она зажгла лампу, привернув фитиль.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Апла ку хайхи уҫланкӑ иккен, вӑл мана улталанӑ та манран хӑтӑлас тесе хӑюне юриех пӑрахнӑ иккен.

Значит, это та самая поляна, а она просто меня обманула и нарочно бросила, чтобы отделаться.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Михеич чӗпкуҫӗн ҫунса кӑмрӑкланнӑ хӑюне тасатрӗ, пӳрнисемпе сӗтел ҫине шӑкӑртаттарса илчӗ те кӑшкӑрнӑ пек хыттӑн каларӗ:

Михеич снял с коптилки нагар, побарабанил по столу пальцами и сказал резко, почти крикнул:

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Леня хутран тунӑ хӑюне пӳрнипе тытрӗ те хӑй патнелле турта пуҫларӗ.

Лёня взял копчик бумажной ленты и стал тянуть ее к себе.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Часах пӗр кӗтесе телеграф аппаратне вырнаҫтарчӗҫ, унӑн электромагнитне электричество шӑнкӑравӗнчен тунӑ, хут хӑюне парса тӑракан лентине пичетлекен машинка кустӑрминчен тунӑ, хутне хаҫат хӗррисенчен тирпейлӗ касса хатӗрленӗ.

Вскоре телеграфный аппарат с электромагнитом от звонка, роликом от пишущей машинки и бумажной лентой, нарезанной из газетных полос, стоял в углу под скатом крыши.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Вӑл шкапран лампӑ тӑрпи илчӗ, ӑна, хут татӑкӗпе тасатса, лампӑ ҫине лартрӗ, вара хӑюне хӑпартрӗ те, пӳрт ҫавӑнтах ҫуталса кайрӗ.

Достав из шкафчика стекло для лампы, она протерла его клочком бумаги, надела, прибавила фитиль, и в избе сразу посветлело.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.

Однако в избе было ненамного светлее — над квадратным, покрытым клеенкой столом висела семилинейная лампешка без стекла, с прикрученным фитилем, он пускал тонкие струйки копоти, отбрасывая на потолок текучие тени; неверный, сумеречный свет раздвигал лишь близкую темень, а уже в трех-четырех шагах от стола с трудом можно было различить широкую деревянную кровать, задернутую ситцевым пологом, низко нависшие полати; посудный шкафчик в простенке тускло отсвечивал стеклянными дверцами; из старинного литого рукомойника возле большой, занимавшей пол-избы русской печи звонкими горошинами падали в таз крупные капли.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑюне антар кӑшт, анчах ҫутӑ ҫӗрӗпех ҫунмалла.

Прикрути фитиль, а огонь должен гореть всю ночь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич, мӑшлата-мӑшлата сывласа лампа хӑюне пӑрса хӑпартрӗ.

Пантелей Прокофьевич подкрутил фитиль у лампы, сопя и вздыхая.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сахал вӗсене! — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ кантӑк умӗнчен ватӑлса кайнӑ патвар казак, сӳнсе пыракан лампа хӑюне ӳркенме пӗлмесӗр пӑрса хӑпартса лараканскер.

Мало им! — запальчиво крикнул плотный престарелый казак, сидевший у окна, неустанно подкручивавший фитиль угасавшей лампы.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хачӑ йӑлтӑртатса илчӗ — Сергей хӑюне касса татрӗ.

Слабо блеснули ножницы — упала ленточка.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей сӑмсипе сивӗ сывлӑша туртса шӑршларӗ те ҫунакан тислӗк шӑршине туйрӗ, лутра мӑръе тӑрринче ҫил касса антарнӑ кӑвак тӗтӗм хӑюне асӑрхарӗ.

В морозном воздухе Сергей уловил свежий запах кизячьего костра и разглядел над низкой трубой срезанную ветром сизую полоску дыма.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эх, господин есаул, пире, тӳсӗмлӗ халӑха, пурнӑҫ хӑй ҫавӑнпа чыхса тултарнӑ, большевиксем хӑюне ҫеҫ чӗртсе яраҫҫӗ…

— Эх, господин есаул, нас, терпеливых, сама жизня начинила, а большевики только фитиль подожгут…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сухалне, унтан генерал хӑюне ӳкерет, пиҫиххи хушшине пистолетсем туса лартать.

Бороду нарисовал, генеральскую ленту, пистолеты за поясом.

Портрет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хулпуҫҫи урлӑ генерал хӑюне ҫакнӑ.

Генеральская лента через плечо.

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл кушакпа кӑшкӑрса калаҫнине илтес тесе, нумайӑшӗ стена ҫумӗнчен хӑпрӗҫ, кӗтессе хутланса ларнӑ боец-наблюдатель те, хӑй вырӑнӗнчен тухса, кушака куҫ хӗссе илчӗ те шӑши куҫ лампин хӑюне тӳрлетме тытӑнчӗ.

Чтобы услышать, как он, крича, говорил с кошкой, многие поднялись у стены, и боец-наблюдатель, сидевший, согнувшись, в углу, вышел из своего места, прищурившись, взглянул на кошку и принялся поправлять фитиль лампы.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней