Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗн кӑкӑр ҫыххи салтӑннӑ, кӗпи хул пуҫҫинчен шуса аннӑ, вӑл, чӑннипех тӑнран кайнӑскер, ӳсӗрскер, куҫӗсене хупнӑ, чӗтре-чӗтре ӗсӗклет; вӗҫерӗнме хӑтланса хӗр Синкрайт ҫине ӳкрӗпе пӗрех, Синкрайт мана курсан чӳклӗх хӗрӗн тепӗр аллине вӗҫертрӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Бутлер — ҫак йышра чи кӑмӑлли — ҫемҫен ӳсӗрчӗ те пӗтӗмӗшле калаҫу пуҫарма хӑтланса пӑхрӗ, анчах ҫитес рейс ҫинчен сӑмах хускатсан Гез ӑна хуҫалӑх асӑрхаттарӑвӗсемпе пӳлчӗ — провизи унта, портра пуҫтарӑнасси…
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Уҫӑмлатма хӑтланса пӑхар, — терӗ Стерс, — сирӗн галлюцинацин пулӑшу агенчӗсем пулман-и?— Попробуем установить, — сказал Стерс, — не было ли вспомогательных агентов вашей галлюцинации.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Канаш-сӗнӳ парса е — пӗтӗмӗшле — хамӑн витӗме кӑтартма хӑтланса хам ҫине паллӑ тивӗҫлӗхсем тиесе тултарӑп та…
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫакнашкал куҫлӑ ҫынсене хӑҫан тата ӑҫта курнине ӑнкарма хӑтланса пуҫӑма нумайччен ватрӑм; юлашкинчен аса илтӗм: Вардпа Зурбаган хушшинчи тусанлӑ ҫул ҫинчи каттӑркӑҫсем ҫапларахчӗ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Мӗн каласшӑн? — куҫӗсене хӗскелесе тата тӳп-тӳрӗ тӑма хӑтланса мӑкӑртатать ҫӗтӗк-ҫатӑк ӗренке.— Что скажете? — пробормотал оборванец, подмигивая и силясь держаться прямо.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Эпӗ юлатӑп, — терӗ Гент, — Магалазарие ҫитмешкӗн хӑтланса пӑхатӑпах.— Я останусь, — сказал Гент, — и попытаюсь пробраться к Магалазари.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫавӑнпа та, акробат хуҫкаланӑвӗсемпе аппаланма тивнӗрен ӗшенсех ҫитнӗскер, Гент чула халех сирпӗтме хӑтланса пӑхас терӗ, тар хурса чӗртмешкӗн меллӗ урӑх вырӑн тупасси иккӗленӳллӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Тӗл ҫӑмӑл мар, — терӗ Гент, — анчах хӑтланса пӑхатӑп.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫапла виҫӗ хут хӑтланса пӑхрӑм, анчах мая килтереймерӗм.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Каллех улӑхса тулаш стена йӗри-тавра ҫул ҫӳреме хӑтланса пӑхрӑм, кантӑкӑн пӗр енӗпе ҫеҫ сӑнаса пыма тӑрӑшатӑп, анчах кӑнтӑрла пурте пӗрле иртнӗ галерейӑна ниепле те тупаймастӑп; ӑна тупни тӳрех ӳсӗм тупниех пулмасан та — ҫапах та асӑм ӗҫлеме пуҫлӗ-и тен.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шырама хӑтланса пӑхӑр кӑна…
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кулма хӑтланса пӑхрӗ те тӳрех шӑпланчӗ, унтан хӑяв ярса, ылханса кӑмӑлне тул-тарасшӑнччӗ.Попробовал засмеяться и смолк, затем разразился проклятиями.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ӑна вӑрттӑн шанчӑк пек ӑнлантармашкӑн хӑтланса пӑхать, анчах хӑйне хӑй хавхалантарма тӑрӑшни ҫак кунхи синкертен пӗтӗмпех ҫапӑна-ҫапӑна ванать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
— Жиль, Жиль! — кӑшкӑрса ячӗ Ассоль упӑшкин шурса кайнӑ питне хӑй еннелле ҫавӑрма хӑтланса; Жиль унӑн пӗчӗк аллисене пачах туймасть ахӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Хӑравне ҫӗнтерме хӑтланса Коркин урама тухрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Ҫапла хӑтланса «Норд-Лес» халӑхран ним мар укҫа сӑптӑрма пултарать.Поступая таким образом, «Норд-Лес» имеет возможность обдирать народ.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
Вӑл мӗн хӑтланса ҫӳрени пирки нимӗн те пӗлмен ҫураҫнӑ хӗрӗ патне кай-ма тухнӑскер, хӑйӗн еркӗнӗпе юлташӗсен умӗнче, ҫав этем хӑна ҫуртӗнчи сӗтел хушшинче унта ҫула май кӗнӗ пӗр хӗрарӑма кӳрентересшӗнччӗ, чӑнахах питӗ кӑнттаммӑн кӳрентерчӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Сирӗнтен тахӑшӗ пек туйӑнать, — айккинелле пӑхма хӑтланса чӗтрет Давенант, — нумай пулмасть кунтан тухрӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑтланса пӑхни мӗн те пулин параять-тӗр, анчах тӗрӗс ӗҫлемелле…Попытка могла кое-что дать, но нужно было действовать умеючи.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.