Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтланса (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тӗлте эпӗ, хӳтӗленме хӑтланса, калама ҫук пысӑк йӑнӑш туса хутӑм.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Кунне сакӑршар сехет службӑра ларнӑ хыҫҫӑн каҫсерен мӗн те пулин ҫырма хӑтланса пирус мӑкӑрлантарнӑ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Кӑларма хӑтланса тата шаларах кӗртсе яма пулӗ шприц йӗппине…

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хваттере таврӑнсан, нумайранпа тытман сӗрме купӑсне ӗнерме хӑтланса пӑхрӗ Павӑл.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пире пӗтернипе Совет влаҫне тӗп тӑваймӑр! — терӗ Федоров, арман хуҫи аллинчен вӗҫерӗнме хӑтланса.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна туртса илме хӑтланса пӑх.

Помоги переводом

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑтланса пӑхӑр, вӑн ҫитеет-и? — пырса хӗр ачин хутланса пӗтнӗ кӗпине тӳрлеткелерӗ Чураппа.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑтланса пӑхма юрать, — терӗ Ахтупай.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иливанпа Ахтупай малтан Эрнепие хӑйне курас тесе хӗр туйне кӗме хӑтланса пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе ҫӗр ҫын йӑтма хӑтланса пӑхнӑ кӑкшӑма — вырӑнтан та тапратайман.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чим, Ольга… сан кӗпе арки вараланнӑ, — терӗ Павлуш, хӗвел ҫаврӑнӑш хупписене ун кӗпи ҫумӗнчен тасатма хӑтланса.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ай, ҫурта сӳнет! — терӗ Ева, пӳрнисемпе ҫурта тӗпне тӳрлетме хӑтланса.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫунмасть вӗт ку краҫҫын? — терӗ аппӑшӗ, темиҫе хутчен те лампа чӗртме хӑтланса.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Краҫҫын уҫлама хӑтланса примус ҫинче вӗренӗ яшкана кастрюлӗпех хӑй ҫине йӑвантарса янӑ ман хӗрача…

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Антонина Павловна ҫул ҫине кайма урӑх тумтир улӑштарса тӑхӑннӑ хушӑра, Павлуш стена ҫумӗнчен пӗр питӗ хитре япалана кӑларса илме хӑтланса тӑнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вӑл хӑяккӑн выртатчӗ, — терӗ Моргиана йывӑр япалан сӳрӗк хирӗҫлевне ҫӗнтерме хӑтланса, — эпӗ ӑна тӳнтерсе ятӑм, ҫӗклеме вара…

— Он лежал на боку, — говорила Моргиана, усиливаясь одолеть равнодушное сопротивление тяжести, — я смогла опрокинуть, но поднять…

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кайтӑр! — Тирнаурӑн ҫирӗп аллисенчен вӗҫерӗнме хӑтланса ҫухӑрашать Мерседес.

Пусть уйдет! — взвизгивала Мерседес, вырываясь из сдерживающих объятий Тирнаура.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапларах халӗ: Моргиана кӑштах малта пынӑ май уттине хӑвӑртлатрӗ, Регард унпа кӑмӑллӑн та ҫемҫен калаҫма темиҫе хутчен хӑтланса пӑхрӗ; ҫак ҫемҫелӗхре хӑй сисмесӗрех инкеке — Моргиана сӑн-сӑпатне ӗнтӗ, — палӑртать ахӑр, ҫавӑнпах-тӑр Моргиана татӑклӑнах пӗр сӑмах та чӗнмест; акӑ вӗсем виҫҫӗшӗ пӗве хӗррине пуринчен те маларах ҫитрӗҫ.

Случилось так, что благодаря ускоренным шагам Моргианы, шедшей немного впереди и решительно молчавшей все время, хотя Регард не раз обращался к ней с той мягкой любезностью, какая бессознательно подчеркивает несчастье, — случилось, что они трое оказались у пруда ранее других.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Пӗлместӗп… кирлех-ши ку?.. — хӑйне ман ҫине пӑхтарма хӑтланса кӑмӑлсӑррӑн евитлерӗ матрос.

— Не знаю, нужно ли это, — неохотно ответил он, пытаясь заставить себя смотреть мне в глаза.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мана чышса сирме хӑтланса Синкрайт унталла-кунталла пӑхкалать; унӑн куҫӗсене хамӑннисемпе тытса чарса ӑна шӑтарасла тӗсерӗм:

Пытаясь оттолкнуть меня, Синкрайт бегло оглянулся; тогда, задержав его взгляд своим, я сказал:

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней