Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтланнӑ (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак алӑ вӗсен хушшине сӗкӗнсе кӗме, ӑна тивме, тен, вӗсен юратӑвне ҫӗмӗрме хӑтланнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Совет влаҫӗ, хӗрарӑмсемпе арҫынсем пӗр тан тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫак йӑлана чарма хӑтланнӑ, вӑрлакансене тытсан явап та тыттарнӑ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи, ахӑртнех, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Помоги переводом

Кил хуҫи 3 электрокӑмакапа усӑ курнӑ: пушар тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36685.html

Австрире славянсене нимӗҫлетес политикине хирӗҫ Югослави влаҫӗсем нумаях мар нимӗҫ чӗлхиллӗ халӑха культура тӗлӗшӗнчен ассимиляцилеме хӑтланнӑ.

В ответ на политику германизации славянского населения в Австрии, власти Югославии предприняли попытку культурной ассимиляции немецкоязычного меньшинства.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

1812 ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, Пӗрлешӗннӗ Штатсем Канада ҫӗрӗсене тепӗр хут туртса илме хӑтланнӑ вӑхӑтра, хулана тапӑнман.

Сам город не был атакован во время войны 1812 года, когда Соединённые Штаты ещё раз попытались захватить канадские земли.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

1711 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче, Анна патша майри вӑрҫин вӑхӑтӗнче, акӑлчансем тепӗр хут хулана ярса илме хӑтланнӑ, анчах вӑл та ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ.

В августе 1711 года, в ходе Войны королевы Анны, англичане предприняли ещё одну попытку захватить город, также окончившуюся неудачей.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

XVIII ӗмӗрте Дарфур пуҫлӑхсем фунджи ярса илме хӑтланнӑ, апла пулин те Омдурманран малалла иртеймен.

В XVIII веке правители Дарфура предприняли попытку захватить фунджи, однако не продвинулись дальше Омдурмана.

Дарфур султанлӑхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%85%D3%97

1747 ҫулта унӑн отрячӗ ҫапӑҫӑва выляса янӑ, вӑл тарма хӑтланнӑ, анчах чукчасем ӑна хӑваласа ҫитсе вӗлернӗ.

В 1747 году его отряд потерпел поражение, он пытался бежать, однако его догнали и убили чукчи.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Дежнёв Колымаран Анадыре ҫити тепӗр хут ишме тухма хӑтланнӑ, анчах ҫакӑ ӑнӑҫлӑ вӗҫленмен.

Попытки повторить плавание Дежнёва из Колымы до Анадыря не приводили к успеху.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Вӑл ҫӳренӗ чухне лаша утланса шыв патне пынӑ, шыв урлӑ каҫма хӑтланнӑ.

Он ехал верхом на лошади.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чи малтанах Динопа фургон водителӗ упасене хӑйсем тӗллӗн хӑратма хӑтланнӑ, анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫман.

Изначально Дино и водитель фургона пытались самостоятельно отпугнуть медведей, но у них этого не получилось.

Аляскӑри упасем фургонри пончикпа 20 минут хӑналаннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36072.html

«Кунта хам хуҫа», — тенӗ пекех хӑтланнӑ пулас.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн хӑтланнӑ вара?

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй вара, ав, мӗскер хӑтланнӑ, — мӑкӑртатрӗ Вероника.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Виталий Иванов участковӑй пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑма тимлӗ итленӗ, лӑплантарма хӑтланнӑ.

Участковый Виталий Иванов внимательно выслушал и пытался успокоить взволнованную женщину.

Участовӑй хӗрарӑма ӗнине тупма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35874.html

Нумай ҫул тӗн-тӗшмӗш сӗрӗмӗпе минренӗ хресченсем касасран-мӗнрен хӑранӑ, хирурги меслечӗ ҫынна асап кӳрет тесе шутланӑ, чир-чӗре эмел ӗҫнипех ирттерсе яма хӑтланнӑ.

Помоги переводом

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Мопедист та, водитель те пӑрӑнас тесе хӑтланнӑ.

И мопедист, и водитель грузовика пытались разъехаться.

Елчӗк районӗнче мопедист сӗт турттаракан машина айне пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35711.html

Хальлӗхе вырӑнти влаҫ пӗтӗмпех Пӗрлехи саккасҫӑ служби ҫине йӑвантарса яваплӑха хӑйӗн ҫинчен сирме хӑтланнӑ тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗха — унашкалли пулмалла мар.

Помоги переводом

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Тепӗр енчен пӑхсан, паллах, паллашмаллах ӗнтӗ — тем тесен те, вӗт-ха 70 ҫул ытла вӗсен теорине тӗпе хурса патшалӑх йӗркине ӑсталама хӑтланнӑ.

Помоги переводом

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Те пуҫтахланас тенӗ ӗнтӗ вӗсем, те бинокль килӗшмен, те бинокльти линзӑна куҫ хывнипе ҫапла хӑтланнӑ.

То ли им хотелось побуянить, то ли бинокль не понравился, или же им приглянулись линзы в бинокле.

Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ // Таисия Ташней. Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней