Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑрушшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хӑрушшӑн (тĕпĕ: хӑрушшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упа хӑрушшӑн хӑртлатса мӗкӗрсе ячӗ те кайри урисем ҫине тӑчӗ, унтан вара, Алексей тепӗр хут пеме те ӗлкӗреймерӗ, ҫавӑнтах юр ҫине ларса хытса кайрӗ.

Он зарычал хрипло и страшно, грузно поднялся на задние лапы и тут же замертво осел в снег, прежде чем Алексей успел выстрелить еще раз.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ачасем ӑна астуса пӑхасшӑн пулман, мӗншӗн тесен, кашни минутах питӗ хаклӑ чухне хӑйсем ҫакӑнта ларасси ҫинчен шухӑшласанах, вӗсене хӑрушшӑн туйӑнса кайнӑ: нимӗн пӗлмесӗр кирек те хӑш еннелле кайсан та, вӗсем ҫапах ӗнтӗ малалла кайнӑ.

Дети не хотели ей поддаваться: им было страшно даже подумать, как это они будут сидеть, когда надо дорожить каждой минутой.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗвел ҫунтарса пӑхнипе ҫутҫанталӑк шӑпланни ачасене темӗнле хӑрушшӑн та кичеммӗн туйӑнчӗ.

Мертвая тишина, разлитая под палящим солнцем, показалась им такой странной и жуткой, а самое место таким заброшенным и безлюдным, что они не сразу отважились войти в дом.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шӑпӑлтатакан йывӑҫ ҫулҫисем ӑшӗнче шуйттансем пӑшӑлтатаҫҫӗ, кашни тӗттӗм кӗтесрех усалсем пытанса тӑраҫҫӗ, инҫетре йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнет, ӑна хирӗҫ тӑмана хӑрушшӑн тӗвиклетет.

В шорохе листвы слышались голоса духов, привидения таились по темным углам, глухой лай собаки доносился откуда-то издали, и филин отзывался на него зловещим уханьем.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо индеец яланах ӑна тӗлӗксенче курӑнса «Сана пӗтеретӗп!» — тесе питӗ хӑрушшӑн юнарӗ.

Индеец Джо заполнял все его сны и всегда глядел на него мрачно и угрожающе.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Судра пренисем пуҫланнӑ чухне эпӗ ҫапла ыйту панӑччӗ: ҫынна ҫакӑн пек хӑрушшӑн вӗлерес ӗҫе манӑн клиент хӑй нимӗн пӗлмен чухне, спиртлӑ шӗвек ӗҫнипе тӑнсӑр пулсассӑн, тунине кӑтартса паратӑп тенӗччӗ. Анчах эпӗ хамӑн шута улӑштартӑм, присяжнӑйсем хӗрхенӳллӗрех пулччӑр тесе те ыйтмастӑп», — терӗ.

В начале заседания мы были намерены доказать, что наш подзащитный совершил это ужасное дело бессознательно, в пьяном виде, в припадке белой горячки. Теперь мы переменили мнение и не будем на это ссылаться.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑрушшӑн кӑшкӑрса, вӗсем пытанса ларнӑ ҫӗртен сике-сике тухрӗҫ те пӗр-пӗрне пырса тапӑнчӗҫ, тӑшмана пиншерӗн-пиншерӗн вӗлерсе скальпларӗҫ.

И бросались друг на друга из засады со страшными криками, убивая врагов и снимая скальпы тысячами.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Аслати лӑпланма пӗлмесӗр кӗрӗслеттерсе, пӗтӗм хӑлхана хупласа лартмалла шутсӑр хӑрушшӑн шатӑртаттарса, кӗмсӗртеттерме тапратрӗ.

А непрерывные раскаты грома грохотали, как взрывы, сильно, оглушительно и так страшно, что сказать нельзя.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ.

В следующее мгновение он был уже во дворе и бесновался, как индеец: вопил, хохотал, гонялся за мальчиками, прыгал через забор, рискуя сломать себе ногу или голову, ходил вверх ногами, кувыркался — словом, выделывал все, что только мог придумать, а сам все время косился исподтишка на Бекки Тэтчер: видит она это или нет.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫуллахи ыйхӑллӑ ир вара, вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухнехи пек хӑрушшӑн кӑшкӑрса, тӳрех вырсарникунхи шкула пырса кӗрет.

и в какое-нибудь мирное летнее утро ворвется в воскресную школу.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ача-пӑчашӑн ҫеҫ ҫак вӑхӑт хӑрушшӑн туйӑнмасть, ҫырмара пӗр-пӗрне хирсе юхакан пӑр катӑкӗсем хыҫҫӑн кӑшкӑрса чупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

26. Акӑ вӑл кӗтмен ҫӗртен хыттӑн та хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ, хӗрарӑм сассипе ҫӗр чӗтренсе кайрӗ.

26. И вот, она внезапно испустила столь громкий и столь страшный звук голоса, что от сего звука жены поколебалась земля.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Пулӑ хапхи умӗнче ҫухӑрни, ытти хапхасем умӗнче ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрӗ, сӑртсем хӑрушшӑн ишӗле-ишӗле анӗҫ.

10. И будет в тот день, говорит Господь, вопль у ворот рыбных и рыдание у других ворот и великое разрушение на холмах.

Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫавӑнпа вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа пар: Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен кӗмсӗртеттерсе ярӗ те Хӑйӗн сӑваплӑ ҫуртӗнчен сасӑ парӗ; Хӑй кӗтӳлӗхӗ тӗлӗнче хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерӗ; Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине юхтаркӑчра иҫӗм таптакан евӗрлӗ кӑшкӑрса ярӗ.

30. Посему прореки на них все слова сии и скажи им: Господь возгремит с высоты и из жилища святыни Своей подаст глас Свой; страшно возгремит на селение Свое; как топчущие в точиле, воскликнет на всех живущих на земле.

Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.

7. В то время будет принесен дар Господу Саваофу от народа крепкого и бодрого, от народа страшного от начала и доныне, от народа рослого и все попирающего, которого землю разрезывают реки, - к месту имени Господа Саваофа, на гору Сион.

Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эй вӑр-варрӑн ҫӳрекен элчӗсем, кайӑр тӗреклӗ те патвар халӑх патне, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑх патне, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑх патне кайӑр.

Идите, быстрые послы, к народу крепкому и бодрому, к народу страшному от начала и доныне, к народу рослому и все попирающему, которого землю разрезывают реки.

Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл сирӗн пата кӗҫех хӑрушшӑн килӗ, пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп сут тӑвӗ: 6. мӗскӗн ҫынна каҫарӗ, вӑйлисене вара вӑйлӑ тӗрӗслӗ, тӗппипе тӗпчесе пӗлӗ.

5. Страшно и скоро Он явится вам, — и строг суд над начальствующими, 6. ибо меньший заслуживает помилование, а сильные сильно будут истязаны.

Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл патша керменӗн шалти картишӗнче, патша керменӗ умӗнчех, чарӑнса тӑнӑ; патша вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче, патша керменӗнче, шӑпах кермене кӗмелли алӑк еннелле пӑхса ларнӑ, [ылтӑн сӑрнӑ, хаклӑ чулсемпе эрешленӗ тум тӑхӑннӑскер, вӑл питӗ хӑрушшӑн курӑннӑ].

И стала она на внутреннем дворе царского дома, перед домом царя; царь же сидел тогда на царском престоле своем, в царском доме, прямо против входа в дом, [облеченный во все одеяние величия своего, весь в золоте и драгоценных камнях, и был весьма страшен].

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пичӗ ун, юхан-суран хыҫҫӑн пысӑк ҫӗвӗсемпе ирсӗрленсе юлнӑскер, шупка тӗттӗмлӗхре хӑрушшӑн курӑнать.

Лицо его, обезображенное большими шрамами от зажившей проказы, кажется страшным в бледной мгле.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней