Поиск
Шырав ĕçĕ:
Доктор тухнӑ тухманах, пиратсен Сильвер умӗнче хӑранипе тытӑнса тӑнӑ тарӑхӑвӗ ҫиеле персе тухрӗ.Едва доктор вышел, негодование пиратов, сдерживаемое страхом перед Сильвером, прорвалось наружу.
XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ темӗнле хура та ҫӑмламас япалана курма ҫеҫ ӗлкӗртӗм, хӑранипе татах чарӑнтӑм.Я успел заметить только что-то темное и косматое и в ужасе остановился.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ пӗрре хӑранипе, тепре итлес килнипе, пичке ӑшӗнче чӗтресе ҫеҫ выртрӑм.Я лежал на дне, дрожа и вслушиваясь, задыхаясь от страха и любопытства.
X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Утнипе мар, тӗлӗннипе тата хӑранипе халран кайнӑ Сымокаев ун ҫине тинкерсе пӑхать, анчах пӗлӗшӗн вӗҫӗмсӗр павранипе шывланнӑ тутисене курсан, айккинелле пӑрӑнать.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
Суккӑр ыйткалаканран ҫав тери хӑранипе, хам капитан умӗнче сехӗрленнине те манса кайрӑм, пӗрлехи алӑкӑн пӳлӗмне уҫрӑм та, суккӑр кӑшкӑрма хушнӑ сӑмахсене чӗтрекен сассӑмпа кӑшкӑрса ятӑм.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ хӑранипе пӑрахса тарма шутларӑм.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Чӗнсе илнӗ ҫынсем хӑранипе чӗтретчӗҫ, вӑл вӗсене хӑйӗн тинӗсре пулнӑ ӗҫӗсем ҫинчен калакан калавне итлеме е хӑйпе пӗрле ушкӑнпа юрлама хушатчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑн ҫаврака хура куҫӗсем, чӑнахах та, шикленнӗ пек ялтӑраҫҫӗ, сапаланчӑк ҫӳҫӗ те хӑранипе вирелле тӑнӑ пек туйӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӑранипе вырӑнтан хускалаймасӑр, чылайччен вӑл амӑшӗ ҫине, унӑн ҫара урисем ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан ҫаврӑнса пӑхмасӑр укӑлча хапхи патнелле чупма пуҫларӗ.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Унӑн хӑранипе чалӑшса кайнӑ ырханкка пичӗ ҫинчи тикӗс кастарнӑ мӑйӑхӗ темле кулӑшла шӑртланса тӑрать.На исхудалом, перекошенном страхом лице его смешно топорщились аккуратные усики.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Петя, хӑранипе, килӗнчен тухса тарнӑ.
Пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Хӑранипе пурте кӑшкӑрса янӑ.
Тинӗс ҫинчи пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Хӑранипе никамӑн та ҫиес те, ӗҫес те килмен.
Пӑр ҫинче // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Евчӗ хӑранипе, апатне-мӗнне ҫимесӗрех тухса тарнӑ.Сваха до того перепугалась, что сбежала, даже не отведав угощения.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пыратӑп та тӗлӗнсех каятӑп: вӗсем хӑранипе йӑванса кайнӑ та куҫӗсем ҫине америка автомачӗсене хунӑ.А они, оказывается, со страху просто повалились на землю и на головы американские автоматы положили.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хай, хӑй арестлемелли ҫынна кам та пулин систересрен хӑранипе, пӑшӑрханма пуҫларӗ.
XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хуа Юн-си, арӑмӗ пӑрахса каясран тата хӑй пӗччен тӑрса юласран хӑранипе, каҫару ыйтма пуҫланӑ.Хуа Юн-си, боясь, что она уйдет и оставит его в одиночестве, просил прощения.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вара Фома, унӑн сӑмахӗнчи пӗҫертӳллӗ хӗлхемсемпе ҫулӑмланса, харпӑр хӑйне сиен кӳресрен хӑранипе кӑна пурнӑҫа сарма тӑрӑшман ҫынсене епле тӳнтерме, ӳпӗнтерме пуҫласси ҫинчен шухӑша кайсан, Ежов ӑна ҫавӑнтах вӑтаран ҫапса татнӑ:
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лю Дэ-шань арӑмӗ хӑранипе ҫӳҫенсе кайрӗ пулин те, вӑл хӑйне лӑпкӑ тытнӑ пек турӗ.Хотя у жены Лю Дэ-шаня от страха сжалось сердце, она не подала виду и спокойно ответила:
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Арӑмӗ кӑмӑлсӑр пуласран хӑранипе, вӑл унпа ман патӑмах пурӑнма юлчӗ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.