Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ боецсем хушшинче никама пӑхӑнман, нимрен хӑраман йӗкӗтсем пӗр ик-виҫ ҫын пур; ҫапӑҫура вӗсем ӑмӑрткайӑк пек, пурӑнӑҫра вара вӗсемшӗн хӑть ҫумӑр ан ҫутӑр, хӑть ҫил ан вӗртӗр, никама та пӑхӑнмаҫҫӗ.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Темиҫе кун хушшинче Спартак алла пин ҫынран (восстание хутшӑннисем ҫав шута ҫитрӗҫ) пилӗкшер пинлӗ вунӑ легион турӗ: германецсенчен тӑракан пирвайхи икӗ легион пӗрремӗш корпус пулса тӑчӗ, легионсен пуҫӗнче Вильмирпа Меровед, корпус пуҫӗнче Эномай пулчӗ; виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш легионсенче йӑлтах галсемччӗ, вӗсен командирӗсем Арторикс, Борторикс, Арвиний тата Брезовир; кусем — Крикс ертсе пыракан иккӗмӗш корпус пулса тӑчӗҫ; грексене пуҫтарса тунӑ ҫиччӗмӗш легионӑн пуҫӗнче пит хастарлӑ эпирот Фесалонийччӗ; саккӑрмӗш легиона Самниумран килнӗ гладиаторсемпе кӗтӳҫсемччӗ, унӑн командирӗ пулма Рутилий ятлӑ ҫынна лартрӗҫ; тӑххӑрмӗшпе вуннӑмӗшӗнче фракиецсем пӗрлешрӗҫ, пӗрин командирӗ — Спартака чӗререн парӑннӑ, хӑйӗн ӗҫне пит тӗплӗ туса пыракан Мессембрий ятлӑ ҫын, теприн — пит ҫамрӑк, анчах нихҫан та нимӗнрен те хӑраман паттӑр Артак пулчӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тата кашкӑр ҫине ытла тарӑхса ҫитнипе те хӑраман иккен вӑл.
Чабан пичче кашкӑра мӗнле вӗлерни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ҫак сунарҫӑ нимӗнрен те хӑраман.
Мучи каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эсӗ хӑраман ҫын, ҫавӑнпа эпӗ санӑн телейӳ пулассине шанатӑп, мӗншӗн тесен чун хӑраманни — инкексенчен хӑтӑлма пулӑшать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Граждан вӑрҫин паллӑ геройӗ Щорс нимрен те хӑраман ҫын пулнӑ.Знаменитый герой гражданской войны Щорс был человек неустрашимый.
Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Паян масса комиссартан хӑраман, ӑна курайман.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ку Челноков пӗччен пулнӑшӑн ҫеҫ мар, ку тата ҫак пӗтӗм ӗҫ кун ҫав тери кӗске, ҫӗр вӑрӑм пулакан ҫӗрте, вӑрман ҫӑра та салху, шурлӑхсенчен тӗрлӗ пӑс хӑпарнипе сывлӑш нӳрӗ те сиенлӗ, вӑрмансенче тискер кайӑксем вӑйлӑ та хӑраман, ҫын чунсӑр, тискер кайӑк пек ҫӑмламас пулнӑ вырӑнсенче пулса иртнинчен те килнӗ.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
«Асамҫӑ хаяр ӗмпӳрен хӑраман, Хунсен парнине хапсӑнман вӑл; Ун ирӗк сӑмахӗ суя янтраман, Ҫӳлти чӑнлӑхпа пӗр тӑван вӑл.
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Ҫук, эп хӑраман, пурнӑҫа та шеллемен эпӗ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Пирвайхи ҫапӑҫура хӑраман ҫын ҫук, юлташсем.— Нет, товарищи, такого человека, который бы не боялся в бою.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халӗ Боровинӑра пӗр вӑл ҫеҫ нимшӗн те хыпӑнса ӳкмен, хӑраман.Теперь в Боровине он один ни на что не обращал внимания и ни о чем не тревожился.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Эпӗ ыратассинчен нимӗн чухлӗ те хӑраман, ыратнине нихҫан та тӳссе курман, анчах Сен-Жером мана ҫапма пултарни ҫинчен шухӑшласа илниех мана пусӑрӑнтарса ним шутла пӗлми тӑватчӗ, ҫилентерсе яратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пурнӑҫран пӗр кулянмасӑр уйрӑлнӑ, вилӗмрен хӑраман, ӑна ырлӑх вырӑнне йышӑннӑ.Она оставляла жизнь без сожаления, не боялась смерти и приняла ее как благо.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темле хӑрушӑ пулсан та, пурпӗрех нимӗнрен те хӑраман ҫынсем пур.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӗҫрен вӗсем пӗри те хӑраман.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл нимӗнрен те хӑраман, никама та ним вырӑнне те хуман.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тен, унӑн каймалли вырӑнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та сивӗрен хӑраман, — ун чухне март уйӑхӗ пулнӑ-ҫке-ха, урамра ҫӑмӑллӑнах пурӑнаймӑн.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Партин чи йывӑр ӗҫе нимрен хӑраман ҫынсене ямалла — камсем малта?Надо партии для пользы народа послать на опасное дело бесстрашных людей — кто впереди?
Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Надежда Константиновна, икӗ сехет каялла ҫеҫ Владимир Ильич бандитсен револьверӗ умӗнче, вилӗм умӗнче тӑнине хӑй ҫеҫ пӗлекенскер, ун ҫине кӑмӑллӑн, хисеплӗн пӑхать те: «Нимрен хӑраман ҫын эсӗ. Ҫавӑнпа хаваслӑ та», — тесе танлӑн шухӑшлать.
Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.