Поиск
Шырав ĕçĕ:
Апла пулсан, конвейер хӑвӑртрах ӗҫленине хальтерех хӑнӑхас пулать, ун чухне вара конвейерпа вагранкӑсем пӗр-пӗринчен иртсе каяс ҫук.Так лучше уж сразу усваивать такое движение конвейера, при котором вагранки не будут обгонять.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хамӑн утма хӑнӑхас пулать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Ҫавӑнпа та санӑн хӑнӑхас пулать, — тет пичче.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Салтакӑн унӑн, тусӑм, пурне те хӑнӑхас пулать, эсӗ пур вӗҫӗмех мӑкӑртататӑн.Солдату, брат, ко всему привычку надо иметь, а ты все ворчишь.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫук, вӑл пысӑк та самӑр, пуҫӗ те пысӑк, ку енчен вӑл питех аван, анчах пур енчен те паллӑ, вӑл часах хӑнӑхас ҫук, сӗтне хӑвӑрт ӳстерес ҫук.Нет, тяжела, массивна, большеголова, хороша, но, по всему видно, неподатлива, не скора на раздой.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Йӗркелӗхпе дисциплинӑна хӑнӑхас пулать.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ывӑлӗ, амӑшӗ ҫине пӑхса илсе, ун патнелле пычӗ те хуллен кӑна: — Пултараймастӑп эпӗ, анне! Санӑн ҫакна хӑнӑхас пулать, — терӗ.Он взглянул на нее, подошел и тихо проговорил: — Не умею я, мама! Надо тебе привыкнуть к этому.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗрача тумӗпе ҫӳреме хӑнӑхас тесе, эпӗ кунӗпех аппалантӑм, майӗпен ҫав ҫипуҫпа эпӗ хама меллӗнех туякан пулса ҫитрӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Инҫете е тӗл пеме хӑнӑхас тесе, йывӑҫ гранатӑсем ывӑтаттӑм.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл тӗттӗме хӑнӑхас тесе, самантлӑха куҫне хупрӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Протезпа пурӑнма хӑнӑхас пулать.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Хӑнӑхас пулать, Ирина, — терӗ Ҫемен.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗрле ӗҫлеме лайӑх ҫынна тӗл пулнӑшӑн тата хӑйӗн ун пек ӗҫлес туртӑм пулнишӗн Сергей хӗпӗртет; унӑн опытне, хӑнӑхӑвӗсене ӗҫре вӗренсе пӗлес, ҫынсемпе Кондратьев пек калаҫма ҫеҫ мар тата ҫынсене вӑл епле итлеме пултарнӑ пек итлеме вӗренес килнӗ; кирек епле ыйтусене татса панӑ чухне те Кондратьев пек яланах лӑпкӑ пулма тата ун пекех ҫирӗппӗн шанса тӑма хӑнӑхас килнӗ.
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хӑнӑхас пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сборсенче тухса калама (кӗскерех) хӑнӑхас.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав тери пӑлханнипе вӗсем ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӗҫ, ҫӗрле иккӗшӗ те хуллен кӑна коридора тухрӗҫ: Гвоздев — хӑйӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗксене тӗкӗр умӗнче тата тепӗр хут массаж тума, Мересьев, шав пуласран костыль вӗҫӗсене кипке татӑкӗсемпе чӗркесе, утма хӑнӑхас пирки тренировка тума тухрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах шанасах пулать пуль ҫав, шанма хӑнӑхас пулать пуль пирӗн ҫинчен лайӑх каланине те малашне.
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Ҫак малтан курӑнман инкек вӑхӑт ҫитсен каярахпа этем шӑпине тылӑ витӗр кӑларнӑ пек мутасласа хуҫать: вӗренес, ӗҫе хӑнӑхас пулать, пысӑк вырӑн улталама пултарать.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
- 1
- 2