Поиск
Шырав ĕçĕ:
Петр Петрович! — илтӗнчӗ мана шурлӑхри хӑях чӑштӑртатнӑ пек хӑйӑлти вӑйсӑр сасӑ.Петр Петрович! — послышался мне голос, слабый, медленный и сиплый, как шелест болотной осоки.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
— Пытаратӑр! — кӑшкӑрчӗ хӑйӑлти сасӑлли.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта ҫывӑхрах, типсе ӗлкӗреймен кӳлленчӗкри хӑмӑшсем хушшинче, кайӑк кӑвакалӗсем шӗмпӗлтетрӗҫ, хӑйӑлти сасӑпа нартлатса, аҫи амине йыхӑрчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ну, пӑх-ха кунталла — илтрӗн-и? — ун хӑйӑлти сасси хытрӗ, хытӑрах илтӗнчӗ.— А ну-ка смотри сюда, слышь? — Хрипловатый голос ее окреп, палился силой.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Чӗре ҫинчи чула илсе пӑрахас килет, — терӗ Авдотья хӑйӑлти сассипе, типсе кайнӑ тутисене ҫуласа илсе.— Хочу снять камень с души, — сипло выдохнула Авдотья и облизала пересохшие губы.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ан шиклен-ха, амӑшӗ, малтанах, — терӗ Дымшаков, арӑмне хулпуҫҫинчен ачашшӑн ытамласа; унӑн кӑшт хӑйӑлти сассинче вӑл хӑйӗнчен хӑй кулни сисӗнчӗ, ҫакӑ ӑна унӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗнче пӗрре ҫеҫ мар пулӑшнӑ пулмалла — халӗ ним сӑлтавсӑр никама та лартмаҫҫӗ — йӗксӗк Берие шӑрка пек лапчӑтса хучӗҫ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн туса ҫӳретӗн эсӗ кунта, ыйхӑ ҫухатнӑскер? — хӑлхаран каланӑ пекех илтӗнчӗ ашшӗн пӑртак йӑвашланнӑ хӑйӑлти сасси.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тытса чуптӑвӑр ӑна Христос чӗрӗлнӗ ятпа! — халӑх хушшинче ӳснӗҫем ӳссе пыракан тискер сӗрлевпеле хӗрарӑмсем ҫухӑрашса макӑрнине хупласа, хӑйӑлти сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те вахмистр, конвой начальникӗ, учӗ ҫинчен аллине тӑсса, Иван Алексеевич ҫине кӑтартрӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр сехет пек вӑхӑт иртсенех вӑл урай варринче «казачока» сӗве пуҫларӗ, атӑ тӗпӗпе тӳсе тусан мӑкӑрлантарчӗ, купӑсҫӑна хӑйӑлти сасӑпа: «Хӑвӑртрах, хӑвӑрт!» — тесе хыпалантарчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Йӗтем ҫинче, хунарсен ҫутинче, «ҫанталӑкӗ лайӑхшӑн» авӑн ҫапаҫҫӗ, — машина чӗри унта сулмаклӑн та хӗрсе кайса тапать, рабочисем шавласа калаҫаҫҫӗ; выҫкӑн молотилкӑна ывӑнма пӗлмесӗр тӑрантаракан барабанщик, хӑйӑлти те телейлӗ сасӑпа вӗҫӗмех: «Тавай! Тавай! Та-ав-а-ай!» — тесе ҫухӑрашать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр хушӑ вӗсем пӗр-пӗрне курмасӑр утса пычӗҫ, унтан сасартӑк ҫав хӑйӑлти сасӑ Валет хӑлхи ҫумӗнчех илтӗнсе кайрӗ:Минуту шли, невидимые друг другу, и неожиданно у самого уха Валета тот же сипящий голос проговорил:
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Алӑк патӗнче паллакан хӑйӑлти сасӑ илтӗнсе кайрӗ:
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл бензин тултаракан пушӑ пичке ҫине ларчӗ те, майлӑ вӑхӑт тупса, яланах ҫынна хӑй енне ҫавӑракан хӑйӑлти сассипе калаҫма тытӑнчӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Андрее хирӗҫ пулсан, вӑл арминче тухса тӑракан ҫӗнӗ хаҫата пачӗ те, хӑйӑлти сассипе ҫапла каларӗ.Встретив Андрея, он подал ему свежую армейскую газету, хрипя, сказал.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— О, эпир ҫавӑнтан килетпӗр! — хирӗҫ тавӑрчӗ хӑйӑлти сасӑллӑ ватӑ хӗрарӑм.— О, мы оттуда идем! — ответила старая женщина с хриплым голосом.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вара малта пыракан ватӑ хӗрарӑм: — Аннӑна тупаймарӑр-и? — тесе ыйтрӗ хӑйӑлти сассипе.Располневшая пожилая женщина, шагавшая впереди, спросила простуженным голосом: — Не нашли Анну-то?
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Малалла кала! — терӗ вӑл пӳлӗнсе хӑйӑлти сассипе.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӳлӗм варрине ҫичӗ е сакӑр офицер тӑнӑ та пикенсех тем пирки калаҫаҫҫӗ, вӗсенчен вара, кашни ҫеккунтрах ӳсӗрсе-чӑнтӑхса, ҫӳллӗ Тальман хӑйӗн хӑйӑлти сассипе пуринчен хытӑрах кӑшкӑрашрӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ман темшӗн кӑмӑл туртмасть, — хӑйӑлти сасӑпа тавӑрчӗ те Ромашов ӳсӗрсе илчӗ.Мне что-то не хочется, — ответил Ромашов сиплым голосом и прокашлялся.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чиркӳрен нумаях пулмасть ҫеҫ таврӑннӑ Емельян Пантелейпе юнашар ларать, аллисене сулкалать, ҫавна май аран илтӗнекен хӑйӑлти сасӑпа юрлать: «Сана мухтатпӑр…»
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.