Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйхи ҫав хӗр ман пата пырать, хальхи пекех ас тӑватӑп: ырханкка, тумланасса питӗ ансат тумланнӑ, аллинче, сумка вырӑнне — планшет.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Хӑйхи компас!..
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсен благородийӗ калать мана хӑйхи: «Ан кулян, атте! Позици йышӑнатпӑр та пӗтӗм халӑх каҫса пӗтмесӗр те ҫапӑҫма пӑрахмастпӑр. Пуҫа хуратпӑр та, хамӑр арӑмсене, ачасемпе стариксене пӗтме памастпӑр!» — тет.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан Григорий ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан пӑтӑрмахсемпе хӑйхи планне пурнӑҫлама кансӗрлекен кӗтмен чӑрмавсем пирки йӑлтах виҫсе-шухӑшласа пӑхрӗ те, икӗ стакан сӑмакун ӗҫсе, хывӑнмасӑрах кравать ҫине выртрӗ, пуҫ ҫинчен шинель аркипе витӗнсе, вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хӑйхи ҫурма сотни патне пычӗ, казаксене пӑхса ҫаврӑнчӗ.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпир Печоринпа ҫапла хисеплӗ кӗрекере лараттӑмӑр, акӑ хӑйхи ун патне хуҫан вун ултӑ ҫулхи кӗҫӗн хӗрӗ пырса тӑчӗ те, мӗнле калас иккен?..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1