Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. [Ҫакӑн хыҫҫӑн та] Мана хирӗҫ пырсассӑн, Мана итлес темесессӗн, сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн тивес хӗн-асапа ҫичӗ хут ӳстерӗп: 22. сирӗн ҫине хирти тискер кайӑксене ярӑп, вӗсем сире ача-пӑчасӑр хӑварӗҫ, выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗтерӗҫ, хӑвӑр йышӑра та чакарӗҫ, ҫапла сирӗн ҫул-сукмакӑр та пушанса юлӗ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр; 11. сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ; 12. силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр, 13. тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр; 14. хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне ан кайӑр, асамҫӑсем патне ан ҫӳрӗр, хӑвӑра хӑвӑр вӗсенчен ирсӗрленме ан парӑр.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вилнӗ ҫыншӑн хӑвӑр ӳтӗре каскаласа ан пӗтерӗр, хӑвӑр ҫине шӑтарса ан ҫырӑр.28. Ради умершего не делайте нарезов на теле вашем и не накалывайте на себе письмен.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсир, [хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Турӑ парас] ҫӗре ҫитсессӗн, унта ҫимӗҫ ӳстерекен пӗр-пӗр йывӑҫ лартсассӑн, унӑн ҫимӗҫне касман ҫимӗҫ вырӑнне хурӑр: вӗсене виҫӗ ҫулччен касман ҫимӗҫ вырӑнне хурас пулать, вӗсене ҫимелле мар; 24. тӑваттӑмӗш ҫулхине унӑн мӗнпур ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа уявӗсене халалласа памалла; 25. пиллӗкмӗш ҫул эсир унӑн ҫимӗҫне ҫиме пултаратӑр, вӑл ӳстернӗ пӗтӗм ҫимӗҫе хӑвӑр валли пуҫтарса илме те юрать.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Мӗншӗн тесессӗн Моисей [вӗсене] каланӑ: паянхи кун хӑвӑр ывӑлӑр урлӑ, хӑвӑр тӑванӑр урлӑ аллӑра Ҫӳлхуҫана халаллӑр, Вӑл сире паян пиллӗх ятӑр, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакна хӑвӑршӑн, хӑвӑр ывӑлӑрсемшӗн ӗмӗрлӗх саккун вырӑнне хурса астуса тӑрӑр.24. Храните сие, как закон для себя и для сынов своих на веки.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр; 22. пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19. эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20. хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ.зайдите в дом раба вашего и ночуйте, и умойте ноги ваши, и встаньте поутру и пойдете в путь свой.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 3. каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4. кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5. эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна тӗрӗссӗн тӳлесе татасси хӑвӑр тивӗҫӗр тесе шутламастӑр-и эсир?Не находите ли вы справедливым, что вам нужно вознаградить ее?
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Хӑвӑр карапӑрсем валли ҫил ҫула май пултӑр тесе, турра е турӑсене кӗлтунӑ-и эсир? — ыйтнӑ патша, лешсем, сехӗрленнӗскерсем, суд залине пырса кӗрсен.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫавна курнӑ пулсан, хӑвӑр пама пулнӑ пӑр сольдо вырӑнне иккӗ тыттарнӑ пулӑттӑр!Если б вы видели это, вы дали бы мне два сольдо вместо обещанного одного!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эсир хӑвӑр стаканӑра хӗвеле хирӗҫ тытса пӑхӑр-ха, — эрех сире тӗлӗнмелле юмахсем каласа парӗ…Вы только посмотрите сквозь ваш стакан на солнце, — вино расскажет вам такие сказки…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Мӗнле-ха сана хӑвӑр ҫынсем пӑрахса хӑварчӗҫ?
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хӑвӑр выҫӑ ларнӑшӑн вӗлермелле пулать сире, э?
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Эсир хӑвӑр ӑна этем мар, эсир сурӑхсем, кӗтӳ, акӑ мӗнле сире…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Кайӑр хӑвӑр килӗре!
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.