Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыҫӑмра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлетӗр: хыҫӑмра — Ленинград!

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ман хыҫӑмра тахӑшӗ кулса ячӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сасартӑк ман хыҫӑмра ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Вдруг я услышал позади себя шаги.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗрре эпӗ ҫулпа пынӑ чух хам хыҫӑмра кӑшкӑрнӑ сасӑ илтех кайрӑм.

Я шел по дороге и сзади себя услыхал крик.

Кашкӑрсем ҫурисене вӗрентни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Ну, мӗн-ха эсӗ — пар мана лаша! — илтӗнчӗ хыҫӑмра атте сасси.

— Ну, что же ты — давай мне лошадь! — раздался за мной голос отца.

XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ман хыҫӑмра лаша ури сассисем илтӗнчӗҫ.

Глухой стук лошадиных копыт раздался за мною.

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ман хыҫӑмра палланӑ ҫын утти илтӗнчӗ: эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм — ман паталла хӑйӗн хӑвӑрт та ҫӑмӑл уттипе атте килет.

Знакомые шаги раздались за мною: я оглянулся — ко мне своей быстрой и легкой походкой шел отец.

V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ хӗрелсе кайрӑм, пӑшала ҫӗртен илтӗм те, хыҫӑмра хӗр янравлӑ, кӑмӑллӑн кулнине илтсе, хам пӳлӗме тартӑм — вырӑн ҫине ӳкрӗм те питӗме алӑпа хупларӑм.

Я вспыхнул, схватил с земли ружье и, преследуемый звонким, но не злым хохотаньем, убежал к себе в комнату, бросился на постель и закрыл лицо руками.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Хыҫӑмра такам шывра чӑмпӑлтатнине илтрӗм те ҫаврӑнса пӑхрӑм.

Позади себя я услышал плеск воды и фырканье, я обернулся.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Сцена ҫине хӑпарнӑ та ман хыҫӑмра тӑра парать, сасси хӑйӗн — тӑвӑл чухне ҫил кӗрлет тейӗн!

Влез на сцену, стал за моей спиной и ну реветь, как ветер в бурю!

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лала хыҫӑмра тӑрать, хӑй пиншакӑм аркинчен тытӑннӑ.

А Лала стоит сзади и держит меня за полу.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Батюшка Петр Андреич! — пӑшӑлтатать хыҫӑмра тӑракан Савельич, мана тӗртсе.

— Батюшка Петр Андреич! — шептал Савельич, стоя за мною и толкая меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ шартах сикрӗм, ҫаврӑнса кӑна пӑхрӑм, хыҫӑмра хайхи хӗр — манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ — тӑра парать.

Я вздрогнул и обернулся, — то была она, моя ундина!

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ман хыҫҫӑн тӑватӑ казак вӗҫтерсе пыратчӗҫ; хыҫӑмра гяурсем кӑшкӑрашнине те илте пуҫларӑм эпӗ, хам умрах тата ҫӑра кӑна сӗм вӑрман сарӑлса ларать.

За мной неслись четыре казака; уж я слышал за собою крики гяуров, и передо мною был густой лес.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

12. Вара мана Сывлӑш ҫӳлелле ҫӗклерӗ; эпӗ хам хыҫӑмра хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевне илтрӗм — Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫӗр ҫинчен ҫапла ҫӗкленсе кайрӗ — 13. тата чӗрчунсен пӗр-пӗринпе перӗнсе тӑракан ҫуначӗсен шавӗ, вӗсем патӗнчи кустӑрмасен сасси тата хӑрушла ҫӗр чӗтренӗвӗн кӗрлевӗ илтӗнсе тӑчӗ.

12. И поднял меня дух; и я слышал позади себя великий громовой голос: «благословенна слава Господа от места своего!» 13. и также шум крыльев животных, соприкасающихся одно к другому, и стук колес подле них, и звук сильного грома.

Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней