Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗнле кунӗ хӗвеллӗ паян! — терӗ те вӑл шӑппӑн, кӗсйинчен рулетка кӑларса, тепӗр ҫурт никӗсне тӗрӗс е тӗрӗс мар хывнине тӗрӗслеме ял вӗҫнелле утрӗ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Монтанелли чӳрече патне кайса тӑчӗ те, Пӑван ҫинчен сӑнчӑрсене епле хывнине ним чӗнмесӗр тинкерсе пӑхрӗ.Монтанелли отошел к окну и молча глядел, как сержант снимал с заключенного оковы.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пирӗн валли понтонлӑ кӗпер хӑш вырӑна хывнине эпир пӗлнӗ.
Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Амӑшӗ тавра пухӑнса, вӑл Сашӑна тӳшек ҫине хунине, унӑн аттисене, йӗпе йӗмне хывнине, ӑна типӗ кипкепе шӑлса сӑтӑркаланине пӑхса тӑчӗҫ вӗсем.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫапах та, Сӗрӗм ют ҫи-пуҫа хывнине Матвей асӑрхаса юлнӑ-юлнах.Однако от Матвея не ускользнуло, что этот Дыма скидает с себя совсем не свою одежду.
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анне хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ, эпӗ тепӗр пӳлӗме тухрӑм та ӑна ҫӗррине каялла патӑм, — вӑл ҫӗрре эпӗ икӗ кун каялла хывнине асӑрхамарӑн эсӗ: вӑл ҫав тери кӳренчӗ; анчах вӑл мӑнкӑмӑллӑ та каппайчӑкскер, ҫавӑнпа та нумай хӑратса тӑмасӑрах тухса кайрӗ.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Пур хӗрача та хӑйпе ҫепӗҫ пулнине, куҫ хывнине кӑмӑллать.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Алькашӑн вӑл ҫакӑнта шыв пӑрки хывнине пӑхма та килӗшрӗ.Из-за Альки он согласился проследить за работами по прокладке водопровода.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Килӗнче ӑна Маюк ҫырӑвне ашшӗ пачӗ, утта купасене хывнине ыйтрӗ те Ваҫҫа патне каҫрӗ, Ҫинук Маюк ҫырӑвне вулама ларчӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Григорий симӗс шӑлавар ҫакки туртӑнтарса тӑракан ҫара урисене кӑмака ҫинчен усрӗ те Петро портупейне хӑяккӑн чалӑшса хывнине, сивӗпе итлеми пулнӑ пӳрнисемпе пашлӑк ҫыххине хыпашланине ҫӑра хура ҫӑмлӑ кӑкӑрне хыҫкаласа пӑхса ларчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ; батареецсем, ҫилӗм пек ҫыпҫӑнакан шӑннӑ пылчӑка хыркаласа, эхлете-эхлете аттисене хывнине, йӗпе тӑлисене кӑмака айккине ҫака-ҫака хунине чылайччен пӑхса выртрӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эпӗ куҫ хывнине ырлатӑн-и?
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ефросинья Ивановна! — кӑшкӑрчӗ хӗрача, йывӑҫсене хӗрес хывнине тахҫанах сиснӗскер.— Ефросинья Ивановна! — крикнула девушка, давно уже почувствовавшая, как деревья крестили.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӑпкари хӗрача кама хывнине пӗлме кансӗр пулсан та, хӑнасем карчӑка кӳрентерме хӑяйман, ҫывӑрса выртакан хӗрача питне курса, пурте вӑл чӑн-чӑнах Василиса Ниловнӑна пӑхнӑ тесе шутланӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах этем пӗлӗвне, наукӑна, совет шкулӗ сирӗн чӗрене мӗн хывнине, сирӗн пуҫра мӗн ҫирӗпленсе юлнине, тусӑмсем, ҫунтарса та ярайрас ҫук, бомбӑпа та аркатаяс ҫук!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Огнянов йӑлт шӑнса кайрӗ: кӳтнӗ аллисемпе чӗлпӗрне аран тыткаларӗ; лаши ҫул хыттине чухламасӑрах утрӗ, юр хывнине пула ҫул йӗрӗ ним те палӑрмасть.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ыттисем иккӗшӗ — Порфирий Лубно, патшалӑхӑн округри арманӗнче ӗҫлекен вальцовщик тата ҫу ҫапакан заводра ӗҫлекен комсомолец Иван Найденов — Гремячий ҫыннисене штаба чӗне-чӗне илеҫҫӗ, кӗлет заведующин списокӗ тӑрӑх, чӗнсе илнӗ гражданин мӗн чухлӗ вӑрлӑх хывнине тӗрӗслеҫҫӗ, вӑйӗсем ҫитнӗ таран, пултарнӑ таран агитацилеҫҫӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ унӑн сӑн-питне аванах куратӑп, вӑл йӗркесем тӑрӑх пӳрнине шутарнине, пуҫне пӑркаланине, тепӗр страницӑна уҫнине, ӑна каллех тинкерсе пӑхнине, унтан ман еннелле куҫ хывнине сӑнатӑп.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Юр ҫуса урамра та, килкартинче те кӗртсем хывнине, вутӑ купине, чӑх витисене, йытӑ йӑвине, сада, пахчари йӑрансене юр витнине, хӳме юписем ҫумне юр купаланнине Илья Ильич халӗ сехечӗ-сехечӗпе сӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫырупа пӗрлех тепӗр хут татӑкӗ ҫине тырпул мӗн чухлӗ пуҫтарса кӗнине, мӗн чухлӗ ҫапнине, магазейсене мӗн чухлӗ хывнине, мӗн чухлӗ сутма уйӑрса хунине тата хуҫалӑхри ытти вак-тӗвек ӗҫсене пӗтӗмпех ҫырса пӗлтернӗ.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956