Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑвӑрттӑн та майлӑн танк ҫине хӑпарса кайрӗ, люк патӗнчи хӑлӑпран ярса тытрӗ те автомачӗсене хывакан салтаксене кӑшкӑрчӗ; — Ман хыҫҫӑн!
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Олейник сержант Ока шывӗ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер, унта вӑл мамӑклӑ тир пуҫтаракан пулса ӗҫленӗ-мӗн, Осип Чернышев — Мускавра чул ҫурт хывакан чаплӑ ӑста пулнӑ, Федор Кочетков — Мускав патӗнчи совхозра ӗҫленӗ пахчаҫӑ, Тихон Кудеяров — Владимир хули таврашӗнчи колхоз агротехникӗ, Петро Семиглаз — Киев ҫывӑхнелли колхоз бригадирӗ, Нургалей Хасанов — Тутар республикинчи комбайнер помощникӗ тата Кузьма Ярцев — отделённӑйпа пӗр ҫӗртен килнӗскер, пукан таврашӗ авса тӑвакан маҫтӑр пулнӑ-мӗн.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Николай Петрович культура сферинче чылай ҫул тӑрӑшса пысӑк тӳпе хывакан Патреккел халӑх хорӗн хормейстерне Геннадий Борисова, Ҫӗнӗ Пӑвари, Тӑрӑмри культура ҫурчӗсен ертӳҫисене Владимир Доброхотовпа Евдокия Каширинана, Елчӗкри централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи методика центрӗн заведующине Валентина Портновӑна, Елчӗкри централизациленӗ библиотека тытӑмӗн ача-пӑча уйрӑмӗн заведующине Лариса Кудряшовӑна район администрацийӗн Тав хучӗсемпе чысларӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Вӗсен наукине хывакан Ли Ши-чжэнь, хӑйӗн «Бэньцао чанму» ятлӑ кӗнекинчеччӗ пулас, ҫын какайне ӑшаласа ҫиме пулать, тесе питӗ уҫӑмлӑ ҫырса кӑтартнӑ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Тӗнчере ӑнланмалла мар виҫ япала пур маншӑн, тӑваттӑмӗшне те эпӗ пӗлсе ҫитерейместӗп: тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту чакӑлӗнчи ҫӗленӗнне, тинӗс варринчи карапӑнне те хӗрарӑм чӗри патне арҫын хывакан ҫула.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сӗмсӗррӗн тӳлеменнисен шутӗнче Светлана Александровна Ҫӗнӗ Шупашкарти ЖКХри УК МУПа асӑнчӗ - «муниципалитет предприятийӗ, хула администрацийӗн ячӗпе ӗҫлет темелле, анчах туллин тӳлемест. Ҫуллахи уйӑхсенче те, халӑх хывакан тӳлевсем пӗчӗк чухне, нумай укҫа тӳлесе ҫитереймест».
«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
Ватлӑх валли хывакан укҫана Раҫҫей Пенси фондӗнче йӗркеленӗ гражданин ӑна инвестицилемешкӗн 33 управляющи компанирен пӗрне суйлама пултарать /32-шӗ — уйрӑм ҫыннӑн, пӗри — патшалӑхӑн, «Тулашэкономбанк»/.
Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.
Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21
Ҫапах ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа тӳпере ҫул хывакан йышлах мар.Но все не много тех, кто ставя цель осуществляют свою мечту и летает.
Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Паркӑн мӗнпур резиденчӗ хывакан инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1 млрд ытла тенкӗпе танлашать.Общий объем инвестиций всех резидентов парка составит более 1 млрд рублей.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Чӑваш Ен компанийӗсене Крым Республикине хывакан энерги кӗперне хута янӑ ҫӗре хутшӑнма шаннине уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Эпир физкультурӑпа спорт сферине инвестицисем чи нумай хывакан Раҫҫей Федерацийӗн пилӗк субъекчӗ йышне кӗретпӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ санӑн туту-ҫӑварна хывакан сӑмахсене — малашлӑха пӗлтерекен сӑмахсене — Манӑн халӑхӑма илтмелле кала, 2. тата вӗсене хут ҫине ҫырса хуччӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — тӗрӗс, чӑн сӑмахсем.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫапла вӗрентнине уяса пурӑнаканӗ телейлӗ, ӑна чӗрине хывакан вара ӑсчах пулӗ; 31. ҫапла пурӑнакан ҫын пурне те пултарӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫаран хӑрани — унӑн ҫулӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑшӑнта ҫилленсе ҫӳриччен куҫран калани лайӑхрах; ҫавна ӑша хывакан йӑнӑш тӑвасран сыхланать.1. Гораздо лучше обличить, нежели сердиться тайно; и обличаемый наедине предостережется от вреда.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак халала, ҫак тупа туса хывакан килӗшӗве эпӗ пӗр сирӗнпе анчах мар, 15. паян ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче тӑракансемпе те, паян ҫакӑнта хамӑрпа пӗрле ҫуккисемпе те тӑватӑп.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗлтерӗшне тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳпене хаклама та май ҫук.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858
«Строительствӑна хывакан кашни тӑваттӑмӗш тенкӗ — бюджетран куҫараканни. Вӑл строительство организацийӗсемшӗн патшалӑхӑн шанчӑклӑ саккасӗпе танах тата тӳрӗ кӑмӑллӑ строительсемшӗн пысӑк укҫа», — терӗ М.Игнатьев.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫынна, унӑн ӑстӑн пултарулӑхне хывакан инвестицисем ӗҫ тухӑҫлӑхӗн шайне кӑна мар, ун вӑхӑчӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика хаклӑхне те ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505
«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.
Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№