Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унччен те пулмасть, юрӑ тутарла янӑраса каять, кил хуҫисем ӑна малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех тутарла юрласа параҫҫӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑнасене эрехпе сӑра та, кил хуҫисем те кӑмӑла кайрӗҫ, часах вӗсем юрлама, шавлӑн калаҫма, пӗр-пӗрне мухтаса е йӑпӑлтатса сӑмах каламассерен кил хуҫисемпе ыталашса чуп тума тытӑнчӗҫ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Хваттер хуҫисем Миша ҫинчен мӗн те пулин илтнех пулӗ?..»
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑш-хӑш анасем, тен, хуҫисем пырса пуҫтарасса та кӗтсе илеймӗҫ…
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑпарту евӗр хӗвелпе пиҫнӗ тулӑ пучахӗсем пӗрчисене тӑкма хатӗрленнӗ те ӗнтӗ, ыран-паян ҫурла-ҫавасемпе хуҫисем килессе кӗтеҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хуҫисем таҫта тарса пӗтнӗ…
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кил хуҫисем питӗ васкаса тухса кайнӑ пулмалла: хӑш-хӑш япалисем вырӑнтах тӑрса юлнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ҫухалнӑ. Хӗрлисем еннелле тарнӑ, апӑрша… Лаша пур, хуҫисем кайнӑ: мӗншӗн тарас мар килелле. Эх, Иван! Чухлайман-мӗн эсӗ мана», — хӑй тӗллӗн шухӑшларӗ Михаил Николаевич.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ӑҫта кайса пӗтнӗ кил хуҫисем? — ыйтрӗ Павлуш, тӗпелелле утса иртнӗ май.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах ӗҫлейми пулсан, хуҫисем вӗсене пӗр пуссӑр хӑваласа янӑ, — терӗ Федоров, Вальккана хуравласа.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ку ҫуртра ӗлӗк мул хуҫисем ӗҫсе-иртӗхсе вӑхӑта ирттернӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Паян Ефремова, Курбатова, Таланцева, Эливанова контрибуци тӳлеттермелле турӗҫ, ыран Роднов пек арман хуҫисем ҫине те алӑ ҫӗклӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑмла хуҫисем ҫинчен каламалли ҫук — пӗр Паймук ҫеҫ, пуянсен шутне кӗрекенни.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ну, мӗн калама пулӗ пире хисеплесе килнӗ ҫӑмарта хуҫисем ҫинчен…
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫырса хур ман ята та, Праски: Петр Дормидонтӑчпа Павел Тимофеевич ҫӑмарта хуҫисенчен юлмӑпӑр эпир те — хӑмла хуҫисем.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хуҫисем ӑна юратнӑ, хӑйсен ывӑлӗ пекех шутланӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Уйӑхне вунпилӗк тенкӗлле ӑна апат ҫитерсех усрама килӗшрӗҫ хваттер хуҫисем.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хваттер хуҫисем кун пек шаккакан марччӗ…
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хваттер хуҫисем пит кӑмӑллӑ ҫынсем.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— О-ой, ман хваттер хуҫисем атте-аннерен те лайӑх.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.