Поиск
Шырав ĕçĕ:
Укҫасене пӗрле хушрӑмӑр та вунӑ-вунпилӗк пуслисене вара аллӑ пуслӑх пӗр кӗмӗлпе улӑштартӑмӑр.Мы сложились и даже обменяли наши гривенники и пятиалтынные наодин новенький серебряный полтинник.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Санӑн укҫу ҫитмерӗ, хамӑрӑнне хушрӑмӑр!
Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
4. Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5. вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6. ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6. вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене сирӗн патӑра та ҫитме хушрӑмӑр, сире ырӑ сунса саламлама, сире хамӑр ҫырӑва — туслӑхӑмӑра ҫӗнетесчӗ тесе ҫырнӑ ҫырӑва — пама хушрӑмӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара пӗтӗм халӑх Самуила каланӑ: пирӗн вилсе пӗтес марччӗ — хӑвӑн чурусемшӗн Ҫӳлхуҫа Турруна кӗлтусамччӗ; эпир ӗнтӗ, хамӑр валли патша ыйтса, хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑх ҫумне тепӗр ҫылӑх хушрӑмӑр, тенӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑмах ҫумне сӑмах хушрӑмӑр, хамӑр кружокра ҫекӗллӗ йӗппе темӗн тӗрлӗ япала ҫыхнине асӑнтӑм.
Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№