Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ильиничнӑпа Наталья, пылчӑкпа епрелнӗ йӑплака ҫул тӑрӑх ҫара урисемпе асӑрханса утса, юбка аркисене ҫӗклесе, хуторалла анчӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Учӗсене ҫитсе тытма ӗлкӗрнӗ казаксем (вӗсем ытларах пулчӗҫ), «хӑшӗн хытӑрах» тенӗ пек, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, хуторалла тапса сикрӗҫ.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Йӗпе аркӑсемпе хуторалла тапса сикмеллеччӗ! — хавасланса калаҫрӗ хулсӑр Алешка Шамиль; хӗрлисем хӗрарӑмсем ҫине пӗр снаряд та персе ямӗҫ тесе, вӑл чӑнласах та кӑштах кулянчӗ пулас.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫар службинче шутланса тӑракан казаксем, ӗҫлеме пӑрахса, лашисене косилкӑран тӑвараҫҫӗ те, утланса ларса хуторалла чуптараҫҫӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пур енчен те юланутлӑ казаксем ҫулса пӑрахнӑ сарӑ ыраш анисем тӑрӑх хуторалла вӗҫтереҫҫӗ.Со всех концов по желтым скошенным кулигам хлеба скакали к хутору казаки.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫул ҫине тухрӗ, икӗ кӗлте лавӗнчен иртсе кайрӗ те, тусан мӑкӑрлантарса, хуторалла вӗҫтерчӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах ыйту татса памаллискер пулчӗ: станицӑна ҫаруран та, мӑшӑрлӑ мар пушмакпа та пырса кӗме май ҫук тесе шутласа, вӑл ӑйӑрсене хуторалла ҫавӑрчӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла каласа кӳлтӗм те ӑйӑрсене, хуторалла уттартӑм.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ой, тур ҫырлах! — хӑраса ӳксе пӑшӑлтатрӗ те Лушка хуторалла чупрӗ.— Ой, господи! — испуганным шепотом проронила она и побежала к хутору.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Авланас пирки пуҫа ӑнсӑртран килсе кӗнӗ шухӑш ӑна кулӑшла та тӑрлавсӑр пулнӑн туйӑннӑ пирки вӑл аллине ҫеҫ сулчӗ те хуторалла ҫӑмӑллӑнах утма пуҫларӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сӑрт тӳпинчен талккишӗпе сапаланса, хуторалла пӗр вӑтӑра яхӑн юланутлӑ ҫынсем сиккипе вӗҫтерсе анаҫҫӗ.С бугра, рассыпавшись лавой, наметом спускалось в хутор человек тридцать всадников.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Йӗвенне суллантарса, вӑл хуторалла чупрӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пичче лашасене аран-аран чарчӗ, пӗрне тӑварса, мана ун ҫине урлӑ хучӗ те юланутпа хуторалла юрттарчӗ, эпӗ ӑнран кайнӑ, пӗтӗмпех хам дудак чӗкрипе тата тӑпрапа вараланса пӗтнӗ, дудакӗ путсӗрскер, чип-чиперех вӗҫсе кайнӑ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1