Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вӑрҫӑ хускалнӑ.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Селиванӗ ӗретлӗ пулсан та, хускалнӑ халӑха ӳкӗте кӗртме ҫук.Возможно, Селиван бы и одумался, но остановить толпу было невозможно.
VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Калча кӑҫалхи пек ӑнса хӑпарни сайра килет: иркӳлӗм хускалнӑ хумсем ун ҫийӗн умлӑн-хыҫлӑн вайкӑнса шӑваҫҫӗ, инҫете-инҫете ҫитсе, куҫран ҫухалаҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Мала кайнӑ ачасенчен тахӑшӗ пӗри асӑрхамасӑр хускалнӑ пирки татӑлса анчӗ, вӑл хӑйӗн паттаккисене аяккалла ывӑтса, винтовкипе, котелокӗпе тата ҫурӑмӗпе хыҫӗнчи кутамкипе кӗмсӗртеттерсе аялалла анса кайрӗ; вӑл хӑйне тӑсса панӑ йӗлтӗртен тытма ӗлкӗреймесӗр пирӗн хушӑранах ярӑнса иртсе кайрӗ; мӗнрен те пулин тытса чарӑнасчӗ тесе, вӑл ҫаплах анаталлах ыткӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫакна ҫеҫ аван пӗлетӗп: вулкан ҫӗнӗрен хускалнӑ май эпир тата вӑйлӑрах хӑпарса пытӑмӑр, пире тупӑран кӑларса янӑ етре пекех хӑвӑрт илсе каять.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫинук та пӑхатӑп-пӑхатӑп тет, пур ҫӗрте те тӑпра хускалнӑ пек тет.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Смерчпе хускалнӑ чулсем, вулкан сирпӗтнӗ чухнехи пекех, пӑрлӑ ҫумӑр евӗрлӗ аялалла вӗҫеҫҫӗ.Камни, подхваченные вихрем, сыпались, как при извержении вулкана, подобно дождю.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Лавсем ҫинче ҫынсем хускалнӑ, хӑшӗсем ура ҫине тӑнӑ.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Икӗ пуҫран ӳкекен мӗлкесем амбарӑн маччипе стенисем ҫинче тайкаланса хускалнӑ.Тени от двух склонившихся голов шевелились и покачивались на бревенчатом потолке и стенах амбара.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫӑра куҫхаршисем икӗ хура хурт пек хускалнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Эдвард — именире кам кӑна пӑшал тытма пултарнӑ, ҫавсене пурне те пӑшал тыттарса, хула еннелле хускалнӑ…В усадьбе Эдвард поставил под ружье всех, кто только мог носить оружие, и двинулся в город.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Анчах чӗлхе пӗлмен ҫын, ҫӗр ҫинче выртаканскер, нумаях пулмасть ун умӗнче кашкӑр хускалнӑ пек йӑшӑлтатса илнӗ.
XXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чунӗ унӑн тинӗс пекех хумханнӑ, чӗринче те туйӑмсем хумсем евӗрех хускалнӑ.Душа у него колыхалась, как море, и в сердце ходили чувства, как волны.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак шухӑшсем унӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ хыҫҫӑнах ҫухалса пынӑ, вӑл вӗсене аса илме тӑрӑшман та, тӑрӑшсан та, аса илес ҫукчӗ ӗнтӗ, анчах ҫак шухӑшсене пула унӑн чӗринче темскер хускалнине, хумханнине вӑл хӑй те лайӑх сиснӗ, мӗн хускалнӑ — ӑна вӑл хӑй те каласа пама пултарайман пулӗччӗ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӗррехинче Марфушӑна кӗҫӗн алӑкӗ патне ҫити ӑсатсан, Петька чарӑнса тӑчӗ, Марфушӑна ик аллипе пуҫӗнчен тытрӗ, хӑй еннелле ҫавӑрчӗ те, унӑн хӑраса ӳкнипе пысӑкланса кайнӑ куҫӗнчен тӳп-тӳррӗн пӑхса, кӑмӑлӗ хускалнӑ сасӑпа каларӗ:
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Еленӑпа Инсаров сцена патӗнчех, тӗттӗм ложӑра ларчӗҫ; delle Belle Arti академинче хускалнӑ вылянчӑк кӑмӑл халь те иртсе каймарӗ-ха вӗсен.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Историчченхи вӑхӑтсенче Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсем ларакан ҫурҫӗр енчи вырӑнта шӑп варринче ҫӗр пичӗ хускалнӑ та, тӑрӑшшӗпе ҫирӗм пилӗк миль, сарлакӑшпе ҫирӗм миль пӗр тӗпсӗр авӑр пулса тӑнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Малтан хускалнӑ вырӑнтан халӗ вӑл ҫур мильре пырать.Он находился теперь в полумиле расстояния от места отправления.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ахальтен мар вӗсем те пӗр-пӗр паллӑ ӗҫшӗн хускалнӑ пулмалла.Очевидно, это всеобщее возбуждение было вызвано каким-то важным событием.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫакӑн пек шухӑшланисем ҫапах та Гленарванӑн хускалнӑ нервисене лӑплантараймарӗҫ.Эти размышления, однако, не успокоили взволнованные нервы Гленарвана.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.