Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫлӑхсем хушнипе касса тунӑ кӗлеткене турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапнӑ.и по повелениям властителей изваяние почитаемо было, как божество.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑхӑтсӑр вилнӗ ывӑлӗшӗн ҫунса кулянакан ашшӗ вилнӗскерӗн сӑнне касса тунӑ та — кайран ӑна турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапма тытӑннӑ, хӑйне пӑхӑнса тӑракансене вӑрттӑн йӑла-йӗркене вӗрентсе хӑварнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсене юлташӑм, тӑванӑм вырӑнне хурса хурланаттӑм; амӑшӗшӗн йӗрекен пек хуйхӑрса, пуҫӑма чиксе ҫӳреттӗм.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ ӗнтӗ усал ҫынсем таса чӗреллисене тӗттӗм ҫӗрте пемешкӗн уххисене алла тытрӗҫ, ҫӗмренне хурса хирлӗвне карӑнтарчӗҫ.
Пс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Ирхи ҫӑлтӑрсем пурте пӗрле хӗпӗртесе тӑнӑ чухне, Турӑ ывӑлӗсем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ чухне ҫӗр никӗсне мӗн ҫине хурса вырӑнаҫтарнӑ, унӑн кӗтесри тӗп чулне кам хунӑ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав хута эпӗ хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӳрӗттӗм, ӑна пуҫкӑшӑль вырӑнне тӑхӑнӑттӑм; 37. Турра кашни утӑма пӗлтерсе тӑрӑттӑм, Ун патне пуҫлӑх пек ҫывӑхарӑттӑм.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн ӳкӗчӗсенчен пӑрӑнман; Унӑн сӑмахне хамӑн йӑла-йӗркерен мала хурса тытса пынӑ.12. От заповеди уст Его не отступал; глаголы уст Его хранил больше, нежели мои правила.
Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вӗсене хӑйӗн шутсӑр-сумсӑр мулӗ ҫинчен, ывӑлӗсен йышӗ ҫинчен, патша ӑна мӗнлерех асла хурса чаплӑ улпутсемпе патша ҫумӗнчи ытти ҫынсенчен ҫӳле ҫӗклени ҫинчен каласа панӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ; 2. патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унта мрамор юпасем ҫине кӗмӗл урлавсем хурса, ҫӳхе йӗтӗн пире тата хӗрхӗлтӗм ҫӑм пире шурӑ виссонран, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тунӑ кантрасемпе карӑнтарса хӳтӗ тунӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кӗнӗ чухне Товия, Рафаил каланӑ сӑмаха аса илсе, хайхи пуллӑн чӗрипе пӗверне тӗтӗркӗче хурса тӗтӗрнӗ.2. Он же идя вспомнил слова Рафаила и взял курильницу, и положил сердце и печень рыбы, и курил.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та эсӗ мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсен тӗтӗркӗч ил те унта пулӑ чӗрипе пӗверне хурса тӗтӗр; 18. шуйттан ҫав шӑрша сиссенех тухса кайӗ те урӑх нихӑҫан та каялла килмӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнтах кашнийӗ хӑйӗн сӑмахне ҫырса, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ та ӑна Дарий патша пуҫ вӗҫне хурса каланӑ: 9. патша вӑрансан, ӑна эпир ҫырнине парӗҫ; патшапа Персин виҫӗ аслӑ улпучӗ, мӗн ҫырнине тишкерсе, хӑшӗн сӑмахне ӑслӑрах тесе йышӑнӗҫ, ҫавна мала хурӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унччен маларах вара Туррӑмӑр Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсене пӑхса тӑма шаннӑ Елиашив священник, Товия хурӑнташӗ, 5. Товияна пысӑк пӳлӗм хатӗрлесе панӑ, унччен ҫав пӳлӗмре тырӑ-пулӑ парни, латӑн, савӑт-сапа тытнӑ пулнӑ, левитсене, юрӑҫсене тата хапха хуралҫисене саккун тӑрӑх тивӗҫекен вуннӑмӗш пая та — тырпулӑн, эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне — ҫавӑнта хунӑ пулнӑ; священниксем валли илсе килнӗ пая та ҫавӑнтах хурса тӑнӑ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑна хӑй Давид хулинче туса янтӑланӑ тупӑклӑха пытарнӑ; ырӑ шӑршӑлӑх тата тӗрлӗрен тунӑ сӗрӗш хурса тултарнӑ сак ҫине вырттарнӑ, ҫавна ун ячӗпе темӗн чухлӗ ҫунтарнӑ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе, Ӑна халалласа, Ҫурт лартатӑп: ӗнтӗ Унӑн умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле пултӑр, Турӑ умне ялан парне ҫӑкӑрӗсем хурса тӑмалла пултӑр, Израиле ӗмӗрлӗхе хушнӑ пек, кашни шӑматкун ирӗн-каҫӑн тата ҫӗнӗ уйӑхсерен те, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр уявӗсенче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пултӑр.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахне пӗлтерсе хушса хӑварнӑ пек, левитсен ывӑлӗсем Турӑ арчине хулпуҫҫи ҫинче шалчасем хурса ҫӗклесе пынӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Нееман, тарӑхса кайса, каялла ҫаврӑннӑ: вӑл ман патӑма хӑй тухать пулӗ, Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса, аллине ман суран ҫине хурса ӑна сыватать пулӗ тесеттӗм; 12. Дамаск юханшывӗсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывӗсенчен аванрах мар-и вара? эпӗ ҫавӑнта ҫӑвӑнса тасалма пултараймастӑп-шим? тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.